Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алли сăмах пирĕн базăра пур.
алли (тĕпĕ: алли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун алли чӗтрени мана шалтах тӗлӗнтерчӗ, чӗрене хӗссе ыраттарчӗ, унсӑр пуҫне ман пуҫа кӑмӑлӑма пушшех ҫемҫетекен шухӑш пырса кӗчӗ, — эпӗ вӑл 12-мӗш ҫулта ҫарта тӑни, паттӑр офицер пулни ҫинчен шухӑшласа илтӗм.

Вид этой дрожащей руки больно поразил меня, и мне пришла странная мысль, еще более тронувшая меня, — мне пришла мысль, что папа служил в 12-м году и был, известно, храбрым офицером.

XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫакна каланӑ чух ун куҫӗсем ҫинче куҫҫуль йӑлтӑртатрӗ, пӳлӗмӗн тепӗр вӗҫӗнчи Володя енне тӑснӑ алли кӑштах чӗтренине эпӗ лайӑхах асӑрхарӑм.

Слезы у него были на глазах, когда он сказал это, и рука, которую он протянул Володе, бывшему в это время в другом конце комнаты, я заметил, немного дрожала.

XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тӗрӗ кӑшӑлӗ ҫумӗнче Мими ларать, вӑл тӑтӑшах пуҫне ҫилӗллӗн пӑркалать, тӑруках ҫул хывса, ун пичӗ е алли ҫине пӗрре кунта, тепре унта вутлӑ йӑрӑм ӳкерекен хӗвелтен пӑрӑнасшӑн вырӑнтан вырӑна куҫкалать.

За пяльцами сидит Мими, беспрестанно сердито встряхивая головой и передвигаясь с места на место от солнца, которое, вдруг прорвавшись где-нибудь, проложит ей то там, то сям на лице или на руке огненную полосу.

XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑмӑр куҫӗсем, ырӑ кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ пулсан та, ытла пӗчӗкҫӗ те тӗксӗм, пачах хитре мар; алӑ хӗрарӑма хӑйне евӗрлӗ илем кӳмелле, анчах Любовь Сергеевнӑн алли те илемсӗр: формипе начарах мар тата пӗчӗккӗ пулин те, хӗп-хӗрлӗ, кӑштӑркка.

Даже карие глаза ее, хотя и выражавшие добродушие, были слишком малы и тусклы и решительно нехороши; даже руки, эта характеристическая черта, хотя и небольшие и недурной формы, были красны и шершавы.

XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Володя алли пысӑк, илемлӗ; вӑл карта пуҫ пӳрнипе епле тытни тата ытти пӳрнисем хутланни ҫав тери атте аллине аса илтернӗрен, пӗр вӑхӑтра мана Володя ҫитӗннӗ ҫын пек пулас шутпа юриех ҫапла тытнӑ пек туйӑнчӗ; анчах унӑн пичӗ ҫине пӑхрӑм та ӑна вӑйӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те интереслентерменнине куртӑм.

У Володи была большая красивая рука; отдел большого пальца и выгиб остальных, когда он держал карты, были так похожи на руку папа, что мне даже одно время казалось, что Володя нарочно так держит руки, чтоб быть похожим на большого; но, взглянув на его лицо, сейчас видно было, что он ни о чем не думает, кроме игры.

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ӑна сывлӑх суннӑ чухне эпӗ унӑн алли ҫинче шупка сарӑ тӗслӗ йӑлтӑркка шыҫӑ асӑрхатӑп, пӳлӗмӗнче вара пилӗк ҫул каялла анне пӳлӗмӗнче сисӗннӗ йывӑр шӑршӑ тӑрать.

Здороваясь с нею, я замечаю на ее руке бледно-желтоватую глянцевую опухоль, а в комнате тяжелый запах, который пять лет тому назад слышал в комнате матушки.

ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ ҫав самантра хӑрушӑ сӑнлӑччӗ пулас, мӗншӗн тесен Сен-Жером, хӑйӗн куҫӗсене ман куҫсемпе тӗл пуласран тартса, ман патӑма хӑвӑрт пычӗ те алӑран ярса тытрӗ; анчах унӑн алли перӗннине сиснӗ-сисменех эпӗ, ҫилӗ тӑвӑлса килнипе тӑна ҫухатас патнех ҫитсе, алла туртса вӗҫертрӗм те ӑна ачан мӗнпур вӑйӗпе ҫапрӑм.

Я должен был быть страшен в эту минуту, потому что St.-Jérôme, избегая моего взгляда, быстро подошел ко мне и схватил за руку; но только что я почувствовал прикосновение его руки, мне сделалось так дурно, что я, не помня себя от злобы, вырвал руку и из всех моих детских сил ударил его.

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сасартӑк ун алли кӑшт кӑна палӑрмалла хусканса илчӗ — ман йӗркере илемлӗн «пӗрре» паллӑпа точка курӑнса кайрӗҫ; тепӗр хускану — вара мӗнле тыткаланине палӑртакан йӗркере тепӗр «пӗрре» паллӑпа точка ҫырӑнчӗҫ.

Вдруг рука его сделала чуть заметное движение, и в графе появилась красиво начерченная единица и точка; другое движение — и в графе поведения другая единица и точка.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ мӗн те пулин шухӑшласа илме ӗлкӗриччен такамӑн шурӑ перчеткеллӗ алли ман алла кӗрсе те кайрӗ, князь хӗрӗ, кӑмӑллӑн кулса, эпӗ хамӑн урамсемпе мӗн тумаллине пачах пӗлменни ҫинчен нимӗн чухлӗ те чухламасӑр малалла ыткӑнчӗ.

Не успел я опомниться, как чья-то рука в белой перчатке очутилась в моей, и княжна с приятнейшей улыбкой пустилась вперед, нисколько не подозревая того, что я решительно не знал, что делать с своими ногами.

XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ыйхӑ тӗлӗшпе такамӑн ҫепӗҫ алли перӗннине сисетӗн; сӗртӗнни тӑрӑхах ӑна палласа илетӗн те ыйхӑ тӗлӗшпех ҫав алла ярса тытатӑн, туту ҫумне хытӑ-хытӑ чӑмӑртатӑн.

Чувствуешь, бывало, впросонках, что чья-то нежная рука трогает тебя; по одному прикосновению узнаешь ее и еще во сне невольно схватишь эту руку и крепко, крепко прижмешь ее к губам.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Такам мана алӑран тытрӗ те шӑппӑн ыйтрӗ: «Кам алли ку?»

Кто-то взял меня за руку и шепотом сказал: «Чья это рука?»

XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Курма мӗне тӑрать, — хушса хучӗ вӑл йӑл кулнӑ май, ӑна Карл Иваныч алли ҫырнӑ хута тыттарса, — ытармалла мар!

Это стоит посмотреть, — прибавил он с улыбкой, подавая ей записку, написанную рукою Карла Иваныча, — прелесть!

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ҫук, ҫиленес килет ман, — тӑсрӗ сӑмахне атте, аллине кукӑль илсе, анчах ӑна анне алли ҫитмелле мар тытса тӑрса, — ҫиленес килет ман ӑслӑ та вӗреннӗ ҫынсемех ултав аллине кӗрсе ӳкнине курсан.

— Нет, меня сердит, — продолжал папа, взяв в руку пирожок, но держа его на таком расстоянии, чтобы maman не могла достать его, — нет, меня сердит, когда я вижу, что люди умные и образованные вдаются в обман.

V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Карл Иваныч ҫакна пачах хӑлхине чикмесӗр, хӑйӗн яланхи йӑлипе нимӗҫле саламласа, тӳрех анне алли патне пычӗ.

Карл Иваныч, не обращая на это ровно никакого внимания, по своему обыкновению, с немецким приветствием подошел прямо к ручке матушки.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тепӗр стена ҫумӗнче ландкарттӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсене, йӑлтах тенӗ пек ҫурӑлса пӗтнӗскерсене, Карл Иваныч алли ӑстан ҫыпӑҫтарнӑ.

На другой стене висели ландкарты, все почти изорванные, но искусно подклеенные рукою Карла Иваныча.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сылтӑм алли ӑна йӗрӗнтерсе ячӗ.

Правая рука вызывала у него отвращение.

12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Алли вӑл хӑямата кайтӑр-ха!

— Плюнь ты на руку!

11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Унӑн алли юр ҫине хуҫӑк хулӑ пек вӑйсӑррӑн ӳкрӗ.

Рука его, как сломанная виноградная лоза, беспомощно опустилась.

11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Алли лӗнчӗрех кайнӑ иккен, сивӗ.

Рука была холодна и безжизненна.

8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Учан алли чӗтресе илчӗ.

У Учи задрожала рука.

7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех