Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таса сăмах пирĕн базăра пур.
таса (тĕпĕ: таса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн хыҫӗ таса мар — пулӑштух савӑчӗпе кантӑка ватса сехре хӑпартрӗ.

у самого давний грешок имеется: запустил тогда в окно бутылкой.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗне кайсан сана хӑйӗн ӳсентӑранӗсемпе, уҫӑ сывлӑшӗпе, таса шывӗпе, хӗвел ӑшшипе сиплеме тӑрӑшать.

Почувствуешь ли ты себя плохо — она исцелит тебя своими травами, чистым воздухом, родниковой водой, солнечным теплом.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эпир, — терӗ вӑл сӗлекипе куҫҫульне ансӑр пичӗ тӑрӑх сӑтӑркаласа, — таса тӗншӗн тӑрӑшатпӑр, эсир мӑшкӑллатӑр манран.

— Мы ведь за чистую веру стараемся, а вы насмехаетесь надо мной, — размазывая по узкому лицу слюни и слезы, проговорил он с укоризной.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗвел тухӑҫӗнчи тӳпе хӑймине пухнӑ сӗт евӗрлӗ таса кӑваккӑн уҫӑлса пырать.

Край неба на восходе пока что синеватый, цвета снятого молока, но скоро зарозовеет.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унччен Янтул арӑмӗ ҫумне каҫхине ним ҫӑвӑнмасӑр кӗрсе выртатчӗ те арӑмӗнчен кӗрекен уҫӑ та таса сывлӑша ытараймасӑр сывласа киленетчӗ.

если Яндул до сего времени, не умываясь, после трудового дня нырял прямо к жене под одеяло и упивался исходящей от нее свежестью,

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Умӗнче таса хут листи, шӗвӗртнӗ хур тӗкӗ, чернил кӗленчи.

Перед ним лежал чистый лист бумаги и заостренное гусиное перо с чернильницей.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вут-кӑвар — таса япала.

а чище огня ничего нет на свете, он святой.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Таса сывлӑшпа сывласа кураймастӑн.

Свету вольного невзвидишь.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Кунта таса — ларма чармастӑп.

— Садись, теперь можно, разрешаю.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пирӗн таса юн.

У нас кровь чистая, здоровая…

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ыттисем пурте — ҫылӑхлӑ чунсем, таса маррисем, ҫын куҫҫулӗпе пуйнисем.

Все остальные, как правило, грешные, нечистоплотные души, разбогатели за счет людских слез.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эсӗ маншӑн кирек хӑҫан та таса.

— Для меня ты была и есть святая.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Манӑн пӗтӗм ӗҫӗм те — аслӑраххисем хӑртаса тултарнине таса хут ҫине куҫарса ҫырасси кӑна.

Вся моя работа — перенести на чистую бумагу то, что старшие намудрили.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унпа кирлӗ ӗҫсем тунӑ хыҫҫӑн чӑнах та ҫӗнӗ таса хут пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эксперимент ӑнӑҫлӑ иртрӗ // Э.Хайртдинова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%8d%d0%b ... 82%d1%80e/

Вируссем таса мар алӑ урлӑ та лекеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Грипран вӑхӑтра сыхланӑр // Е.Егорова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%b3%d1%8 ... bda%d1%80/

Сывӑ ҫынсем вара таса мар вируслӑ сывлӑшпа сывласа чире каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Грипран вӑхӑтра сыхланӑр // Е.Егорова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%b3%d1%8 ... bda%d1%80/

«О, Турци, таса тӗнлисен ҫӗр-шывӗ! — тет тутар сасартӑк аллисене чавса таран тӑратса; унӑн шывлӑ куҫӗсем йӑлкӑшса илеҫҫӗ.

О Турция! — вдруг воздел татарин руки к небу, глаза его влажно заблестели, — о страна правоверных!

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл кашни хускалмассеренех Шахрун ҫине уҫӑ варкӑш перӗнет, тулти таса сывлӑш шӑрши кӗрет.

От нее пахнуло лесной свежестью, молодостью, здоровьем.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Вут патне нимле усал та пымасть, вут таса япала».

— К огню никакая нечистая сила не посмеет приблизиться: огонь — святая штука.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кантурти тес ӑна — вӑл кантуртисем евӗрлӗ мар, иртен-ҫӳрен тес — ытла таса тумланнӑ.

Сказать, чтоб из волости, — ведет себя не как волостные; сказать, бродяга какой, — уж больно одет-обут опрятно.

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех