Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хутаҫ сăмах пирĕн базăра пур.
Хутаҫ (тĕпĕ: хутаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллисенче вӑл дикобраз йӗпписемпе илемлетсе сӑранран ҫӗленӗ пӗчӗк хутаҫ тытнӑ.

В руках он держал маленький кожаный мешочек, вышитый иглами дикобраза.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Капла ӳрӗк-сӳрӗк ӗҫленипе эпир пурте кӗҫех хутаҫ ҫакса ыйткалама тухса каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Кӑлпасси те, студень те, окорок та, тутлӑ булкӑсем те, премӗксем те, уяв ҫуртисем те, Стулле Йоке валли табак тултарнӑ хутаҫ та хунӑ.

И колбаса, и студень, и окорок, и сдобные булки, и пряники, и свечи, и даже маленькая табакерка с табаком для Стулле Йоке.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫак пиҫиххин сулахай енче вӑтам этем пӗвӗнчен пилӗк хут вӑрӑм хӗҫ ҫакӑнса тӑрать, сылтӑм енче — икӗ пӳлӗмлӗ хутаҫ е михӗ.

С левой стороны на этом поясе висит сабля длиною в пять раз больше среднего человеческого роста, а с правой — сумка или мешок с двумя отделениями.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пиҫиххи ҫумне вӑл икӗ хутаҫ: пӗрне — тарпа йӗтре хума питӗ ӑста икӗ пая пайласа — мала, тепӗрне — тытнӑ кайӑк-кӗшӗке хума хыҫала ҫакса ярать, авӑрламалли мамӑка Ермолай хӑйӗн ӗмӗр иксӗлми ҫӗлӗкӗнчен илсе тӑрать пулмалла.

К кушаку привязывались два мешка, один спереди, искусно перекрученный на две половины, для пороху и для дроби, другой сзади — для дичи; хлопки же Ермолай доставал из собственной, по-видимому неистощимой, шапки.

Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.

Ҫул ҫинче вӑл, хӑйне икӗ хутаҫ укҫа партарнӑ хурпа, арӑслана канаш параканӗпе, тӗл пулнӑ.

По дороге встретился ему тот самый гусь, что посоветовал льву пожаловать брахману две сумы с деньгами.

Брахман, арӑслан хур тата ҫӑхан ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

«Кайӑп та каллех арӑслан патне, — шутланӑ брахман, — икӗ хутаҫ укҫа илсе килӗп».

«Схожу еще раз ко льву, — думал брахман, — и опять принесу две сумы с деньгами!»

Брахман, арӑслан хур тата ҫӑхан ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Арӑслан хур каланипе брахмана икӗ хутаҫ укҫа парнеленӗ, икӗ хутаҫҫинче те пиншер рупий пулнӑ иккен.

Выслушал лев гуся и пожаловал брахману две сумы с деньгами — в каждой было по тысяче рупий.

Брахман, арӑслан хур тата ҫӑхан ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Унтан вӗрилентерсе шӗветнӗ сухӑра хутаҫ хӗрри таранах яраҫҫӗ.

Затем до края мешка наливают растопленную смолу.

Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

(Хутаҫ шӑртӑн ҫыхнӑ пайӗнчен кӗскерех пулмалла.)

(Мешочек должен быть ниже необтянутой части щетины).

Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Пиртен вӗҫне татнӑ конус евӗрлӗ хутаҫ ҫӗленӗ, унӑн ансӑр вӗҫне те ҫав кантрапах а патӗнчен пуҫласа б патне ҫитиччен ҫавӑрса ҫыхнӑ.

Из холста шьют мешочек в виде усеченного конуса, который узким концом привязывается той же бечевкой около б.

Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

— Ку чухнехи хакпа — эпӗ ниепле те тытӑнса тӑма пултараймастӑп; хам та хутаҫ ҫакӑп, сире те тӗнче тӑрӑх кӑларса ярӑп.

— По старому расценку — нипочем мне не выдержать: сам с сумой пойду и вас по миру пущу.

X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ҫурӑм хыҫне хутаҫ ҫакса янӑскер, эпӗ Чапаев штабӗ вырнаҫнӑ Порубежка ялне пытӑм.

С котомкой за спиной пришёл я в Порубежку, где находился чапаевский штаб.

Аташ // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Демин чӗркенӗ хутаҫ шӑтӑкӗнчен аллине чиксе, симӗсрех таса мар хут листисем туртса кӑларчӗ:

Дёмин сунул руку в разодранную мешковину и вытащил несколько листов бумаги грязно-зелёного цвета:

«Эпӗ — Чапаев!» // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Ҫакӑ вӑл ҫитес кунсенчех хамӑр тӗллӗн, инструкторсӑр вӗҫессине пӗлтерет: самолет хӑй виҫин танлӑхне ан ҫухаттӑр тесе, инструктор вырӑнне хӑйӑрлӑ хутаҫ хураҫҫӗ.

Это означает, что скоро начнутся самостоятельные полёты, без инструктора: на инструкторское место будет положен мешок с песком, чтобы не нарушалось равновесие самолёта.

14. Пӗр-пӗччен вӗҫетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Паян пирӗн пысӑк ӗҫ пулса иртет: старта хӑйӑр тултарнӑ хутаҫ килсе пӑрахнӑ.

Сегодня у нас большое событие: на старте появился мешок с песком.

14. Пӗр-пӗччен вӗҫетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пучах хыҫҫӑн пучах илсе хуратӑп — хутаҫ тулса та ларать.

Колос за колосом — набит почти целый мешок.

7. Пирӗн пионеротряд // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хӑйсем хура, сӑмси айӗнче вӗсен хӗрлӗ хутаҫ ҫакӑнса тӑрать.

Они чёрные, а под клювом у них висят красные мешочки.

Кӑрккасем ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Хутаҫ ӑшӗнче эмелсемпе таса тутӑрсем пур иккен, вӗсемпе аманнӑ салтаксене ҫыхса яраҫҫӗ.

У них в чемоданчиках лекарства, и чистенькие платочки, чтобы завязывать, если кровь.

Йытӑсем те вӑрҫа каяҫҫӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Сывпуллашнӑ чух Тимахви Костьӑна пӗр хутаҫ панулми илсе килсе парать.

На прощанье Тимофей приносит Косте мешочек яблок.

Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех