Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗ (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанхи арӑмӗ, Ухтепи, хӗпӗртетчӗ ӗнтӗ, Чураппа вӑрҫса тӑкатчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алттышӑн арӑмӗ ҫармӑс теҫҫӗ, вӑл ҫармӑс юррисене пӗлетех пулӗ ӗнтӗ, анчах халь ҫӗрпӳ чӑваш мӑрсисемпе чӑвашлах шӑрантарать.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ушкӑнра тахҫанхи туссем: Ахтупай, Северьян, Ятламас, Иливан тата Ахтупай арӑмӗ Эрнепи — пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурӑнать-ши вӑл кунта, питне ҫынсене кӑтартма хӑяйман хитре хӗр ача, е ӑна пӗр-пӗр пуян тутар тахҫанах хӑйӗн тӑваттӑмӗш е пиллӗкмӗш арӑмӗ тума илсе тухса кайнӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хусан патшин амӑшӗ, Сафа-Гирей арӑмӗ пулнӑ Сююнбике аслӑ князь ҫыннисене йышӑнма хатӗр-и? — ыйтрӗ воевода вырӑссемпе тутарсем пӗр-пӗрне саламланӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арӑмӗ юн сурса выртать унта, вӑл пурӑнассипе пурӑнас марри те паллӑ мар-ха, упӑшки Хусана Кучак патне килет.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр хӗрарӑм тарҫӑ, Нухайран илсе килнӗскер, ӑна Сафан пиллӗкмӗш арӑмӗ пулнӑ княжна сӑмахӗсене пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нухай хӗрӗ халӗ ханӑн виҫҫӗмӗш арӑмӗ кӑна мар ҫав, хан амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа-Гирей арӑмӗ хӑех ӑнланчӗ пулмалла: ача пӳлӗмӗнче чӗтресе ларнипе халӑха хӑвӑн майлӑ ҫавӑраймӑн.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан арӑмӗ хӗрарӑм тарҫӑсемпе хапхаран тухтӑр ҫеҫ, ҫынсем ӑна аякранах пуҫ таяҫҫӗ, дервишсем пӗр-икӗ сӑмах хушма хӑюлӑх ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпӗ ун ячӗпе мечӗт ларттарасшӑн, Сафа, — терӗ арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫакӑнта урӑх арӑмӗ пулсан Сафа-Гирей кунашкал сӑмахсемшӗн ӑна енчен енне ҫупса ямалла, темӗн те пӗр каласа хӑйӗн пӳлӗмне тарса кӗмелле.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Йӑли ҫапла, — терӗ арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗнле, сан кӑмӑл халӗ те ҫаврӑнмарӗ-и, Сююнбике? — куларах ыйтрӗ хан арӑмӗ чӗмсӗр пынине асӑрхаса.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ывӑл ҫуралнӑ кун тесен мӗнле килмеҫҫӗ пуль вара? — ӳкӗте кӗмерӗ арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Упӑшки аскерсемпе тарҫӑсене Крым ҫыннисемпе Хусан княҫӗсем патне ҫеҫ чуптарнине курса арӑмӗ чунтанах ӳпкелешме тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ханпа ун хитре арӑмӗ ыйтмасӑрах Гази сӑввисене вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав йӗркесем Саадипе Фирдоуси сӑввисемпе пӗр кӗвӗллӗ пулни, вӗсене ҫакӑнта, ханпа ун арӑмӗ умӗнче ним такӑнмасӑр хутӑш вулама май пурри Мухамедьяра савӑнтармаллипех савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан ӑна Саади, Омар Хаям, Рудаки сӑввисене вулаттарчӗҫ (сӑввисене пӗлмеҫҫӗ пулин те хӑш-пӗр поэтсен ячӗсене астуса юлнӑ иккен ханпа арӑмӗ).

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку хӗрарӑм Сафа-Гирейӗн виҫҫӗмӗш арӑмӗ Сююнбике пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех