Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехет сăмах пирĕн базăра пур.
сехет (тĕпĕ: сехет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, сакӑр сехет те ҫитрӗ, эпӗ ҫаплах вӑхӑта ахаль ирттеретӗп».

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр сехет каярах пулӗ, Макҫӑм акса пӗтерсе киле таврӑнчӗ те, апатланнӑ хыҫҫӑн, урапине картиш варрине кӑларса, ун ҫине канма хӑпарса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирхи 2 сехет тӗлӗнче ӳсӗр ҫамрӑксем хӑйсен пӗлӗшӗпе тӗлпулнӑ, унпа хирӗҫме тытӑннӑ.

Как выяснили следователи, в 2 часов ночи 17 ноября пьяные молодые люди встретились со своим знакомым, между ними возникла ссора.

Ҫынна вӗлернӗ ҫамрӑксене тытса чарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33794.html

Айӑплавӗ ун чухне ҫирӗпрех: 300 пин тенкӗ таран штраф хума, водитель правине 3 ҫуллӑха туртса илме, 480 сехет таран юсану ӗҫӗсем палӑртма е 2 ҫулччен тӗрмене хупма та пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Тепӗр икӗ сехет пек вӑхӑт иртсен, утара пӗр ушкӑн ҫын кӗшӗлтетсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку вӑл сакӑр ҫухрӑмри ял ҫамрӑкӗсене сехет ытларах утмалӑх кӑна.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр сехет пек вӑхӑт иртсен, тавар тиенӗ икӗ лав ял Совечӗ умне ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫех унта вӗр-ҫӗнӗ шупка сарӑ костюм тӑхӑннӑ, сулахай ал туни ҫине кукӑр туя ҫакнӑ кӗрнеклӗ те ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ Петр Петрович ҫитсе урхамахне ачашларӗ, конфетсем хыптарчӗ, унтан пӗтӗм халӑх умӗнче тарҫине ыталаса чуптурӗ, ун мӑйӗнчен пурҫӑн тутӑр ҫакрӗ, вара: — Пӗр ҫур сехет пек уттарса ҫӳре ӑна, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла, Хӗлип мучипе унӑн кӳршисем икӗ-виҫӗ сехет хушшинчех пӗр лав пулӑ турттарса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сехет тӗрӗслеме пулать: ҫак машина ирхи 7-ре самолет пек шӑхӑрса колхоз кантурӗ умне ҫитсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Тепӗр чух 3-4 сехет кӑна ӗҫлеме май килет, ҫапах та акнӑ-лартнӑ культурӑсене пухса кӗртес тесе хресчен хӗвеллӗ ҫанталӑкпа туллин усӑ курма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

Ҫур ҫӗр иртни икӗ сехет тенӗ чухне пурте — воеводӑсенчен пуҫласа обозри юлашки ҫын таран — хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Телекӑларӑм эфира раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 10 сехет те 5 минутра тухӗ.

Телепередача выйдет в эфир 18 декабря в 10 часов 5 минут.

Ҫӗнӗ Шупашкарти учительсем телевӑйӑра ӑмӑртӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33713.html

Пӗр сехет ҫӳрерӗ-и вӑрманта, ҫук-и, чӗрес тулли ҫырла ҫӗклесе таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Пӗр сехет выртрӑм-и ҫапла шӑплӑха итлесе, икӗ сехет-и, тӗлӗрме пуҫланӑччӗ, трук таҫта, вӑрманта, темскер шарт! туса янраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Тӗпӗр сехет иртрӗ-и, ҫук-и, вӑрмантан яла чакаксем вӗҫсе те килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Темиҫе сехет хушши питӗ хирӗҫӳллӗ тавлашу пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Пӗр сехет иртрӗ-и, иккӗ-и, ҫак туссем ман пата каллех чупса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Унӑн ӗҫне те, талӑкра тепӗр чухне виҫшер сехет кӑна ҫывӑрнине те никам та шута илмерӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Аллинчи ылтӑн сехет те, икӗ пӗчӗк ылтӑн медаль те, хӑй ҫӳрекен велосипечӗ те ҫавӑнта панӑскерсем…

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех