Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫитменнине ачаш ӳснӗ…
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӑш чухне Наташа вырӑнне хуларан Николай Иванович — куҫлӑхлӑ, пӗчӗк сарӑ сухаллӑ, таҫти инҫетри кӗпӗрнере ҫуралса ӳснӗ ҫын килет, — вӑл уйрӑмах хӑй майлӑ «о» сасса палӑртса калаҫать.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫапах калаҫура вӑл темӗнле лайӑх илтӗннӗ, темскер янӑранӑ вӑл сӑмахра, ӑна каланӑ чух вара ҫын хӑйне кӑштах ӳснӗ пек, темӗнле паллӑ мар, анчах кӑмӑла каякан япалана аса илнӗ пек туйнӑ…
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Еплерех ӳснӗ вӑл тесе пыратӑн ун патне.
Аполлон Стышной // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Икӗ метр та ҫирӗм виҫӗ сантиметр ҫӳллӗш ӳснӗ ырӑ чунлӑ йӗкӗт.Добрый этот молодец вымахал в длину на два метра двадцать три и три десятых сантиметра.
Аполлон Стышной // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
— Хӑвӑрах пӗлетӗр, эпӗ тӑлӑх ӳснӗ.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑл хӑй ҫуралса ӳснӗ пурнӑҫне мухтанӑ пек калаҫнӑ; вӑл, хӑйӗн ача чухнехи пурнӑҫне аса илсе, ашшӗ-амӑшӗсем ҫинчен чылаях тӗлӗнмелле анектодсем каласа пачӗ; хӑйне хӑй ҫӑпата тӑвакан тесе те хучӗ, — Наталья Кирилловна Нарышкинӑран пӗртте кая мар, терӗ.
XXXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Эсир килте вӗренсе ӳснӗ пулас, авалхи йӑласемпе пурӑнакан, турӑран хӑракан ҫемьере? — ыйтрӗ вӑл.— Вы, наверное, дома воспитывались, в старозаветном, богобоязненном семействе? — спросила она.
XXXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Санин, Дмитрий Павлович, манӑн ачаранпах пӗрле ӳснӗ юлташ, — терӗ Полозов, — вӑл паҫӑрхи пекех Санин еннелле ҫаврӑнмасӑр, ура ҫине те тӑмасӑр, ун ҫине пӳрнипе кӑтартрӗ.
XXXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Пӑрҫа хурчӗсем пӑрҫана хӑйне те пысӑк сӑтӑр тӑваҫҫӗ — хурчӗ ӳснӗ ҫемӗн вӑл шалта пысӑк хӑвӑлсем тӑвать, ҫапла май эндоспермӑн ҫур пайне ытла пӗтерет.
Пӑрҫа хурчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5250-%D0%9F% ... D0%B8.html
Эсир хӑвӑр мундир ятне яратӑр, эсир — начар вӗренсе ӳснӗ сӗмсӗр ҫын! — эпӗ сирӗн пата ҫакна калама килтӗм, — терӗ.Недостойно мундира, который вы носите, — и я пришел вам сказать, что вы дурно воспитанный нахал!
XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл ҫӳллӗ те яштака пӳллӗ, сенкер ачаш куҫлӑ, ҫӳҫӗсем ылтӑн тӗслӗ йӑлтӑртатаҫҫӗ, ӳчӗ шурӑ-кӗрен тӗслӗ, чи кирли вара — ун сӑнӗ хаваслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ, ӗненмелле пулни; пӗрре пӑхсах ӑна кӑшт айванрах та теме пулнӑ; ӗлӗкрех ун пек сӑнлӑ ҫынсене сумлӑ дворян ҫемйисенче ӳснӗ «ашшӗ» ачисен хушшинче час-часах тӗл пулма пулнӑ; ун пеккисем пирӗн анлӑ ҫурма ҫеҫенхирлӗ кӗтессенче ҫуралса, мӑнтӑрланса ӳснӗ ӗнтӗ; вӗсем кӑшт силленерех утаҫҫӗ, сасси кӑшт пӑшӑлтирех вӗсен, вӗсем ҫине пӑхса илсенех, ача пек йӑл кулса яраҫҫӗ…
XIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ун юмахла, тӗтреллӗ ҫурҫӗр калавӗсем ҫутӑ кӑнтӑрта ӳснӗ Джеммӑна пит ӑнланмаллах пулман.Фантастически-туманный, северный элемент его рассказов был мало доступен ее южной, светлой натуре.
XII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Унӑн ӗсӗклесе макӑрса ярас килчӗ, анчах арҫын ача-ҫке, чӗмсӗр вӑрманта, сивлек тинӗс хӗрринче ҫуралса ӳснӗ арҫын ача.
XXII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Йывӑҫӗ — Даури хурӑнӗ, ҫулҫи ҫукпа пӗрех унӑн, ҫӗр ҫийӗн кукӑрӑлса ӳснӗ.Это была даурская береза, почти без листьев, выросшая криво над землей.
XX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Хӗрача лӑпкӑ юхакан шыв ҫинче ӳснӗ курӑк пек енчен енне тайӑлса илет.Она склонялась туда и сюда, как речная трава, выросшая на тихом течении.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Тен, ачалӑхне, хай кунта ӳснӗ вӑхӑта аса илес килнӗ унӑн, ан тив, сивӗ ҫил пулсан та, тӑван кӗтес ҫилӗ вӗрет-ҫке унӑн питӗнчен, куҫ хӑрпӑкӗсем ҫине палланӑ юр ӳкет.
XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Чипер ҫемьере ӳснӗ ача, хӑйӗн чысне те упраканскер пек, — тӑванӗсем те уншӑн ят ярасшӑн пулмӗҫ-ха, — калатӑп-ҫке, ҫак ӑслӑ-пуҫлӑ ача, хутла вӗреннӗскер, — пӗр-пӗр тӑмпуҫ мар — кӑмӑлӗпе те ырӑ вӑл, кама та пулин тарӑхнипе мар-ҫке тытӑнать вӑл ҫак ӗҫе; пӑх-халӗ, мӑнаҫлӑхӗ те таҫта кайса кӗнӗ, ячӗ-шывӗ пирки те шухӑшласа тӑмасть, ҫак ӗҫе хутшӑнса, хӑйне те, тӑванӗсене те пӗтӗм Америка умӗнче намӑса ярать!
Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ кӑнтӑрта ҫуралса ӳснӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫӑра ҫулҫӑ витӗр хӗвел курӑнать, кунта ытларах ҫӳллӗ йывӑҫсем ӳснӗ пирки вӗсен айӗнче питӗ тӗттӗм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.