Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑрӑ тавраш тӗкӗнмен, тин юхтарнӑ пыл тӗсне аса илтерет вӑл.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Йӗри-тавралӑх йӑлтах пӗр тӗслӗ — тӗттӗм сӑрӑ.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
Тӳпен сӑрӑ ҫи виттинче хӗвел пайӑркисем тухас-ши е тухас мар-ши тенӗн ӑнланмалла мар шантараҫҫӗ.В серых пеленах неба таилось неопределенное обещание солнечного луча.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн ҫӳхе сӑрӑ пурҫӑнран ҫӗленӗ хаклӑ костюмӗ, шап-шурӑ кӗпин кӑвак галстуклӑ, шултра бриллиант булавкӑллӑ ҫухави, шурӑ пурҫӑн калпакӗ, шукӑль пушмакӗ тата кӗре аллинчи ҫӗрӗсем, — капӑр япаласемшӗн пысӑк укҫа тӳлеме май пуррине уҫса параканскерсем, — ҫак япаласем пурте матросӑн ахаль ӗҫӗшӗн тивӗҫлӗ мар ахӑр.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Курӑк палӑрмаллах сайралчӗ, типӗ тӗмсемпе витӗннӗ салху, пӑчӑ пуш хир тӳремлӗхе куҫса пыни уҫӑмлӑнах сисӗнет; сӑрӑ чуллӑ тӗмескесем, тип варсемпе хушӑксем ытларах та ытларах, — вӗсенчен нӳрлӗхпе ҫӗр шӑрши кӗрет; пӗччен йывӑҫсем хуралҫӑ евӗрлӗ; тӗпӗсемпе-аркисемпе ҫӗр-ҫӗр хӑлаҫа тӑсӑла-тӑсӑла тӑвалла улӑхнӑ чухне сӑртсем пире утсене туртса чарма хистеҫҫӗ.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Паллах, ку шӑпах — ҫав пӗчӗк кӑвак юхан шыв, тӗпӗнчи тӳпеллӗ тата сӑрӑ фаянсла таса хӑйӑр юшкӑнӗн йӑлтӑрккиллӗ ансӑр ҫырма.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӗсем юнашар пыраҫҫӗ; сӑрӑ пӗчӗк лаша хӑлхисене майӗпен хускаткалать; итлеме ӑнтӑлать тейӗн — пынӑ ҫӗртех пуҫне хӗр ҫурӑмӗ хыҫӗнче тӑса-тӑса пӑркалать.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Тӳремлӗхелле утнӑ май, вӑрман хӗррине ҫитеспе, Горна сӑрӑ пӗчӗк лашан васкавлӑ чуппи хӑваласа ҫитрӗ.Шагая к равнине, на самой опушке леса Горн был настигнут быстрым аллюром маленькой серой лошади.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Шейх ҫивчӗше кӑтартрӗ: вӑхӑт та, усӑ курни те тӗксӗм, сӑрӑ хурҫӑ ҫинче пӗр йӗр те хӑварман.Шейх обнажил клинок; время и употребление не оставили на тусклой, серой стали никаких следов.
XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Караван вӗтлӗхлӗ айлӑмпа куҫать, йӗри-тавра алоэ, кактус, — вӗсен янкӑр хӗрлӗ ҫеҫкисем сӑрӑ чулсен хушшинче ҫиҫеҫҫӗ; кӗҫех караван юхан шыв хӗррине канма вырнаҫрӗ.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кунти ҫыранра шурлӑхсем ҫума-ҫумӑн, вӗсем ҫӗрӗшекен хӑмӑш миазмисемпе тулсах ларнӑ; шурлӑхсенчен малалла хысаклӑ-хысаклӑ, терраса евӗрлӗ тусем тӑсӑлаҫҫӗ, аякран вӗсем чечексен черчен сӗмӗсемпе шӑварӑннӑн туйӑнаҫҫӗ; ҫывӑхри хысаксем вара сарӑ та сӑрӑ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Коридор стенисене аялтан пуҫласа варри таран хура хӗрлӗрех, урайне сӑрӑ та хура тӗслӗ, шашка тытӑмӗллӗ кафельпе витнӗ, шурӑ мачча вара стенан кафель таранчченхи ытти пайӗ пекех авӑнчӑк ҫаврака кӗленчепе — электричество ламписене хуплаканскерпе — йӑлтӑртатать, лампӑсен хушшинче — пӗрешкел тан лаптӑксем.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Унӑн сӑрӑ куҫӗсем тӗксӗмленнӗ, пичӗ туртӑннӑ, хӗҫӗ пылчӑкланнӑ, вараланнӑ шпорӗсем уҫҫӑнах тапранаймаҫҫӗ.
ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Сӑрӑ тӑларан тунӑ портянкӑпа хӗрсе кайнӑ хӗҫне шӑлкаласа ӑна йӗннине чиксе хучӗ те, йывӑррӑн сывласа сӑхсӑхса илчӗ.
X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ылтӑн шӑлӗ вут евӗрле ялтӑртатса каллех сӳнчӗ, куҫ хупанкисем хускалса сӑрӑ куҫӗсем ҫинчен тусанне сирсе пӑрахрӗҫ.Блеснул желтым огоньком и потух золотой зуб, смахнули ожившие веки пыль с его серых глаз.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Анӑпӑр, — терӗ Чубук, ман еннелле хӑйӗн шухӑша кайнӑ сӑрӑ пичӗпе ҫавӑрӑнса пӑхса.— Слазим, — сказал Чубук, поворачивая ко мне серое, озабоченное лицо.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑрманти майӗпен юхакан шыв сарлакӑшӗ сӑрӑ чулсен капламӗпе вӗҫленет — ҫак чулсене тӑпраран ҫурхи ейӳсем тата ҫумӑрсем кӑлара-кӑлара купаланӑ.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
— Эпӗ… пӗлместӗп, — терӗ те ҫамрӑк хӗрарӑм кулса ячӗ; унӑн ҫепӗҫ питне сӑрӑ капӑрлатрӗ, кӗҫех пӗчӗк хӑлхисен тӗлӗнче ирӗлсе тамалчӗ.
III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Тискер, анчах чаплӑ-селӗм тӳремлӗх кахаллӑн тӗтреленет ун умӗнче, тӳпен янкӑр ҫутӑ тарӑнӑшӗнче ерипен куҫать-ҫаврӑнать; ӗмӗлкесен сӑрӑ пархӑчӗ тата чечексен чӑпар хумӗсем-йӑлтӑравӗсем рельс хӗрринчи йӑлкӑшуллӑ, ҫил авакан ҫӳллӗ курӑк тӑррисенчен перӗне-перӗне сапаланаҫҫӗ.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Блюм галстук ҫыхать, — енчен те иккӗмӗшне — сӑрӑ тӗслине тата питӗ хыттине — илес килмесен…Блюм завязывал галстук, если вы не хотите получить второй, серого цвета и очень твердый.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.