Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пушарта сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ, маччапа стенасем хӑрӑмланса ларнӑ.В пожаре обгорела мебель, потолки и стены покрылись копотью.
Канашра общежити ҫуннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/30017.html
Вӗсем стенасем ҫумӗнчи ҫаксем ҫине вырнаҫса ларчӗҫ, анчах пурне те вырӑн ҫитмерӗ, чылайӑшӗсем алӑк патӗнчех тӑрса юлчӗҫ.Они рассаживались на скамьях вдоль стен, но места всем не хватило и многие стояли у входа.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Стенасем тӑрӑх шертесенчен тунӑ сарлака путмарсем тӑсӑлаҫҫӗ, вӗсене тӑршшӗпех вак улӑмпа витсе хунӑ.Вдоль стены тянулись нары, сбитые из жердей и покрытые мятой соломой.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пӗрене стенасем ҫинче Суздаль таврашӗнче тунӑ пӗр ӳкерчӗк те курӑнмасть; кӗтесре, кӗмӗлпе илемлетнӗ йывӑр турӑш умӗнче, лампадка ҫунса тӑрать; ҫӑка сӗтеле нумаях та пулмасть хырсах ҫуса тасатнӑ; пӗренесем хушшинче, чӳрече янаххисем тӑрринче чупкӑн хӑнкӑласем те, шухӑшлӑ таракансем те пытанса лармаҫҫӗ.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
— Калатӑн сана, стенасем иккен!
IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Мӗнле вара, вуттине стенасем хушшине тултараҫҫӗ-им?!
IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Киеври ҫӗр хӑвӑлӗсенчи пекех кунта та стенасем шалалла кӗре-кӗре кайни курӑнать, унта-кунта тупӑксем тӑраҫҫӗ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫемҫелсе кайнӑ ҫӑнӑх пек саланакан этем шӑммисем те тӗл пулаҫҫӗ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пантелеймон хӑмапа ҫапса тунӑ, лутра кӑна ҫурӑк маччана асӑрхарӗ, тӗтӗмпе хуралнӑ стенасем, нарӑсем, чемодансем; тата, хӑй умӗнчех вӑл такамӑн сехӗрленсе ӳкнӗ йӑлтӑртатакан куҫӗсене курчӗ.
III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Нина пысӑк та чӑн-чӑн сӑрт-тусем ҫинчен калаҫрӗ, унта альпинистсем, хӑйсем калашле, «стенасем тӑваҫҫӗ»; стена пек чӑнкӑ тусене ҫӗнтерсе, разряд илеҫҫӗ е «спорт мастерне» те тухаҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫилпе хӗвел ҫинче хуралса пиҫӗхнӗ пит-куҫлӑ, тӗссӗрленнӗ гимнастеркӑллӑ командирсем сӗтел тавра, стенасем ҫумӗнче тӑракан саксем ҫине ларса тухнӑ.
Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Стенасем ҫинче тӗрлӗрен плакатсем, картинӑсем, ача-пӑча писателӗсен портречӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Лёша черетре тӑрать, хӑй шурӑ стенасем ҫине пӑхкалать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Стена ҫумне ҫапнӑ вӑрӑм пӑтасем ҫинче хаҫат ҫӗклемӗсем ҫакӑнса тӑнӑ, ҫакна пула стенасем унтан та кунтан шыҫӑнса кайнӑн курӑннӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Урам хушши пушӑ та лӑпкӑ пулнӑ; тӗттӗм чӳречесем каҫ сӗмлӗхӗ ҫине тӗксӗммӗн пӑхнӑ, стенасем тӑрӑх, хӳмесем тӑрӑх Фома хыҫӗнчен унӑн мӗлки шӑвӑнса пынӑ.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ян Братишка ӗҫсе-ҫимеллисем хатӗрлесе хунӑ сӗтел тата ҫав тери типтерлӗ пӳлӗм курчӗ: стенасем ҫинче картинӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, чӳрече каррисем пурҫӑн, хитре ширмӑсемпе лакпа витнӗ, алӑк янахӗсене тӗрлесе пӗтернӗ.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Юпасемпе стенасем ҫине лозунгсем ҫакнӑ: «Тӗп пултӑр Пысӑк Туя Хань!», «Вӗсене юнлӑ ӗҫӗсемшӗн тавӑрар!», «Помещик ҫӗрӗсемпе ҫурчӗсене пайласа илер!», «Путсӗр Хань Фэн-ци помещика тавӑрар!»
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Чӗмсӗр, анчах чӗрӗ мӗлкесем стенасем тӑрӑх, урай тӑрӑх шӑвӑнса ҫӳренӗ; ачана хӑрушӑ та, ҫав вӑхӑтрах кӑмӑллӑ та пулнӑ, вӑл ҫав мӗлкесен пурнӑҫне сӑнанӑ, вӗсене тӗрлӗрен формӑсем панӑ, сӑрланӑ, унтан, вӗсенчен чӗрӗ пурнӑҫ туса, ҫав пурнӑҫа, сасартӑк, куҫ хӑрпаххисене чӑлт ҫеҫ уҫса илнипе пӗтерсе пӑрахнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл, сӑмахӗ май, аллине ҫавӑрса, стенасем ҫине, мебель ҫине тата ытти япаласем ҫине кӑтартнӑ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Стенасем ҫинче патшапа майри портречӗсем ҫуталса тӑнӑ.
Дуров мучи // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Унтан вӑл, моторпа стенасем ҫинчи чертежсене кӑтартса, ҫапла хушса хурать:
8. Летчика вӗренекен туссем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.