Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эс сăмах пирĕн базăра пур.
эс (тĕпĕ: эс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эс те Мускава ҫӳретӗн-им-ха?

Ты тоже в Москву ездишь на заработки?

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эс те, Ванькка, ҫилӗ тытса ан пурӑн…

И ты, Ваня, на нас зла не держи…

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Тем тесен те, Тамара, каҫар эс пире…

В любом случае, Тамара, ты прости нас…

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Вӑл килӗшрӗ, анчах эс алӑ пуснӑ чух аллипе ман ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ…

Она согласилась, но когда ты расписывался, она показала в мою сторону…

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эс мехфакра тӑваттӑмӗш курсра вӗренеттӗн, эпӗ экономфакра — пӗрремӗш курсра.

Ты учился на четвёртом курсе мехфака, я на первом курсе экономфака.

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, Ванькка, Ванькка, ытла та тимсӗр вӗт-ха эс.

Ах, Ваня, Ваня, какой же ты невнимательный.

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кунта мӗнле ҫакланнӑ вара эс?

А сюда ты как попала?

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Сана та аса илтерсех тӑрӑп эс камне.

И тебе буду напоминать, кто ты.

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эс иртӗх-иртӗх те, ытлашши манса ан кай хӑв ӑҫтине тата камне!

Ты палку не перегибай, не забывай, кто ты и где ты.

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Мӗн тӑватӑн эс?

Что ты делаешь?

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Наххал эс, вӑт кам.

Нахал, вот кто ты.

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эс мӗскер?

Ты что?

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эс вара, Иван Семенович, ӑҫта ӗҫлетӗн, мӗн ҫӗмӗрттеретӗн?

А ты, Иван Семёнович, где работаешь, чем занимаешься?

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эс ӑҫта капла халь?

Ты куда в таком виде?

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эс хӑв хӑҫан тухса пӑхнӑ вара выльӑхсем патне юлашки хут?

Ты сам когда в последний раз заходил в хлев?

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эс кам кунта, хӑна-им е шуйттан ересрен килсе янӑ катемпи-и?

Ты в качестве кого здесь: гость или пугало, чтобы всякая нечисть в дом не заходила?

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ӑҫта каясшӑн эс ирех?

И куда ты собралась так рано?

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Мӗн аташатӑн эс?

Ты что с ума сходишь?

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

А кам эс тата?

А кто ты ещё?

Тӑххӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эс те пулсан ан витле-ха, Кури тете.

Хоть ты не издевайся, дядя Гурий.

Тӑххӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех