Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шурӑ ҫутӑ йӑлтӑртатать те шыва ҫиҫӗмле пырса ҫапать, сталактит колоннӑсене хӗлхемсен хумӗпе сирпӗтет, шыв айӗнчи чулсен хысакӗсене те уҫса кӑтартать; анчах ватӑ пулӑсем нимӗн те пулманла хӳрисене вылята-вылята ишеҫҫӗ, малтанхи пекех нимӗн те курмаҫҫӗ; мӗнле пулнӑ ҫаплипех — шыв вӗсемшӗн халӗ те хуп-хура, — шыв айӗнчи синкерлӗ асран тухми хушӑкра тахҫан-тахҫанхи, ҫул ҫӳреме пуҫланӑ малтанхи кунри пекех.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Тахҫан-тахҫанах, пулӑсен сӗм-сӗм аваллӑхӗнче, ҫамрӑк йӑрӑ темиҫе пулӑ Теллури шыв сиккине ӳкет те ӑнсӑртран ҫеҫ сывӑ юлать; сарлака хушӑкран вӗсем ҫӗр айӗнчи юхан шыва лекеҫҫӗ.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Унӑн ҫирӗп вар-хырӑмӗ юхан шыва нимӗн те тавӑрса памарӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Клаусон шыва чыхӑна-чыхӑна ҫӑтать, хӑйне ҫӑмӑлрах пулнӑран йӗнине те асӑрхамасть, ҫав вӑхӑтрах ӑшӗ пӑтранать, мӗншӗн тесен вар-хырӑмӗ, сивӗ шӗвекӗн пысӑк калӑпӑшӗнчен писнӗскер, нумай нӳрӗк йышӑнасса шалтан хирӗҫлет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Шыва кӗрсе исленни вӗсене кӑштах ҫӑмӑллӑх кӳчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Хӑйсен кулленхи чӗрӗк литр шывне вӗсем каҫхине ҫеҫ, хӗвел ансан, ӗҫеҫҫӗ, ҫапла вара кунӗпе нушаланса, — ҫак вӑхӑтра вӗсем хӑйсен тертне шыва кӗрсе ҫӑмӑллатаҫҫӗ, — шывсӑр касӑхнине ҫӗрле ҫурри чухлӗ те пулин ирттерсе яраҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Типе галет, тӗтӗмленӗ сысна какайӗ, типӗ шӑккалат хӗн-асапа тӑсаҫҫӗ ҫеҫ; ҫирӗм литра яхӑн шыв юлнӑ пичкене Гетчинсон ҫӑрапах питӗрсе хучӗ пулин те — повар ӑна тупса шӑтарчӗ, шыва пӑхӑр трубкӑпа ӗмсе кӑларса литрлӑх кӗленче савӑта тултарчӗ, ҫак саппаса хӑйӗн арчине пытарчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Гетчинсон шкипер уйрӑм саппасран панӑ кӗленчери шыва вӗсем ҫӗрлех ӗҫсе ячӗҫ.Бутылка воды, выданная из особого запаса шкипером Гетчинсоном, была выпита еще ночью.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Трюмсенчи шыва помпӑпа уҫласа тӑкма тытӑнчӗҫ.
Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.
Вӑл мӗн пуҫламӑшӗнченех ертсе пыракан карапа нихӑҫан та мур ермест, никам та тапӑнмасть, ытти хӑрушлӑх сиенлемест; ҫав карап бортӗнчен шыва никам та персе анмасть, унта никам та преступлени тумасть.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
— Авӑ, — терӗ Битт-Бой, — баклан вӗҫет; кӗҫех вӑл шыва анса ларать.— Вот, — сказал Битт-Бой, — летает баклан; скоро он сядет на воду.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Пӑсланупа йӑсӑрланса шыва каҫ сӗмлӗхӗ ӳкнӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Вӑл шыва хирӗҫле чул хысак хушӑкӗнчен тухрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Путсӗр ҫак шыва тӳсме пултараймастӑп.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Гнор шыва кӗрсе кайрӗ, вӑл хӑй мӗн тунине ӑнланмасть.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Энниок кӗсменӗсемпе шыва хыттӑнрах ҫапрӗ, пуҫне ҫӗклемесӗр малаллах ишет.Энниок резко ударил веслами, не поднял головы и продолжал плыть.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Куллине ҫухатмасӑр — манекен сывлӑшра кулӑпах темиҫе хут вӑйкӑнчӗ те кулӑпах шыва шаплатса ӳкрӗ.Манекен, не теряя улыбки, с улыбкой перевернулся в воздухе и с улыбкой шлепнулся в воду.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
Енчен те вун пилӗк минутран сакӑр пӑшала сулахай енчен, иллюминатор тӗлӗнчен, бортран пӑрахмасан — шыва миҫе ӳкни мана курӑнмалла пултӑр тата шутлама май килтӗр, — енчен те ҫакӑн хыҫҫӑн эсир шлюпкӑна пӗр ҫын юлмиччен ларса ҫыран патнелле акулӑлла хӑвӑрт ишсе ҫухалмасан — ҫыран, сӑмах май, горизонтра лайӑх курӑнать, — эпӗ, Стерс капитан, хамӑн сӑмаха нихӑҫан та улӑштарманскер, шӑп та лӑп иккӗ иртни ҫирӗм пилӗк минутра тара пульӑпа хаплаттаратӑп, хамӑра та, сире те шыв тӗпне ӑсататӑп.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
Нок станцирен иртсе каясшӑнччӗ, анчах тӗттӗмленсен киммине шыва путарчӗ те Зуроаганалла ҫул тытрӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Унтан ҫыран хӗрринче чылайччен уткаласа ҫӳрерӗм; ӗшенӗве сирме шыва кӗрсе тухрӑм.Затем я долго бродила по берегу; купалась, чтобы стряхнуть усталость.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.