Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фонтанран ҫӳлелле шыв пӗрӗхсе тӑрать.

Из фонтана била тоненькая струя воды.

Вӑрӑ-хурахсем Буратинона йывӑҫ ҫине туртса ҫакаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Вӗсем ӑна куҫран ҫухатас мар тесе йӗпе курӑк ҫинче питех те ҫӳлелле йӑкӑлт та йӑкӑлт сиксе пыраҫҫӗ.

Они высоко подскакивали из мокрой травы, чтобы увидеть Буратино.

Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Вӑл ҫӳлелле якӑлт! сиксе илчӗ те, силленсе таракан туратран ярса илсе йывӑҫ тӑррине хӑпарса кайрӗ.

Он подпрыгнул, схватился за качающуюся ветку и полез на дерево.

Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Пуҫларӗҫ ӑна ҫӳлелле ывӑтса вӗҫтерме.

Начали его подбрасывать.

Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Вӑл ҫапла апчхилетнипе вучахри кӗл ҫӳлелле парр вӗҫсе кайрӗ.

И он чихнул так, что пепел поднялся столбом в очаге.

Синьор Карабас Барабас Буратинона ҫунтарса ярас вырӑнне пилӗк ылтӑн укҫа парать те килне ярать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Каллех вӗлт те вӗлт сӗлӗ кӗлти ҫӳлелле, ух та ух молотилка хырӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ, тыт! — паҫӑрхи йӗрпе каллех ҫӳлелле вӑйкӑнать кӗлте.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗлтесем, аялтан ҫӳлелле — вӗлт-вӗлт-вӗлт.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Хам чунтан ытлах ҫӳлелле ҫӗкленместӗп…

— Выше своей души не заношусь…

XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Пит ҫӳлелле ҫӗкленсе ҫӳретӗн эсӗ, Клещов! — тарӑхса калать трактир хуҫи.

— Заносчив ты, Клещов! — с досадой восклицает трактирщик.

XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫав ухмахла сӑмахсене ҫынтан кӗвӗҫекенсем, хӑй пурӑнӑҫне тума пултарайман ҫынсем калаҫҫӗ, а эсӗ малтан тӗкне ҫитӗнтер, унтан ҫӳлелле ҫӗклен!

Эти глупости говорятся завистниками, неудачниками, а ты сперва оперись, потом — ввысь!

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Тӗксӗм кӑвак тӗслӗ шыв ҫуртсен кӗтессисенче чӑпӑл-чӑпӑлт туса выртать, собор хыҫӗнче пушӑ шыв талккишӗ тӗксӗмӗн йӑлтӑртатать, хӑш-хӑш ҫӗрте шыв тӗлӗнче хӑван хура хуллисем ҫӳлелле хӑпарса тӑраҫҫӗ.

Тихонько плещет серая вода, омывая углы зданий, за собором тускло блестит водная пустыня, кве-где над нею поднимаются черные прутья лозняка.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑл сылтӑмалла, шыв ӑшӗнчен сӑрт ҫинче ҫӳлелле хитрен ҫӗкленсе тӑракан шурӑ мечеть ҫинелле пӑхать те, тем манса кайнӑскере астуса илнӗ пек, малалла калать:

Он смотрит вправо, на белую мечеть, красиво поднявшуюся из воды, на холме, и продолжает, словно вспоминая забытое:

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хуҫа майрипе сывпуллашма ҫӳлелле хӑпарнӑ чух эпӗ ҫенӗхре унӑн тӑванӗн хӗрӗпе тӗл пултӑм, вӑл ыйтрӗ:

Идя наверх, прощаться с хозяйкой, я столкнулся в сенях с ее племянницей, она спросила:

XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ларионыч ҫӳлелле хӑпарса кайсан, эпӗ ҫавна пурне те аса илтӗм; вӑл унта нумай тӑмарӗ, пушшех пусӑрӑнсарах та яланхинчен йӑвашрах тавӑрӑнчӗ, каҫхи апат умӗн вара куса-куҫӑн мана ҫапла каларӗ:

Всё это я вспомнил, когда Ларионыч пошел наверх; он пробыл там недолго и воротился еще более подавленно тихим, чем всегда, а перед ужином, с глазу на глаз, сказал мне:

XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ ӑна мӗн пулнине каласа патӑм; вӑл шухӑша кайса салхуланса, ҫӳлелле хӑпарса карӗ.

Я сообщил ему, в чем дело; озабоченно нахмурившись, он пошел наверх, сказав мне вполголоса:

XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Анчах мӑкшӑн хӗненӗ ӳчӗ питех аптӑрамастчӗ пулмалла, вӑл пӗрмай ух та ух! текелесе кулкалатчӗ, унтан сасартӑк ҫӳлелле, хул хушшинелле пит хытӑ ҫапса ячӗ те, — Ситановӑн сылтӑм аллине мӑкӑлтарӗ пӑрахрӗ.

Но битое тело мордвина, видимо, не очень страдало, он всё ухал, посмеивался и вдруг, тяжким ударом вверх, под мышку — вышиб правую руку Ситанова из плеча.

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вара вӑрӑм аллине ҫӳлелле, хӑй пуҫӗ тӗлнелле ҫӗклерӗ, унтан урайӗнчен пӗр аршӑн ҫӳлӗш тӗлнелле антарчӗ те каларӗ:

И поднял длинную руку над своей головой, а потом опустил ее на аршин от пола и сказал:

XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Чышкисене чӑмӑртаса, вӑл хӗрарӑм патнелле йӑпшӑнса пырать те сасартӑк, урипе тап! тапса илсе, аллисене сарса пӑрахса, хӗрарӑм умне чӗркуҫленсе ларать, куҫ харшисене ҫӳлелле хӑпартса, кӑмӑллӑн йӑл кулать.

Сжав кулаки, он крадется к женщине и вдруг, топнув ногой, падает на колени перед нею, широко раскинув руки, подняв брови, сердечно улыбаясь.

XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Жихарев темле ӑнланмалла мар хӑпартланса кайса, пӗтӗмпех турткаланса тӑрать — унӑн тӗлӗнмелле куҫхаршийӗсем ҫамки тӑрӑх пӗрре ҫӳлелле те тепре аялалла куҫса ҫӳреҫҫӗ, унӑн сасси пӗте-пӗте ларать, пӳрнисем куҫа курӑнман кӗсле калаҫҫӗ.

Жихарев весь дергался в непонятном возбуждении, его удивительные брови ходят по лбу вверх и вниз, голос у него срывается, и пальцы играют на невидимых гуслях.

XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех