Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нимӗнле сăмах пирĕн базăра пур.
Нимӗнле (тĕпĕ: нимӗнле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара ҫав кунах пиччӗшӗ патне хуравлӑ ҫыру сырса ячӗ, нимӗнле шӑмӑ та тупманни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Нимӗнле хурав та пулмарӗ, шӑплӑх тӑчӗ, ферма енчен ула курак кранклатни ҫеҫ илтӗнчӗ, ҫумӑр ыйтать ӗнтӗ, унтан вӑл пуҫ сийӗнех вӗҫсе иртсе кайрӗ, виле ашне ҫисе тӑраннӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тӗлӗнмелле, нимӗнле шухӑшсем те килмерӗҫ унӑн пуҫне.

Куҫарса пулӑш

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Нимӗнле ыйту та ҫук кунта, ӗнер эрне кун анне мунча хутнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Этем йӗркеллӗ пулсан, нимӗнле укҫа та минретеймӗ унӑн ӑс-тӑнне, ку пурнӑҫра чи пахи.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Асӑрхӑр, паян ҫамрӑксем ваттисене хисеплеҫҫӗ-и, транспорта чи малтан хӗсӗнсе кӗрсе лараҫҫӗ, ваттисене вырӑн памаҫҫӗ, усал сӑмахсемпе ятлаҫҫӗ, нимӗнле йӗркене те пӑхӑнмаҫҫӗ, йӗркисене пӗлмеҫҫӗ те-и, тен.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Паллах ҫук, нимӗнле укҫа та курман эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пуҫне нимӗнле ӑслӑ шухӑш та кӗмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Эпир вара васкамасӑр утӑпӑр, вӗсем пирӗнтен инҫетререх пулччӗр, вара нимӗнле шикленӳ те пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Сирен сӑнсенче нимӗнле шиклентерекенни те пулмалла мар, ниҫта та чарӑнса тӑмасӑр хӑвӑрт вӗҫтерӗр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Хальхи саманара укҫана патшалӑх кассине хума хӑрамалла, Гайдарпа Ельцин, ав, ахаль халӑха ҫаратрӗҫ, укҫасӑр хӑварчӗҫ, нимӗнле намӑс-симӗслӗхӗ те, сӑваплӑхӗ те ҫук вӗсен.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Нимӗнле савӑнӑҫ та пулман пулӗ пурнӑҫунта санӑн, анне, пӗр вӗҫӗм пилӗкна тӳрлетмесӗр ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Вӑл госаппарат ӗҫӗнче, уйрӑммӑнах паянхи чӑнлӑхра, нимӗнле канусем те, чӑрмантарусем те пулмалла маррине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Володинпа тӗл пулсан, Путин правительство йӗркелемелли ыйтусене сӳтсе явнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... vn-3778472

Нимӗнле шурӑ хурӑн та ҫукчӗ унта, сирӗн пӳрт умӗнче, акӑш-макӑш сарлака та лаштра йӑмра-асатте сухалне ҫӗре ҫити усса ларатчӗ, каш кашлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ҫавӑн пек хӑватпа сӑмаха, паллах, ҫӗр ҫинче урӑхла нимӗнле ҫын та — ашшӗ-амӑшӗсӗр пуҫне — калаймасть.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Халӗ те хаҫатсенче ҫыркаласах тӑрать Шалтӑрма Ваҫҫи, анчах та сӑввисенче ним туйӑмӗ, нимӗнле ҫунатлах сисӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чылай ҫӳрерӗ Левен, нимӗнле пӑру та куҫ тӗлне лекмерӗ тавралӑхра.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хуҫа пулнӑ май калатӑп та: каснӑ йывӑҫсене эсир кайран кунтан нимӗнле техникӑпа та турттарса кӑлараймастӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ялтан Левенпе тухса шӑвӑнни, Сыктывкарта тӗрлӗ хваттерсенче хӗсӗнсе пурӑнни, килтен паспорт килсе ҫитнӗ кун нимӗнле пил сӑмахӗсӗрех загса кайса ҫырӑнни — ҫакӑ пулать-и, Тамара, аннӳне тав туни?

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӗслӗхрен, хӑй мӗнле ҫуралнине, пирӗн шутпа, нимӗнле гени те астумасть.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех