Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти суту-илӳ центрӗнче ӗҫлекен 35 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса нуши пирки каласа кӑтартнӑ.
Ӗҫтешӗ тесе 50 пин куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/29496.html
Ялсенче хӑш-пӗр ҫӗрте ҫак листовкӑсене вырӑнти хресченсем хам куҫ умӗнчех вулаҫҫӗ, — ку вара пушшех те кулӑшларах пулса тухать: мана унта пӗр майла сӑрласа кӑтартнӑ, пӑхӑсӑн — Ковпак пачах урӑхла сӑн-сӑпатлӑ этем иккен!
Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Руднев юлташа вара нимӗҫсем ҫак листовкӑра пачах урӑхла сӑрпа сӑрласа кӑтартнӑ: ӑна вӗсем сухаллӑ старик тунӑ, — калӑн, нимӗҫсем ман сухала Руднев янаххи ҫумне ҫыпӑҫтарса хурасшӑн пулнӑ тесе.
Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫак листовка ҫинчех тата: кам та кам Ковпака чӗррӗн тытать, ӑна питӗ пысӑк награда пулать, тесе пӗлтернӗ, ман сӑн-сӑпатӑн мӗнлереххине тӗплӗн шутласа кӑтартнӑ; пит-куҫ, тута-ҫӑвар, тум таврашӗ, уссисем (манӑн ун чухне нимӗнле усси те пулман!), тата ытти те.
Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Борис айван ҫыннӑн рольне питех те ӑста кӑтартнӑ.
Радиоприемник мыскари // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Стенасене ҫутӑ-сенкер сӑрӑпа сӑрланӑччӗ, стенасем ҫинче «Малтанхи юр», «Ҫӗрлехи Крым» ятлӑ ӳкерчӗксем, ман тусӑм Елена Петровна Соколан тунӑ натюрморт — ҫырласемпе пахча-ҫимӗҫсене сӑнласа кӑтартнӑ ӳкерчӗк — ҫакӑнса тӑратчӗ.
Донбасри сивӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Вӑрттӑн пулса иртекен истори урокӗсене вӗренекенсем ҫав тери юратса итленӗ, кашни урок хыҫҫӑнах учительница вӗсене тӑван ҫӗр-шыв шӑпи ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ.
Пире пулӑшакансем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Пӗр кӑвайчӗ патӗнче юрӑсем юрланӑ, теприн патӗнче шӳт тунӑ, виҫҫӗмӗшӗ патӗнче мӗн те пулин каласа кӑтартнӑ.У одного костра пели песни, у другого шутили, у третьего рассказывали.
Тӗрмери восстани // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Ӑна шар ҫинче е кустӑрма ҫинче куҫне ҫыхса ларнӑ пек ӳкерсе кӑтартнӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Вӗсене лаптак сӑмсаллӑ, качака мӑйракиллӗ, качака хӑлхиллӗ, качака уриллӗ, хӳреллӗ, аллисене флейта тыттарса ӳкерсе кӑтартнӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Вӗсене ҫип арлакан станокпа, йӗкепе, хачӑпа пӗрле ӳкерсе кӑтартнӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Ахилл, е Ахиллес — Гомер ҫырса кӑтартнӑ Троя вӑрҫин геройӗ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Красс ҫийӗнчех ҫав юланутҫа Спартак патне таврӑнма хушнӑ, Спартака хӑй кӑтартнӑ ҫӗре тепӗр тӑватӑ сехетрен пыма пулни ҫинчен пӗлтерме, Спартак хӑйне унӑн тӳрӗ кӑмӑлӗ ҫине шанса панӑ пекех, вӑл та Спартак тӳрӗ кӑмӑлӗ ҫине шаннӑ ҫинчен каласа пама хушнӑ.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Засадӑна янӑ легион командирӗ Ливий Мамерк хӑйне кӑтартнӑ сӑрт ҫине салтакӗсене ҫав тери асӑрханса ертсе пынӑ, Ганник та, Каст та нимӗн те сисмен; хӑйӗн салтакӗсене, хӗҫ-пӑшал хӗвел ҫинче йӑлтӑртатнӑ тӑрӑх ан сисчӗр тесе, Мамерк хӗҫ-пӑшала, шлемсемпе латӑсене туратсемпе витме приказ панӑ.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эвтибидӑн пуҫӗ усӑннӑ, кассӑн-кассӑн йывӑррӑн йынӑшни ҫеҫ вӑл вилменнине кӑтартнӑ.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ыттисем, вилекенни тавра пуҫтарӑнса, хӑйсене ҫав тери нумай нуша кӑтартнӑ хӗрарӑм асапланни ҫине сӑмах чӗнмесӗр, тӗксӗм пит-куҫсемпе пӑхса тӑнӑ.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫӗнтерӗвӗн пӗлтерӗшне ытла пысӑклатса кӑтартнӑ.
XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Красс патне ҫитсен, вӑл пӗркенчӗкне ҫӗкленӗ те хӑйӗн шуралса кайнӑ пӗчӗк питне кӑтартнӑ.Подойдя к Крассу, он поднял забрало и показал претору свое бледное, женственное лицо.
XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫапӑҫура хӑраса ӳкнӗ салтак халь хӑйӗн ырӑ чӗрине кӑтартнӑ хыҫҫӑн ҫынсем тата ытла хумханнӑ.
XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пуянлӑхӗ тӗлӗшпе Римра пӗрремӗш ҫын пулса тӑраканскер, вӑл италиксен вӑрҫинче тата граждансен пӑлхавӗсене путарнӑ чухне Сулла ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ, ун чухне вӑл ҫирӗп шухӑш-кӑмӑлне, вӑрҫа ӗҫӗнчи паттӑрлӑхне, вӑрҫӑ ӗҫне ертсе пыма пултарнине кӑтартнӑ.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.