Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑн (тĕпĕ: ҫав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Король унта мӗнле ҫитмеллине ыйтса пӗлчӗ, кӗлле пухӑннӑ халӑхран мӗн чухлӗ сӑптӑрма май килет, ҫавӑн чухлӗ сӑптӑрма тӑрӑшӑп-ха тет, вӑл мана хӑйпе пӗрле пыма ирӗк пачӗ.

Король спросил, как туда пройти, и сказал, что постарается выколотить из этого молитвенного собрания все что можно, и мне тоже позволил пойти с ним.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Инкексем манӑн мӑнаҫлӑха пусӑрӑнтарчӗҫ, эпӗ тавлашса тӑмастӑп, пӑхӑнатӑп — шӑпам ҫавӑн пек манӑн.

Несчастья сокрушили мой некогда гордый дух: я уступаю и покоряюсь — таков мой жребий.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Май пур чух хамӑрӑн пурнӑҫа ҫӑмӑллатма тӑрӑшас пулать — ҫапла шутлатӑп эпӗ, манӑн йӑли ҫавӑн пек.

Надо всегда пользоваться случаем и устраиваться получше — вот я про что говорю, такое у меня правило.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ ҫавӑн тӳрӗ несӗлӗ, саккунлӑ герцог Бриджуотерский, анчах эпӗ ак ҫакӑнта — пӗр-пӗччен, хама тивӗҫлӗ чаплӑ чинӑмсӑр тӑрса юлтӑм, мана ним вырӑнне те хумаҫҫӗ, пур ҫӗртен те хӑвалаҫҫӗ, чаплӑ ҫынсем сума сумаҫҫӗ, ҫӗтӗк ҫи-пуҫпа ҫӳретӗп, асапланса пӗтрӗм, чӗре ҫурӑлать — ирӗксӗрех сулӑ ҫинче темӗнле шульӑксем хушшинче пурӑнма лекет!

Я прямой потомок малолетнего герцога, я законный герцог Бриджуотерский, но вот я здесь — одинокий, лишенный сана, гонимый людьми, презираемый холодным светом, в рубище, измученный, с разбитым сердцем, принужден якшаться с какими-то жуликами на плоту!

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Картишӗнче те ҫавӑн пекех.

То же самое и на дворе.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ӳкерчӗкӗсем хитре, анчах вӗсем мана темшӗн ытлах килӗшмерӗҫ, мӗншӗн тесен пурнӑҫра хутран-ситрен кулянмалли те пулкалать, ҫавӑн пек чух вӗсем ҫине пӑхатӑн та, чун пушшех хурланса каять.

Картинки были хорошие, но мне они как-то не очень нравились, потому что если, бывало, взгрустнется немножко, то от них делалось еще хуже.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӗсем вара мана: «Мӗн чухлӗ пурӑнас килет, ҫавӑн чухлӗ пурӑн», — терӗҫ.

Они мне сказали тогда, что я могу у них жить сколько захочу.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Сулӑ ҫинче, акӑ, ҫӳп-ҫап, лапра выртать; хӑйӗн юлташӗнчен кулакан, ун чысне варалама пӑхакан ҫын та ҫӳп-ҫапах, ҫавӑн пек ҫын та чыссӑр.

Это все мусор, дрянь; и дрянь те люди, которые своим друзьям сыплют грязь на голову и поднимают их на смех.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫӗрӗпе тӗтре тӑчӗ, ҫавӑн ӑшӗнче.

В том самом, который был всю ночь.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Чӗрӗ-сывах тавӑрӑннӑ, турра шӗкӗр, тӗрӗс-тӗкелех, мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пекех таврӑннӑ.

Вернулся живой и здоровый, такой же, как был, все такой же, слава богу!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Мӗншӗнне пӗлместӗп, анчах ҫавӑн пек.

— Не знаю отчего, только это так.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Мӗн чухлӗ илес килет, ҫавӑн чухлӗ илет — пӗтӗмпех унӑн пулать.

Сколько хочет, столько и получает, — всё его.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫавӑн пек калаҫнине илтсен, кам хӑрамӗ?

Да и кто бы мог дышать, слушая такой разговор?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эсӗ яланах хӑвӑн мӗн чухлӗ илес килет, ҫавӑн чухлӗ илетӗн, памасан, сирӗн ҫинчен кайса пӗлтеретӗп тетӗн.

И ты всегда получаешь сколько хочешь, — а то, мол, донесу на вас, если не дадите.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пирӗн Санкт-Петербургра каланӑ тӑрӑх, Сен-Луи хулинче ҫирӗм-вӑтӑр пин ҫын пурӑнать, анчах ҫӗрле, икӗ сехетре, ун ҫийӗнче ҫавӑн пек нумай ҫутӑ куриччен эпӗ ӑна ӗненменччӗ.

У нас в Сент-Питерсберге говорили, будто в Сент-Луисе живет двадцать, а то и тридцать тысяч человек, но я этому не верил, пока сам не увидел в два часа ночи такое множество огней.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Мӗн чул ларас килет, ҫавӑн чухлӗ лар.

Сиди столько, сколько хочешь.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Манӑн ӑна тата мӗн те пулин калаҫтарас килчӗ: вӑл мӗн чухлӗ ытларах чӗнмесӗр ларать, мана ҫавӑн чухлӗ йывӑртарах.

Мне хотелось, чтобы старуха еще что-нибудь сказала: чем дольше она молчала, тем хуже я себя чувствовал.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫавӑн умӗн пӗр-ик кун маларах эпӗ унта, утравӑн тури вӗҫӗнче, кӑшт тӗтӗм тухнине курнӑччӗ, ну, ҫав негр пытаннӑ ӗнтӗ унта тетӗп; апла-и, апла мар-и, пурпӗр пӗтӗм утрава ухтармалла тетӗп.

За день или за два до того я там как будто видела дым, на верхнем конце острова; ну, думаю себе, этот негр скорее всего там прячется; во всяком случае, думаю, стоило бы весь остров обыскать.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫавӑн пек паллӑ пур: чӑх чӗпписем пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна вӗҫе-вӗҫе ларсан, ҫумӑр пулать, тет, кайӑк чӗпписем те ҫавнах пӗлтереҫҫӗ пуль.

Есть такая примета: если цыплята перепархивают с места на место, — значит, будет дождь; ну и с птенцами, наверно, то же самое.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пӗр каҫхине ҫапла алӑк патне шӑппӑн пытӑм та — алӑкӗ кӑшт уҫӑ — ватӑ хуҫа майри тӑлӑх арӑмпа калаҫса ларать, вӑл мана кӑнтӑра, Орлеана, сутма хатӗрленнӗ иккен; унӑн мана сутасах та килмест-мӗн, анчах маншӑн сакӑрҫӗр доллар параҫҫӗ, ҫавӑн пек пӗр купа укҫана илмесӗр епле чӑтӑн!

Поздно вечером я подкрался к двери, — а дверь-то была не совсем прикрыта, — и слышу: старая хозяйка говорит вдове, что собирается продать меня в Орлеан, на Юг; ей бы не хотелось, но только за меня дают восемьсот долларов, а против такой кучи денег где же устоять!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех