Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлне (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялта хурал пӳрчӗ ҫуккине кура мӗн пур пек ватӑ ҫав кун кӑнтӑрла тӗлне мӑрса хапхи умне пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн, сирӗн ҫакна тутанса пӑхас килет-им, йӗкӗтсем? — аллинчи чӗн саламатне пуҫ тӗлне ҫӗклерӗ пике.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кун пек чухне купӑсҫӑ киле хӑйне кура мӑнаҫлӑн таврӑнать, килӗ тӗлне ҫитсессӗн Сахвинепе упӑшкине тарӑхтарас тесе юриех сӗрме купӑсне хыттӑн янратма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан хӑвӑрттӑн кӗске хӗҫ туртса кӑларчӗ те ӑна Тукай пуҫӗ тӗлне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл аллисене кӑкӑрӗ тӗлне тытса аслӑ князь патне ҫывхарчӗ, анчах чалмине хывма та, государе чӗркуҫленсе пуҫ тайма та шутламарӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑнтӑрла тӗлне кремль картишӗнче Крымран килнӗ тутарсен шурӑ чалмисемпе Хусан ҫыннисен ҫӑмламас мулаххайӗсем йышлӑн курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӗр юрт ҫыннисем пек калаҫас тесе эп сиртен нимӗн те пытармарӑм, — аллине кӑкӑрӗ тӗлне тытрӗ Аппак.

Куҫарса пулӑш

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Патирек иккӗленсе тӑчӗ, ҫапах та йӑлана пӑхӑнса пушша хӑй аллине илчӗ, ӑна Эрнепи хушпӑвӗ тӗлне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Путӗр-путӗр путене Йӑви тӗлне тупаймасӑр Ҫерем ҫинче ҫӗр каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлашкинчен вӑл ӑна киремет тӗлне ҫитичченех ӑсатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав тери ырӑ ут тӗлне пултӑр.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗр ача тӗм хыҫне тата лайӑхрах пытанчӗ те ал лапписене ҫӑварӗ тӗлне карӑк-сӑрнай пек тытса кӑшкӑрма тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫ тӗлне пулнӑ пӗрремӗш тарҫах вӑл тем те пӗр каласа ятласа тӑкрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗррехинче пӗве патӗнчи сӑртлӑ-мӗнлӗ вырӑнта вӗтлӗх тапса тухнӑ ҫула тасатрӑмӑр, шӑлан, хӑва, тирек хунавӗсене касса тухса пӗр ҫӗмӗрт тӗлне ҫитсе тӑтӑмӑр.

Раз мы вычищали на полубугре подле пруда заросшую дорожку, много нарубили шиповника, лозины, тополя, потом пришла черёмуха.

Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 22–23 с.

— Эп Шупашкар тӗлне те пӗлместӗп, хам Шупашкар уесӗнчи чӑваш пулин те.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Вуникӗ сехет тӗлне… Хӗвелтухӑҫ фронтне каймашкӑн килме хушатӑп…» — аран вуларӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах вӑл, путсӗр анархист, хӑйӗн отрячӗпе «Миссури» пӑрахут ҫине ларнӑ та Сӗнтӗрвӑрри тӗлне хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсем Атӑл ку енне, Сӗве тӗлне куҫнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Услон тӗлне пӑрахучӗсем ҫитсе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Илтесси илтнӗ, анчах тӗлне пӗлместӗп, — интересленчӗ Романов.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех