Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫрӗ (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саша выльӑх картинелле тухмалли алӑка уҫрӗ те унта нимӗн те ҫуккине аллипе сулса кӑтартрӗ.

Саша открыл дверь в хлев и красноречивым жестом показал, что там ничего нет.

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Евдоким алӑкран шаккарӗ те, ответне кӗтмесӗрех, алӑкне уҫрӗ.

Евдоким постучал в дверь и, не ожидая ответа, открыл дверь в избу.

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Пӗр минут хушши вӑл тӗлӗрнӗ май хыҫкаланчӗ, унтан куҫӗсене уҫрӗ те — хаяррӑн вӑрҫса илчӗ.

С минуту он чесался в полусне, потом открыл глаза и выругался.

II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Офицер хӑйӗн вӑхӑтлӑх кабинечӗн алӑкне тӗксе уҫрӗ.

Офицер толкнул дверь своего временного кабинета.

I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Алӑка Дуня кухарка уҫрӗ.

Дверь открыла кухарка Дуня.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шура пӳлӗме каялла таврӑнса пальто тӑхӑнса ячӗ те алӑка уҫрӗ.

Шура вернулась в комнату, накинула на себя пальто и открыла дверь.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Егоров куҫне уҫрӗ.

Егоров открыл глаза.

9 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Маринкин куҫне уҫрӗ.

Маринкин открыл глаза.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл тӳрех куҫне уҫрӗ.

Она сразу открыла глаза.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кузьма хӗрлӗ шӑл туниллӗ ҫара ҫӑварне уҫрӗ те кӗленчере шыв лӑнкӑртатнӑ евӗрле сасӑ кӑларчӗ.

Кузьма растянул беззубый рот с розовыми деснами и издал звук, напоминающий бульканье воды в бутылке.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл райкома каҫхине ҫитрӗ, вара, хӑйӗн шухӑшӗсемпе хавхаланса, пӗрремӗш секретарь кабинечӗн алӑкне шаккамасӑрах тӗртсе уҫрӗ.

Он приехал в райком вечером, и, увлеченный своими мыслями, не постучавшись, толкнул дверь в кабинет первого секретаря.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Манӑҫса, хытса тӑракан Валентинӑна вӑратса, Петр алӑка урапа тапса уҫрӗ.

Нарушив оцепенение Валентины, Петр толчком ноги распахнул дверь.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вара, хӗрелнӗ сӑн-питлӗ, каракуль тирӗнчен ҫӗлене кубанка тӑхӑннӑ хӑйӗн вӗренекенӗ, тӑрмаласа пӗтернӗ ураллӑ хӗрача килчӗ те, вӑл юратса, тӑрӑшса тунине пӗтӗмпех ывӑтса ячӗ, — хӗрача тӗрӗс туни палӑрчӗ, Высоцкий уҫнӑ ҫулсемпе танлаштарма ҫук ҫӗнӗ ҫул-йӗрсене ҫӑмӑллӑнах уҫрӗ, хӑй хыҫҫӑн ыттисене илсе кайрӗ, ун ҫинчен манма та ӗлкӗрчӗ…

И вот пришла розовая, в каракулевой кубанке, его бывшая ученица, девочка с исцарапанными ногами, и разом раскидала, расшвыряла все, что он так любовно и кропотливо делал, и оказалась права, и легко открыла новые пути, несоизмеримые с теми, которые открывал он, и повела за собой других, и уже забыла о нем…

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Рубанов пухӑва уҫрӗ те Андрее малтанхи сӑмах калама ирӗк пачӗ.

Рубанов открыл собрание и дал вступительное слово Андрею.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Яланхи пек лӑпкӑн мар, васкаса сӗтел ешӗкне уҫрӗ те вӑл унтан типтерлӗ ҫыхнӑ икӗ кӑвак хуплашка туртса кӑларчӗ:

 — С торопливостью, не похожей на его обычную сдержанность, он полез в стол и извлек оттуда две синие аккуратно завязанные папки.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Авдотья шӑпах Андрей унӑн ятне каланӑ самантра алӑка уҫрӗ.

Авдотья показалась в дверях как раз в ту минуту, когда Андрей назвал ее имя.

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Авдотья, пӗр самантлӑха секретарша ҫине пӑхмасӑр, шухӑша кайса тӑчӗ, йышӑнмалли пӳлӗм урлӑ хӑвӑрт утса каҫрӗ те, вӑйлӑн тӗртсе, Андрей кабинечӗн алӑкне уҫрӗ.

Авдотья подумала одно мгновенье, не взглянув на секретаршу, стремительно прошла через приемную и сильным толчком распахнула двери в кабинет Андрея.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Авдотья алӑка уҫрӗ те пӳлӗме кӗчӗ.

Авдотья открыла дверь и вошла в комнату.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Палӑрмаллах асапланса, вӑл куҫне тепӗр хут уҫрӗ.

Заметно страдая, он вновь открыл глаза.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Анчах старик куҫне уҫрӗ.

Но старик открыл глаза.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех