Шырав
Шырав ĕçĕ:
Яманак кӳллинчен хаяр ҫумӑр тухма пултарсан ман кӗсре хӳринчен мӗншӗн тӑман ан тухтӑр?»Ежели из озера вихрь может получиться, почему из хвоста моей кобылы пурга не может задуть.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫуран утрӑм ҫумӑр та ай ҫунӑран, Эп юрларӑм ӑшӑм ҫуннӑран.Из-за дождя домой пешком иду, В душе пожар — дай песню заведу.
«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Каҫҫан пиччен пуҫӗ ҫине сивӗ ҫумӑр пӗрчисем ӳккелеҫҫӗ.
«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кунӗпех чӗреслетсе ҫумӑр ҫунӑ пулин те урисем унӑн шап-шурах.Несмотря на то, что целый день, не переставая, сеял дождь, панчохи у него белы, как снег.
«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑхӑчӗ ҫавнашкал»), чӑваш йӑлипе, Кушил мучи ӑҫта кайнине, ӑҫтан килнине, ҫул ҫинче хӑш кун мӗнле ҫанталӑк пулнине, хӑш яла ҫитсен ҫумӑр ҫума чарӑннисене ыйтса пӗлчӗ.
Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӗчӗк, хыткан карчӑкӗ кӑшкӑрнипе мар, хуллен ҫӑвар уҫнипех Хушаҫҫӗ Петерӗ шыв кайса ӑснӑ, вут ҫурса кӗнӗ, ҫумӑр витӗрех выльӑхне шырама тухса лӗпӗстетнӗ.
Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ярилене ҫапса пӑрахнӑ каҫ ҫунӑ кӑҫалхи пӗрремӗш ҫумӑр ҫӗре ним чухлӗ те ислетеймен.Единственный за все лето дождь, пролившийся в ночь убийства Яриле, не промочил землю и на вершок.
Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫумӑр чарӑннӑ.
Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Сивӗ ҫумӑр айӗнче шапарса ларнӑ автан пек шӗвӗрӗлсе, начарланса кайнӑскер, вӑл урапа пуҫне хутланса выртнӑ та йӑшӑл та тумасть.Нахохлившись как петух, исхудавший, Яриле забился в передок телеги и не шевелился.
Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫумӑр тумламӗсем Яриле старикӗн енси ҫине ӳкеҫҫӗ, мӑйӗ тӑрӑх юхса анса хӗвне кӗреҫҫӗ.Капли дождя падали на затылок старику Яриле, стекали по шее за пазуху.
Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Лӑпсӑр-лӑпсӑр ҫумӑр ҫӑвать.
Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тусан пӗлӗче чиркӳ ҫӳллӗшне ҫӗкленсе ҫумӑр пӗлӗчӗ пек чӑмӑртаннӑ та аякранах хуп-хуран курӑнса тӑрать.Пыльное облако поднимается выше церкви и издали кажется черной дождевой тучей.
Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Тырӑ пулма пӑрахсан, ҫумӑр ҫумасан ютран ҫӗр вӑрласа килеҫҫӗ.— Когда земля перестает родить, с чужой стороны землю воруют.
Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫумӑр ҫумасть.

«Кӑҫал тырӑ пуласса шанма хӗнтерех ҫав, ҫумӑр ҫусан та каяраха юлчӗ ӗнтӗ», — тӳрре тухма хӑтланчӗ Някуҫ мучи.
Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Ҫумӑр ҫумарӗ-ҫке?»
Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫумӑр ҫумасть…»
Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Нӳрӗ шӑрш та ҫапрӗ, анчах ҫумӑр пур пӗрех ҫумарӗ, ҫил лӑскама чарӑнмарӗ.
Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Ҫумӑр пулатех пулмалла-ха, сала кайӑксем выляма тытӑнчӗҫ», — теҫҫӗ ҫынсем пӗрне-пӗри тӗл пулсан савӑнса.— Быть дождю, — обрадовались люди, — вон как воробьи развеселились…
Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫапла пултӑрччӗ, ачамсем, ҫӳлти пӗлӗт уҫӑлтӑрччӗ, ҫӗре ҫумӑр шӳтертӗрччӗ.