Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Телейлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Телейлӗ (тĕпĕ: телейлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Проектсенчен пӗри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗпе Раҫҫей Президенчӗ пӗлтернӗ Ҫемье ҫулталӑкне ҫураҫуллӑн ҫыхӑнтарать.

Один из их проектов гармонично перебрасывает мостик из Года счастливого детства в Год семьи, объявленный таковым Президентом России.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Маларах палӑртрӑм ӗнтӗ, Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ шайӗнче чылай мероприяти йӗркелесе ирттернӗ.

Как уже было отмечено, мероприятий в рамках Года счастливого детства было много.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

2023 ҫул Чӑваш Енре – Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ, Раҫҫейре Педагогпа наставник ҫулталӑкӗ ятпа иртрӗ.

2023 год в Чувашии прошел под знаком Года счастливого детства, в России – Года педагога и наставника.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Республика Правительстви пулӑшнипе Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне, Раҫҫей Федерацийӗнчи педагогпа вӗрентекен ҫулталӑкне, чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑмӑра Иван Яковлевич Яковлев 175 ҫул тултарнине халалланӑ проектсемпе мероприятисене пурнӑҫа кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/chav ... in-itla-vi

Таса та тулли ӗмӗтлӗ хӗрачапа ҫиҫсе тӑракан сар хӗвел пӗр-пӗринпе «пӗрлешсе» хӑйне майлӑ сӑнар пулса тӑраҫҫӗ, совет саманинчи ачалӑх телейлӗ пулнине кӑтартса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Пӗчӗк Катьӑн ачалӑхӗ телейлӗ пулман.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫӗр ҫинче чи телейлӗ те тӗрӗс общество тӑвакан совет халӑхне воспитани парас, унӑн мораллӗ кодексне пропагандӑлас тӗлӗшпе радиовещанипе телевидени пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Мӗншӗн тесен пирӗн радио ҫутӑ та телейлӗ пурнӑҫшӑн кӗрешме хавхалантарать, чӑнлӑхшӑн, миршӗн тата халӑхсем хушшинчи туслӑхшӑн пӗтӗм вӑя хурса кӗрешет.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Эпӗ ҫыхӑну тытмалли меслете урӑх ҫӗршывра мар, Российӑра шухӑшласа кӑларнӑшӑн телейлӗ», тенӗ.

И как счастлив я, что не за рубежом, а в России открыто новое средство связи.

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ӗлӗкхи паллӑ писательсем ҫӗр ҫинче ырӑ кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшрен те илемлӗ, ӑслӑ, телейлӗ ҫынсем пурӑнасса тунсӑхласа ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫаксем ҫинчен, тӑван чӗлхепе литературӑн ҫӗнӗ саманари телейлӗ шӑпи ҫинчен, шухӑшлатӑн та, хамӑр чӗлхепе литература пирки иккӗленсе калаҫакансене ҫав тери хирӗҫлес килсе каять.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Иккӗшӗнче те ҫав тери пуян форма, ҫавӑнпа чӑваш сӑвӑҫисем ҫав тӗлӗшрен питӗ телейлӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑрҫӑчченхи хӗрӳллӗ ӗҫсенче, тӗнчере вут-ҫулӑм ялкӑшнӑ вӑхӑтра, халӑхсем мирлӗ кун-ҫулшӑн кӗрешсе телейлӗ пурнӑҫ тунӑ тапхӑрта — кирек хӑҫан та сӑвӑҫсен сасси пӗр савӑнӑҫлӑн, пӗр ҫилӗллӗн е хаваслӑн та йыхравлӑн илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пирӗн парти яланах халӑхшӑн, ҫыншӑн, телейлӗ пурнӑҫшӑн тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пирӗн партин ҫӗнӗ Программи — пирӗн халӑхсен телейлӗ шӑпи.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл — XX ӗмӗрӗн Коммунистла манифесчӗ — Ҫӗр ҫинче этемлӗх ӗмӗртен ӗмӗтленсе кӗтнӗ пуриншӗн телейлӗ пурнӑҫ туса ҫитермелли аслӑ Программа.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулӗнче тата Раҫҫейри Педагогпа наставник ҫулталӑкӗнче эпир питӗ нумай турӑмӑр.

В Год счастливого детства в Чувашии и Год педагога и наставника в России мы сделали очень много.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom

Республикӑра иртсе пыракан ҫула Телейлӗ ачалӑха халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/28/racc ... ravne-chav

Манпа телейлӗ пулаймарӗ, ҫӗнӗ арӑмӗпе илемлӗ пурӑнса ирттертӗр кунҫулне, — ҫапла калаҫкаларӗ Сантӑркка ҫынсемпе.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ такамран та телейлӗ,. — ырӑ кӑмӑлне уҫса каларӗ те Матӗрне Анука ыталарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех