Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Симӗс сăмах пирĕн базăра пур.
Симӗс (тĕпĕ: симӗс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн куҫӗсенчен йӑлтӑр-ялтӑр тумламсем умлӑ-хыҫлӑ хыпаланса тухаҫҫӗ те симӗс гимнастерки тӑрӑх чупса анса ача пуҫӗ ҫине, сӗтел ҫине пат та пат тумлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑл симӗс йывӑҫсем умӗпе бульвар тӑрӑх васкамасӑр утрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ҫӳлелле лӑсӑллӑ симӗс туратсем хушшине пӑхӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӑна ҫурчӗ патне ҫитичченех урамӑн икӗ айккипе ҫӑкасем ӳсеҫҫӗ, хула симӗс пӗркеленчӗкре путать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Малалла сквер, йывӑҫсем симӗс ҫулҫӑсем кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Уйрӑмах ӑна симӗс йывӑҫсем айне путнӑ урамсем кӑмӑла кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Духовкӑра хатӗрленӗ бутербротсене турилккене хучӗ, ҫиелтен симӗс ешӗл курӑк хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Хӗрарӑм йӑлтӑркка симӗс тутӑрпа куҫӗсене куҫҫультен шӑлса типӗтрӗ, пӗр-ик хут нӑшлаттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ун хыҫҫӑн Ямаш арӑмӗпе тата ывӑлӗпе ку симӗс паркра уҫӑлса ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Вӑл симӗс чир, ӑҫтан тухнӑ вӑл, ҫынсене пӑчлантарать кӑна.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Вӗсем симӗс курӑклӑ урам тӑрӑх ял вӗҫнелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Улӑх-ҫарансенче симӗс курӑк ешерет, куҫа савӑнтарса, тӗрлӗ чечек ҫурӑлать.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ялӑн анат вӗҫӗнчен, клуб картишӗнчи симӗс ҫерем ҫинчен килес-ши е килес мар-ши тесе вӑтанакан хӑна евӗр, юрӑ майӗпен те асӑрханса хӑпарать, вара, турикаса ҫитсен, ман тавра ҫаврӑнма тытӑнать:

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Аса илтеретпӗр, «Ешӗл Пушкӑртстан» акци тӗллевӗ тӑван районти ялсенче тасалӑхпа тата симӗс тавралӑхпа ҫыхӑннӑ хутшӑнусем йӗркелесси пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртри Белокатай районӗнчи общественниксем йывӑҫсем лартнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-3766632

Ирпе каҫ апатлантарма вара симӗс масса кӳрсе килеҫҫӗ ферма ӗҫченӗсем.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Кӑнтӑрлахи вӑхӑтра ӗне-выльӑха электрокӗтӳҫе кӑларса симӗс курӑк ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗ аграрисем умне пысӑк тӗллевсем лартнӑ: «симӗс ылтӑн» чапне ӳстермелле, хӑмла пахчисен лаптӑкне пысӑклатмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун - ҫулталӑклӑх // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14249-c ... ltal-kl-kh

Вӑл, эпӗ пенӗ хыҫҫӑн вӗлтӗртетсе ӳкекен симӗс хутсем ҫине пӑхса, ҫӗр шали тӗслех хуралса, шатраланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ӑҫта — пӗр ҫӗре? — симӗс суханпа хуппиллӗ ҫӗрулми ҫисе ларакан Терен, чӑмлама пӑрахса, кӑн пӑхать кӳршине; лешӗ шутсӑр пӑлханнине асӑрхать те, иккӗленмесӗрех, тӳреммӗн ыйтать:

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тахӑшӗн плащне сарса хунӑ та ял ҫыннисем ҫимелли-ӗҫмелли хатӗрлеҫҫӗ: пӗри симӗс сухан тасаткаласа хурать; тепри мойва пулӑ банкине ҫӗҫӗпе касса уҫма хӑтланать, ҫӗҫҫи мӑка, касмасть; эрех кӗленчин хӑлхине шӑлпа ҫыртса пӑраканни те кунтах; шофер, хӑйне ҫӗр патши пек мӑнкӑмӑллӑн тыткаласа, шӑлӗ хушшине курӑк вӗҫӗпе чакаласа выртать, урисене лӑс-лӑс силлесе, пушмакне хывса перет, пӗрре Маруҫ ҫине, тепре Левен ҫине темлерех пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех