Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрлисене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӗрлисене Дон ҫӗрӗ ҫинчен хӳтерсе кӑларатпӑр та — урӑх пӗр утӑм та!
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫапӑҫу пуҫланнӑ чух Григорий хӗрлисене сӑнаса тӑнӑ улмуҫҫи патӗнче виҫҫӗмӗш туппа урапинчен вӗҫертсе аппаланатчӗҫ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Казаксем выртмасӑрах хӗрлисене хыҫран йӗрлесе кайрӗҫ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Халӗ те, ҫывӑракан «пӗчӗк кӗтӳҫӗ» ҫине пӑхса, генерал пӗрре — ефрейтор Биденко пекех — хӑйӗн ача чухнехи пурнӑҫне аса илчӗ: ялти ҫуллахи ире, ӗнесене, ешӗл симӗс улӑх тӑрӑх сарӑлнӑ сӗт пек шурӑ тӗтрене, тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑлакан сывлӑм тумламӗсене — ҫутӑрах кӑваккисене, ахаль кӑваккисене, хӗрлисене, саррисене.
28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫу тӑршшӗпе питӗ нумай лӗпӗш — хӗрлисене, кӑваккисене, саррисене, чӑпаррисене — тытса читлӗхсене ярӑпӑр.
Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив