Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нимӗн те каламан Хусанкка.
Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ахальтен каламан ҫав: «Вырӑс ҫынни — ырӑ ҫын».
Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ку сӑмаха эп те каламан, ку сӑмаха никам та илтмен.
Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ахальтен каламан ҫав эсӗ ҫынна ҫеҫ мар, Эсреле те хӑвӑн тискер юррупа хӑратнӑ, тет.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Урхана та ун ҫинчен Шӑл ҫури те каламан: Кӗленчинчи имӗнчен Вӑл сиенне шутламан.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Урта ҫынни пур те пур, Анчах ҫук-ха утаман; Унтан килнӗ сӑмах пур: «Вӑл хӑй килсе ҫитмесӗр, Пур йӗркене кӳмесӗр — Пуху уҫма каламан».
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— Пулать вӗт ӑнӑҫсӑр кун, — кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫрӗ пуҫне Никифор Ильич, — ахальтен каламан ҫав вунвиҫҫӗмӗш число ӑнӑҫсӑррине.
Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.
Уҫҫӑн нимӗн каламан пулин те, сивӗ куҫӗсенченех туятчӗ Клава, ҫичӗ ют пек шутланатчӗ вӑл килте.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
— Вӑрламан эпӗ нимӗн те, усал сӑмах та каламан.
VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
«Юрать, эсӗ ман тӗле пулнӑ!»- тесе пӗрре кӑна каламан мана Ҫимун.
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
Аслӑ классенче вӗрентекен пӗр учитель те Анна Капитоновна вӗрентнӗ ачасем начар тесе каламан.
Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.
«Наркомпрос чунӗ» тесе ахаль каламан ӗнтӗ ӑна.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Вунпилӗк ҫул пӗрле пурӑнса та сив сӑмах каламан та эпӗ ӑна.
Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.
— Пуппа ан хирӗҫ, вӑл тавӑрать, тесе ахаль каламан…
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Тӑлӑхӑн хырӑмӗ пысӑк тесе ахальтен каламан пуль ҫав.
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Юрату юрлаттарать тесе ахаль каламан ҫав…
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Тусу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр, тесе ахаль каламан…
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ир такӑнсан — каҫчен, тесе ахаль каламан ҫав», — шухӑшларӗ Мухаров, шӑл витӗр сурса.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Инке-арӑм патне киле кӗриччен бурлака кай, тесе ахаль каламан пуль ҫав».
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
«Шӑрт Михали ҫапла каламан пулӗччӗ», — каллех шухӑшларӑм эпӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.