Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пурнӑҫран (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ ҫул икӗ ялта 46 ача ҫут тӗнчене килнӗ, 44 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, ялсем пысӑкланаҫҫӗ // Д.Абулханова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d2%ab%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Ҫулталӑк хушшинче ку тӑрӑхра 6 ача ҫут тӗнчене килнӗ, 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Амӑшӗ пурнӑҫран уйрӑлса кайни ачана питӗ хуҫса хӑварни туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

— Ҫавӑн пек пурнӑҫран ҫӗтнисем кашни ялтах мӗн чухлӗ тупӑнаҫҫӗ пулӗ! — пуҫӗпе сулса илчӗ Урсэкие.

— А сколько еще их, таких путаников, на каждую деревню приходится! — покачал головой Урсэкие.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унсӑрӑн эпир, Виктор юлташ, пурнӑҫран уйрӑлса каятпӑр, вара халӑх пире революционерсем вырӑнне мар, лӑпӑртисем вырӑнне кӑна шутлӗ…

Иначе, товарищ Виктор, мы станем сектой, масса будет считать нас не революционерами, а болтунами…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ку сире пырса тивӗ, енчен те эсир виртуаллӑ тӗнчене чӑн пурнӑҫран ытларах кӑмӑлласан.

Он коснётся вас, если вы предпочитаете виртуальный мир больше, чем реальный.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӑвансен, кӳршӗсен ачисем пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлни пирӗншӗн ҫав тери пысӑк ҫухату.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla

2006 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla

Малтанхи иккӗшне хамӑр халӑхӑн мухтавлӑ ывӑлӗсене И. Я. Яковлевпа Ҫеҫпӗл Мишшине, виҫҫӗмӗшне тӑван тӑрӑхри пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ икӗ пикене халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

Пӗлтӗр районта пӗтӗмпе 334 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралакансем сахал, вилекен йышлӑ // О.ФЕДОТОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/c%d1%83%d1% ... 88%d0%bba/

Кӑнтӑрла, пурнӑҫран юлас мар тесе, хаҫатсем пӑхкалатӑп та — каллех ҫула.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Ман шухӑшсем пурнӑҫран юлса пыракан ҫын шухӑшӗсем пулчӗҫ-и, пӗлместӗп, анчах эпӗ урӑх Оля хваттерӗнче тӑраймарӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

«Атте килӗнчи хӗрле пурнӑҫран лайӑхрах пурнӑҫ ниҫта та пулас ҫук, ҫавӑнпа качча кайма васкамастӑп-ха. Каяс вӑхӑт ҫитсен, хамӑр пек чухӑн ачине суйласа илӗттӗм. Эпӗ пуян пурнӑҫра пулса курман вӗт. «Пуян ҫын килӗнче ҫухалса кайма пултаратӑп», — текелесе ларчӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьянана пуп пурнӑҫран уйрӑлас килменнипе асапланакансенчен пӗри тесе шутланӑччӗ, ҫавӑнпа сӑмахпа йӑпатса леш тӗнчене ӑсатма хатӗрленнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурлӑхлӑ пурнӑҫран ҫука юласси нимӗн те мар.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав кун вӗсене ҫур ӗмӗр каялла алла скальпель тытма тата выльӑхсене тӗрлӗ йышши операци тума вӗрентнӗ Петр Семенович Ливанов 93 ҫул тултарнӑ хыҫҫӑн 5 уйӑхран пурнӑҫран уйрӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

40 ҫул вӑл пурнӑҫран уйрӑлни, унӑн пархатарлӑ сӑнарӗ халӗ те куҫ умӗнчех.

Куҫарса пулӑш

Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen

Романти тӗп геройсем, чӑн пурнӑҫран илнӗскерсем, куҫ умне чӗррӗн тухса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫавраҫил // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шел, 2005 ҫулта Борис Яковлевич пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

— Ырӑ пурнӑҫран килмен ӗнтӗ эпир Мӗша тӑрӑхне, пире пурне те пӗр херӗп, пӗр инкек пуҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех