Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

памалла (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн командир ӑна сирӗн ирсӗр гильотинӑртан тарма пулӑшнине илтсен: «Ҫакӑншӑн пирӗн командира генерал чинӗ памалла: вӑл — чӑн-чӑн ҫын», терӗм.

А когда я узнал, что наш командир спас этого старика от вашей окаянной гильотины, я — тысяча чертей! — так подумал: «Вас, командир, нужно произвести в генералы, вы настоящий человек.

III. Сасӑлани // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑл Париж Коммунин: «Нимӗнле хӗрхенӳ те! Нимӗнле ҫӑмӑллӑх та памалла мар!» текен хаяр приказӗпе килнӗ.

Он привез грозный наказ Коммуны Парижа батальонам Сантерра: «Ни пощады, ни снисхождения!»

VII. Чӑнлӑхӑн икӗ енӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Ӑна тытнӑшӑн укҫа памалла.

— Нужно назначить цену за его голову.

III. Чи вӑрттӑн шухӑшсем хускални // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

1. Ӗҫ тӑвакан органсен, муниципалитетсен органӗсен ял-хуласен, парксен, скверсен, масарсен, сывлӑх учрежденийӗсен, халӑх массӑллӑ пухӑнакан вырӑнсен территорийӗсене тата вӗсен таврашӗнчи (50 метртан кая мар) территорисене тирпей-илем кӗртмелле; ял-хуласем ҫывӑхӗнчи вӑрмансене йӗркене кӗртмелле; хуласен таврашӗнчи зонӑсенче юрӑхсӑра тухнӑ хуралтӑсене шута илмелле, вӗсене пӑсас ыйтӑва татса памалла; ял-хула, сад-пахча кооперативӗсем, сывлӑх учрежденийӗсем ҫывӑхӗнчи вӑрмансене ҫӳп-ҫап куписенчен, хӑрӑк шанкӑран, вӗтӗ хунавсенчен тасатмалла; ҫӳлерех асӑннӑ мӗнпур вырӑнта шӑши евӗр кӑшлакан чӗрчунсене пӗтермелли мероприятисем ирттерессине йӗркелемелле; унсӑр пуҫне ҫак мероприятисенех профилактика тӗллевӗпе кашни ҫуркунне-кӗркуннех ирттермелле; общество ҫурчӗсемпе пурӑнмалли ҫуртсене кӑшлакан чӗрчунсем лекесрен хӳтӗлемелли тата вӗсене пӗтермелли мероприятисем йӗркелемелле.

Куҫарса пулӑш

Геморраги сивчирӗнчен асӑрханӑр // Алина ЛУКИЯНОВА. Сывлӑх, 2015.06.03

Кунта вӑл ниепле каласа памалла мар лӑпкӑлӑхпа савӑнчӗ.

Им овладело чувство полного успокоения.

II. Хӑлхаллӑ пулин те илтмест // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Халь тӑшмана канӑҫ памалла мар, унран кашни ҫил арманне, кашни тӗме, кашни чула ҫапӑҫса илмелле; тӑшмана кашни утӑмрах пӗтерсе пымалла, унӑн кашни йӑнӑшӗпех усӑ курма пӗлмелле, кирек мӗне те куҫран вӗҫертмелле мар, сылтӑмалла та, сулахаялла та пыра-пыра ҫапмалла, хӑюллӑн тапӑна-тапӑна хӑратмалла, хӗрхенсе тӑмалла мар, каннӑ вӑхӑтра та ырми-канми ҫапӑҫмалла.

Нужно надоедать врагу, оспаривать у него каждую мельницу, каждый кустик, каждый ров, каждый камешек, дразнить его, пользоваться всем, следить за всем, беспощадно убивать, запугивать, не знать ни сна, ни покоя.

III. Чаплӑ ҫынсемпе ахаль ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Предложени мӗнле пайсенчен тӑнине каласа памалла! —

Надо рассказать разбор по частям речи!

36 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Экзаменсене «отлично» памалла.

— Должны на «отлично» выдержать.

35 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

«Вожатӑйӑн дисциплинӑна кӑшт та хавшама памалла мар!

«Вожатый не должен допускать ни малейшего ослабления дисциплины!

32 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Вӑл вара татӑклӑнах ҫакӑн пек тума шутласа хучӗ: унӑн та, Русаковӑн та экзаменсене «отлично» памалла.

И он сразу решил за себя и за Русакова — хорошо подготовиться к экзаменам.

24 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ун вӗсем ҫинчен амӑшне каласа памалла; Лида амӑшӗ ӗҫрен часах таврӑнмасть, ҫавӑнпа пухура мӗн-мӗн пулнисене амӑшне каласа параймасан та, кама та пулин урӑх ҫынна каласа памаллах.

Об этом необходимо рассказать маме, а если не маме, которая еще не скоро придет с работы, то хотя бы кому-нибудь.

18 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Пирӗн ҫынтан кулмалла мар, унӑн йӑнӑшӗсене юлташла ӑнлантарса памалла.

 — Если мы будем высмеивать человека, тогда как мы обязаны по-товарищески объяснить ему его ошибки…

15 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Чи малтан, — терӗ вӑл, — эпир хамӑр хӑш вырӑнта тӑнине тӗплӗн пӗлмешкӗн кирлӗ цифрӑсене илсе шутласа кӑларам-ха; киле тавӑрӑнсан, эпир хамӑр ҫӳресе тухнӑ ҫулйӗрӗн карттине туса хатӗрлӗпӗр; ҫав картта, ҫӗр чӑмӑрӗн хуппине касса пӑхас пулсан, пирӗн ҫул мӗнле чулсемпе тӑпрасен сийӗсем витӗр иртсе пынине кӑтартса памалла.

— Итак, — сказал он, — я начну с вычислений, чтобы точно определить, где мы находимся; по возвращении я собираюсь начертить карту нашего путешествия, представив схематическим рисунком строение Земли в профильном разрезе, что даст представление о том, какой путь проделала наша экспедиция.

XXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ӗҫе хӑвӑрт татса памалла, ҫавӑнпа та Юрий, мӗн тумаллине пӗлмесӗр, халех Широкогоров патне кайса килме шут тытрӗ.

Дело, однако, требовало срочного разрешения, и Юрий, не зная, что предпринять, надумал сейчас же съездить к Широкогорову.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Сӑмах майӗн каласан, Ленӑна мӗнле те пулин стипенди памалла тумалла та, кайтӑр вӑл Воропаев куҫӗ умӗнчен, — хута кӗнӗ евӗр асӑрхаттарчӗ Варвара.

— Дали б, между прочим, ей какую ни есть стипендию, пускай бы уж с глаз его долой уехала, — покровительственно заметила Варвара.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫаксене пурне те пӗр ҫӗр хушшинче татса памалла.

На все это только ночь.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Хуҫисем тарса пӗтнӗ пулсан, ӗҫе рабочисемпе служащисен аллине памалла.

Там, где нет хозяев, передать дело комитетам рабочих и служащих.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Чӑнах та тӑвӑн шӗвӗр тӑрри, питех те пысӑк хӗвел сехечӗн йӗппи пек, ҫӗр варрине анса каймалли ҫула вӑл пӗр паллӑ кун хӑйӗн мӗлки вӗҫӗпе кӑтартса памалла.

Действительно, этот пик можно было уподобить стрелке гигантских солнечных часов, которая в известный день, отбрасывая свою тень на кратер, указывает путь к центру Земли.

XVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Ӗҫсӗр аптракансем те ҫапкаланчӑксемшӗн кӑна… вӑл ҫӑмӑл пек туйӑнать, ун пек ҫынсене суда памалла… мӗншӗн тесен кама ҫӑмӑл пулма пултартӑр-ха?

 — Таких людей, которым бы все казалось легким, следовало бы судить как бездельников… да, именно как бездельников и прохвостов… ибо кому же могло быть легко?..

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Ҫавӑ ҫав, хисеплӗ ҫыннӑм, памаҫҫӗ, памалла тумарӗҫ.

— В том и дело, милый, что не дают, отказали.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех