Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ашшӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑлхинче ашшӗн суя сӑмахӗсем илтӗнчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лешӗ те ашшӗн савӑнӑҫне туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ашшӗн кунта нумаях пурӑнма май килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Микула ашшӗн кӑмӑлне ӑнланаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗн сӑмахӗсем Микулана йӑпатма мар, тӗпсӗр ҫыр хӗрринех илсе пынӑн туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑнӑш сӑмах персе яни ашшӗн мӑнаҫлӑхне хуҫнине туйса илчӗ те Ҫтаппан хӑтана пултаруллӑ евчӗ тупса яманшӑн хӑйне хӑй ӳпкелерӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗн ӗмӗчӗ ҫырлахтарас шутлӑ кӑмӑлӗ парӑнма та килӗшме чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вашаватлӑ йышӑннине курсан, ашшӗн ӗмӗтне пурнӑҫлас шанӑҫ ҫирӗпленнипе кӑмӑлӗ самантлӑха улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗн ҫипуҫӗнче, пӳрт ӑшчиккинче вӑл хӑй ӗҫе кайнӑ чухнехинчен улшӑнусем пулнинех туймарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗн вӗри куҫҫуль тумламӗсем питҫӑмартине пӗҫертнине туйсан, Микула хӑй те аран макӑрмасӑр чӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑван ашшӗн сассине илтсен, Микулан чӗлхи те уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пичӗ-куҫӗ йӑлтах ашшӗн.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗн кашни сӑмахӗ уншӑн саккунччӗ, вӑл мӗн хушнине яланах вӑхӑтра, чыслӑ, тирпейлӗ, пӗтӗм чун-чӗринчен тӑрӑшса пурнӑҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей ашшӗн ку сӑмахӗсемшӗн савӑннӑ пек пулчӗ, ҫав хушӑрах шикленни те пур.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗн ҫӗкленнӗ чышки лаштах усӑнчӗ, вӑйӗ пӗтсе килнӗ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Уҫ хӑвӑртрах, кӗрт ами! — асар-писеррӗн янӑраса кайрӗ ашшӗн хаяр сасси.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗн сасси хӑлхине кӗрсенех хӗр: пӗтрӗм, тинех пӗтрӗм! — текелесе, тӳрех пӳрте кӗчӗ, вырӑнӗ патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗн кӑртака ҫиллине Тилӗ ҫӗлӗкӗ лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй сӑмахӗнчен тухман хаяр ашшӗн ҫав сӑмахӗсене аса илсе-и, Тилӗ ҫӗлӗкӗ, тарҫӑран аван мар пулин те, ирӗксӗрех лаши патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурнӑҫӗ унӑн ялан ҫити-ҫитми кӑна пулнӑ, Сахар, яла таврӑнсанах, ашшӗ-амӑшне пулӑшас пирки те, авланасси ҫинчен те шухӑшламарӗ, ял пуянӗнчен пилӗк ҫӗр тенкӗ кивҫен илсе, хӑйӗн мӗн пуррине хушса, ашшӗн урамалла тухса тӑракан лаҫне юсаттарчӗ, чӳрече кастарчӗ, унта пысӑк мар лавкка уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех