Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Утмӑл сăмах пирĕн базăра пур.
Утмӑл (тĕпĕ: утмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халех ывӑлне авлантарсан, утмӑл тенкӗрен нумаях та юлмӗ, туй тунӑ ҫӗре кайӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кун валли унӑн кӗсйинче Ваҫли ӗҫлесе тупнӑ утмӑл тенкӗ выртать.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ваҫлие качча тухас пулсан, унтан пуян каччӑ кирлӗ те марччӗ мана. Вӑл кӑҫал та утмӑл тенкӗ ӗҫлесе килнӗ. Ҫитес ҫул тата ытларах ӗҫлесе тупӗ. Унпала ӗмӗр тӑршшӗпех телейлӗ пулӑттӑм», — тесе шухӑшларӗ Кӗтерук.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Утмӑл хӑлаҫ тилхепе — Варри пурҫӑн, вӗҫ ука.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эсӗ ӑна илсе курман-ха, манан асатте утмӑл пилӗк ҫул каяллах илнӗ Хусана, ҫавӑн чухнех унта хӑйӗн ҫыннине патшана лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑ утмӑл турат ҫеҫкине пӗр сӑмахсӑр хушӑкран чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ним тӑвайман енне вӑл хӑй те хушӑк патӗнчен пӑрӑнчӗ те урапа патне пырса унти тин ҫулнӑ курӑк хушшинчен утмӑл турат ҫеҫки суйласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн тетӗр, утмӑл тӑхӑр ҫулти хыр пулчӗ ку!

Куҫарса пулӑш

Палӑк юман // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 8–9 с.

Акӑ, самантлӑха шӗпӗлти хумсем лӑпланчӗҫ те, ун ҫине каллех шывран икӗ утмӑл турат чечекӗ сӑнаса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Акӑ, варкӑш ҫил шыва чӗтрентерсе илчӗ, вӗтӗ хумсем утмӑл турат чечекӗсене те, сарӑ ҫӳҫ кӑтрисене те чӳхентерме пуҫларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Куҫӗсем утмӑл турат чечекӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Утмӑл ытла.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ҫавӑнпа та эпӗ ӑна утмӑл ҫулалла ҫитсенех пенси памалла тӑвас тетӗп, — вӗҫлерӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Пӗри, участок заведующийӗ, утмӑл ҫултан иртнӗ Ермолай Зиновьевич Печенкин, самӑр та лӳпперскер, тарланӑ ӗнсине ал тутрипе шӑла-шӑла илет.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

— Университет ҫӳллӗшӗ, чӑнах та, ик ҫӗр утмӑл метр-и? — сырса илчӗҫ ӑна авӑн ҫапма пынӑ ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Утмӑл лаша вӑйлӗ трактор пилӗк касӑллӑ плуга сывламасӑр тенӗ пек туртать.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Тӑшманпа тӗл пулсан, эпӗр Мах памасӑр ҫӗмӗрнӗ, Эпир ишнӗ, сирпӗнтернӗ Вӗсен утмӑл кӗперне.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Кунта ӗнтӗ пӗтӗмпе Ҫӗр утмӑл ҫын пултӑмӑр, Уйӑх ҫурӑ хушшинче Темӗн те пӗр куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Утмӑл тенкӗ.

— Шестьдесят рублей.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӑнӑ ҫеҫ мар, халӗ те, утмӑл ҫултан иртнӗ пулсан та ҫамрӑкрах механизаторсемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре хастар Беловсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... %b5%d0%bc/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех