Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрте (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ тухрӑм та ачасене урӑх пӳрте вырнаҫтартӑм, вӗсене ыттисем кӗҫех килсе ҫитессе пӗлтертӗм.

Я вышел и увел детей, сказав им, что наши скоро придут.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Сигби алӑка тӗкрӗ те пӗкӗрӗлсе пӳрте кӗрсе тӑчӗ, хыҫҫӑнах — Фук.

Сигби толкнул дверь и, согнувшись, вошел, Фук за ним.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ирхине вунӑ сехетре, ҫӗр улми пахчин тепӗр лаптӑкне тустарса тухсан, Дюк хӑй патне пӗчӗк йывӑҫ пӳрте кӗчӗ.

В десять часов утра, произведя еще ряд опустошений в картофельном огороде, Дюк удалился к себе, в маленький деревянный дом.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Яланхи пекех, Крапивин ир-ирех тӑчӗ, хӑнӑхнӑ йӑлапа пирвай картишӗнче хӑлаҫланкаласа шӑмшакне ҫемҫетрӗ, унтан пилӗк таран юрпа ҫӑвӑнчӗ, пӳрте кӗрсе хырӑнчӗ, чей ӗҫрӗ те тӳрех ӗҫе тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӳрте кӗрсен, Калюков Ехреме ҫумма ларма хушрӗ те: — Итле, хаклӑ пултӑрӑм, лайӑх тӑнла, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Картишӗнче Калюков, ӗне вити кӗтессине тӑрса, чылайччен йӗри-тавралла пӑхкаларӗ, тӑнларӗ, унтан тин Ехреме пӳрте кӗме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Айӑрне илсе килсе витене тӑратсан, Калюков пӳрте кӗчӗ те чи пирвай малти кӗсйинчен сехет кӑларса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Санитар Крапивин хушмасӑрах айккине пӑрӑнчӗ, Телегина, лайӑхрах ҫыхса яма тесе, пӳрте илсе кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗншӗн халӗ те пӳрте илсе кӗмерӗн? — хӑтӑрса тӑкрӗ Крапивин Сӑпанипе юнашар нимӗн тума аптраса тӑракан санитара.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Филимоп Петрович Крапивин кӗчӗ тӑчӗ пӳрте.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, Сӑпани, ҫаксенчен хӑшне паллатӑн? — йӗтӗн пек сухалне шӑлкаласа, куланҫи туса ыйтрӗ Сидор, Телегинпа Калюков пӳрте хӑйӗн хыҫҫӑн кӗрсе тӑрсан.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Акӑ, арҫынсем Сӑпание ӑшшӑн кула-кула тем каларӗҫ те пӳрте кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Насретдин пӳрте кӗнӗ-кӗмен амӑшне пулӑшма пуҫларӗ: е вучахри хурана, тӑварланӑ така какайӗпе туп-туллискерне, ҫӑпалапа пӑтратса илет, е нӳхрепрен йӳҫӗтнӗ купӑста, помидорпа хӑяр йӑтса килет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫур сехетрен вӗсем пурте Курносовсен картишне пырса ҫитрӗҫ, утсене лупасайӗнче утӑ парса хӑварсан, пӳрте таплаттарса кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тем вӑхӑтран ҫенӗкре арҫынсем таплаттарни илтӗнчӗ, унтан алӑк уҫӑлчӗ те пӳрте Сидорпа пӗрле ун пекех сарӑ арҫын тата…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эс, мӗн, атя пӳрте.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Арҫынсем пӳрте кӗрсен, Сӑпани, ахаль тӑрасран тенешкел, утара курса тухмашкӑн шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Атя-ха, Дмитрий Николайч, пирвай пӳрте йӗркене кӗртер, унсӑрӑн хӗрарӑма шала чӗнме те аван мар.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла вӑхӑта кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсем таран сутса ҫӳресен, Сӑпани тӳсеймерӗ, каллех хӑна ҫуртне таврӑнчӗ, ӑйӑрне умпахча карти ҫумӗнчи карлӑкран кӑкарчӗ, килтен илсе килнӗ сӗлӗ хутаҫҫине, янавар ҫӑварне тӑхӑнтарса, мӑйран ҫакса хӑварчӗ те пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Апла, эп хӑнасене ҫырткаламалӑх ӑна-кӑна хатӗрлем-ха, — текелесе, лешсем апат ҫисе тӑраймастпӑр тесен те, амӑшӗ пӳрте кӑштӑртатса кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех