Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ, шӑпах та ҫав урхамахӗ кӗтесрен сиктерсе тухрӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ун чухне шӑпах та, ҫӗнӗ ертӳҫӗ суйлӗҫ, устав йышӑнӗҫ.
Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder
Шупашкарти патша тарҫи-тӗрҫисем Шӑпах пулнӑ килӗсенче ҫерҫисем.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫакна тума вара пӗлӳ кирлине ӑнланнӑ, шӑпах ҫав вӑхӑтсенчех унра медицина ӗҫченӗ пулас ӗмӗт ҫуралнӑ.
Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/
Халлӗхе кӗпер ҫинче, ун таврашӗнче шӑпах, нимӗнле чӗрчун та курӑнмасть.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Граната шӑпах чул хыҫне ӳксе ҫурӑлать те унтан перекенсем лӑпланаҫҫӗ.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Мӗншӗн ыттисен мар, шӑпах унӑн ӳкмелле пулчӗ-ха?
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Кирук шыв тӗпӗнче ырса ҫитнипе тата сывлама та кансӗррипе хуллен ҫӗкленет те шывран пуҫне кӑларать: тавралӑх шӑпах, каҫ ӗнтрӗкӗ ҫапнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫамрӑк пулӑҫӑ ӑскӑча хуллен шыва путарчӗ те пӗр самант шӑпах тӑчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Тулта шӑпах.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Вӗсен поселокӗнче шӑпах…
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Халӑх аталанӑвӗ шӑпах та, ҫак ӑнлавсемпе ҫирӗпленсе хӑватлӑн вӑй илсе пынине те асӑннӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.
Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir
Сасӑ пӗр хушӑ шӑпах пулчӗ.
Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.
Кӗлетки — шӑпах пӗр чалӑш, сӑран пиншакпа; шлепки айӗнчен тухса сапаланнӑ ҫӳҫӗ хулпуҫҫинчен иртнӗ.
Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.
Вӑл вӑраннӑ тӗле ачасем валли радиопа шӑпах ирхи юмах калаҫҫӗ ӗнтӗ:
Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.
Хам эпӗ ҫав «паллӑ вӑхӑтринчен» самай аслӑрах ҫын та-ха, ытти тесен — шӑпах ман пирки-и, тен…
Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.
Унӑн куҫӗсем шӑпах ҫавӑн пек.
Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Унта шӑпах та, хӑнасем пирӗн тӑрӑха чылай килесси куҫ кӗретех пулӗ.
Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha
Кам пӗлет, тен, ӳпкине шӑпах леш хӑй ҫӗр каҫнӑ лапра ҫӑрӑлчӑкӗнче сивӗ лартнӑ?
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Шӑпах ҫак ӗшнере — ман тӑван ял ҫӑви.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.