Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килнӗ (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫӗ ҫул каялла икӗ башня лартса Мокшин тата Сарапакасси ялӗсене шывпа тивӗҫтерме май килнӗ.

Три года назад установив в Мокшино и Сарабакасах две башни удалось обеспечить водой.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Сипленсе килнӗ хыҫҫӑн ун патне шӑнкӑравларӑм, нуша курса ҫӳрени ҫинчен интервью патӑм.

После лечения позвонил к нему, дал интервью о том, как натерпелся горя.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Мана ҫара илсе кайнӑ вӑхӑтра хулара пурӑнакан тӑван шӑпах Афганистанран килнӗ.

В то время когда меня забирали в армию, родственник, живущий в городе, как раз вернулся из Афганистана.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

«Земство тухтӑрӗ» программӑпа килӗшӳллӗн юлашки тӑватӑ ҫулта района 18 ҫамрӑк специалист ӗҫлеме килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Владимирпа Ксенийӑн ҫемйинче харӑсах икӗ ывӑл тата хӗр ҫут тӗнчене килнӗ.

В семье Владимира и Ксении одновременно появились на свет два сына и дочь.

Вӑрнар районӗнче виҫӗреш ҫуралнӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11612.html

Ку ӑру ачалӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тертлӗ ҫулӗсемпе тӗл килнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Таҫта та ӗҫлеме тӳр килнӗ унӑн.

И где только не приходилось ей работать.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех