Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ак Пурис мӗшӗлт хускалчӗ, унтан, хӑйне хытара-хытарах пӗр утӑм турӗ, иккӗ, виҫҫӗ, татах, татах…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак ӗнтӗ лере, «качтаки» тӗттӗмре курӑнми пулнӑ тӗлте, шӑт-шат, ҫӑт-ҫат, чӑштӑр-чӑштӑр, чӑшш-чашш тунӑ сасӑ илтӗне пуҫларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак ӗнтӗ кӑвайт, лӗшкесе те йӑс-йӑс ҫунса, хевтесӗррӗн, вут куҫӗпе тӗл-тӗл ҫеҫ тукалать, кӑварӗ, ҫӳхе сийлӗ кӗлпе хупланнӑскер, тутӑх, тӗксӗм ҫутӑпа ҫеҫ тӗлкӗшкелет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак ӗнтӗ вӑл, тӗн «сӗрӗмӗпе пач минремесӗр, тӑп-тӑрӑ ӳснӗ» ҫамрӑк, — Полина!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак ӗнтӗ кузовсем тулса та ларчӗҫ — машинӑсем вырӑнтан тапранчӗҫ те, хула урамне тухса, универбаза еннелле кӗрлеттерчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак ӗнтӗ палӑртнӑ ӗҫ кунӗ те кӗрлесе ҫитрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак вӗсем, Ула Тимӗр тата унӑн хӑйсем ҫинче ҫеҫ пурӑнакан ик-виҫӗ юлташӗ, хӑр е ҫурма тӑлӑхскерсем, пединститутран инҫех те мар вырнаҫнӑ столовӑйне кӗшӗл-кӗшӗл кӗшӗлтетсе, кӗпӗрленсе пырса кӗреҫҫӗ, виҫӗ пус тӳлесе стаканшар чей илеҫҫӗ те пушӑ сӗтел хушшине вӑшт-вашт кӗрсе лараҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак ҫамрӑксем каллех пӗрле пулчӗҫ, асаплӑ, мӗскӗнӗн тӗлкӗшекен куҫӗсемпе пӗр-пӗрин ӑшне кӗрсе тухрӗҫ, анчах, чикан майрисем каланӑ сӑмахсене ӗненсе, юнавӗсенчен хӑраса, хӑйсене сарӑп тунӑ ултавҫӑсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларма мар, чӗлхе вӗҫӗнчен шӑлтӑр-палтӑр сӑмах вӗҫертсе яма та хӑймарӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак тамаша — укҫа, курӑнман япала пулса тӑрса, куҫ умӗнчех пат! типрӗ!!!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Выртатӑп ак халӗ пульницӑра.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак ӗнтӗ сывпуллашу каҫӗ те вӗҫленчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак ӗнтӗ вӗсем вальсӑн тӑнӑҫ сыпӑкӗпе килӗшӳллӗн, пӗрремӗш лапка юрӑн ытамлашнӑ икӗ пӗрчи пек ҫаврӑнма-ярӑнма пӑрахрӗҫ те, пӗр-пӗрне куҫӗсенчи юрату хӗвелӗпе ӑшӑтса, урисене урайран уйӑрмасӑр калла-малла йӑкӑштаттарса ҫеҫ лӑпкӑ ташӑ манерӗнче юлчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анчах ик-виҫ утӑм тусанах ун куҫне сулахай енчен ҫын мӗлки туртса илчӗ — ак тамаша: унпа юнашарах Полина патнелле ӑвӑс шукли пек тӑслак Вертихвостов та тапраннӑ иккен, хӑйӗн пичӗ-куҫӗ пӗлӗтре явӑҫакан, чӑх ҫурине чӗрнипе кап! ҫаклатса илесшӗн майӑклакан хурчканни пек вичкӗн, вушар.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак кӗтнӗ самант!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак Полина (кунта та «ҫимӗк уявӗнчи вӑйӑ тапратса калакан») ҫӗкленчӗк, юрӑ-кӗвӗ ӑсталӑхне юри вӗреннине пула та уҫӑмланнӑ кӗмӗл саспа юрӑ пуҫласа ячӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак ӗнтӗ вӗсем кӗҫ-вӗҫ вӑтам шкул стенисемпе сывпуллашаҫҫӗ, анчах ку таранчченех май тупса, туйӑмсене палӑртса, кӑмӑл туртӑмне уҫҫӑнах систерсе, хӑйсен малашлӑхӗ ҫинчен е тӳррӗн, е сӑмах майӑн та пулин чун татса калаҫни пулмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак ӗнтӗ пилӗк ҫул хушши каллех пӗрле пуласса тӗмсӗлсе кӗтнӗ Полина ҫывӑхрах, юнашарах, тӗл пул ӗнтӗ унпа, калаҫ чунна уҫса кӑмӑлу туличчен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак ӗнтӗ пилӗк ҫул хушши кӗтсе пурӑннӑ вӑхӑт ҫитрӗ — Ула Тимӗр, экзаменсене питех те ӑнӑҫлӑ тытса, Ш.-ри вӑтам шкула тӳлевлӗ вӗренме кӗчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак тата — Полина аллисене пичӗ ҫинчен ҫӗклесе сиренҫи турӗ те куҫ хӳрипе Ула Тимӗр куҫне темле асамлӑ вӑрттӑнлӑх ҫинчен систернӗн, пуласлӑхран ҫутӑ шанӑҫ кӳрекен таҫти катари-катари пӗчӗк ҫӑлтӑр ҫути ӳкернӗн витӗрлесе илчӗ, вара, ихӗлтете-ихӗлтете, питне каллех хупларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак вӑл кӗҫ-вӗҫ Полинана хӑваласа ҫитет те ҫурӑмӗнчен ҫемҫен шаплаттарса илет.