Шырав
Шырав ĕçĕ:
Свифт ҫак вӗреннӗ ӑслӑ монарх чӗлхипе государство ӗҫӗпе политика ӗҫне тӑвакансен сутӑнчӑклӑхне тата хӑйсем усӑ курасшӑн тӑрӑшнине, Англи суйлавҫӑсене сутӑн илме тата тӗрлӗрен усал ӗҫсем тума сарлака ирӗк паракан суйлав законӗсене, Англи парламенчӗн пӑсӑк йӗркине (ҫӳлти палатӑн членӗсене вилсе чакса пынӑ май ирӗклӗн суйласа мар, наследство йӗркипе лартассине), суд волокитипе чӑкӑлтӑшне; ҫӗршыва пысӑк йывӑрлӑхсем кӳрекен юнлӑ вӑрҫӑсене, ҫамрӑксене усал кӑмӑллӑ та эгоистла пулма пӑхса ӳстерессипе вӗрентес методсене тата ыттине те питлет.
6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Иртнӗ эрнерен пуҫласа эпӗ хамӑн арӑма апат ҫиме хампа пӗрле вӑрӑм тенкелӗн тепӗр вӗҫне ларма, эпӗ ыйтнисене хирӗҫ мӗнле пулсан та кӗскентерех ответлеме ирӗк патӑм.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Манӑн пӗтӗм чун-чӗререн ҫакӑн пек закон кӑларттарас килет: ҫав закон тӑрӑх, кашни ҫулҫӳревҫӗ хӑй курса ҫӳренисем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекене пичетлесе кӑларма ирӗк илес умӗн лорда е верховнӑй канцлера тупа тутӑрччӗ, ҫав тупара вӑл хӑй пичетлесе кӑларма хатӗрлекен кӗнекере пурин ҫинчен те хам курнисем ҫинчен тӗрӗс ҫыртӑм, тесе шантарса каланӑ пултӑрччӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Каялла ехусем патне таврӑнса вӗсен аллинче пурӑнма пултарасси ҫинчен шутласанах манӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑм ҫӳҫенсе илетчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ирӗк вырӑнта пурӑнса гуигнгнмсем тума пултарайман ырӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама пултараттӑм, ҫав хушӑрах хам йӑхӑн ҫитменлӗхӗсем пирки намӑс та курмастӑм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хуҫа патӗнче унӑн хӑнисем пулнӑ чухне хуҫа мана пӳлӗмре вӗсемпе пӗрле пулма, вӗсен калаҫӑвне итлесе ларма ирӗк паратчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Мана гуигнгнмсем хушшине кӗрсе ҫӳремешкӗн ирӗк парса чыс турӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫакна шута илсе, эпӗ хуҫаран ехусен юнашар кӗтӗвӗсене кайса курмашкӑн ирӗк пама ыйтрӑм.Поэтому я просил у его милости позволения посещать сборища соседних еху.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вара хамӑн правӑсене хӳтӗлемешкӗн манӑн та адвокат тытмалла пулать, мӗншӗн тесен закон никама та судра хӑйӗн прависене хӳтӗлеме ирӗк памасть.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн хамӑн калав пирки ҫак тӗлте чарӑнмашкӑн эп унран ирӗк, мӗншӗн тесен хӑй пӗлме ӗмӗтленнисем ҫинчен эпӗ тӗплӗн каласа пани ӑна кӳрентерсе тарӑхтарма пултарасси ҫинчен асӑрхаттартӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫапла кӗҫенсе мӗн каласшӑн пулнине эпӗ самантрах тавҫӑрса илтӗм, май килнӗ таран хам ывӑннипе хытӑ утма пултарайманни ҫинчен ӑнлантарса пама тӑрӑшрӑм, вара вӑл чарӑнкаласа тӑрса мана пӑртак та пулин канма ирӗк пачӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӑрӑ-хурахсем мана чи аван та пӗрре те пекех тӑхӑнман тумтирсене тӑхӑнма, кӗпе-йӗмсем хурса чӗркенӗ пысӑках мар ҫыхӑна тата хӗҫпӑшалсенчен хамӑн пӗртен-пӗр кортика илме ирӗк пачӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Укҫана ҫил ҫине ывӑтма ирӗк памастӑп эпӗ сана, — ҫирӗппӗн каларӗ вӑл.— Я не позволю тебе швырять деньги на ветер, — строго сказал он.
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ӑна илме эсир ирӗк панӑ-и ӑна?
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Командирша Стулле Йокене приютран тухса кайма нихӑҫан та ирӗк памасть.Дело в том, что Командирша не разрешала Стулле Йоке выходить из приюта.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Лӑпкӑнах кайӑр, эп вӗсене ухмахла ӗҫсем тума ирӗк памӑп.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Анчах эпӗ татӑклӑнах хам тӑван ҫӗршыва таврӑнмашкӑн шут тытни ҫинчен пӗлсен, вӑл хӑйӗн ыр кӑмӑлне пула мана тухса каймашкӑн ирӗк пачӗ, кунпа пӗрлех вӑл Япони императорне пама хӑй аллипех хут ҫырса пачӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хам сӑмахсене каласа пӗтерсен, вӑл мана хӑйсем патне хӑварма хавасси ҫинчен каласа пачӗ, унтан манӑн сӑмахсене хамӑрпа пӗрле ларакан ытти ҫынсене каласа памашкӑн манран ирӗк ыйтрӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Епле пулсан та, король мана хай патне кӗмешкӗн ирӗк пачӗ пулсан, ҫакӑн пирки хам мӗнле шухӑшлани ҫинчен эпӗ ӑна май килнӗ пӗрремӗш хутӗнчех суймасӑр каласа паратӑп.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Король патне кӗмешкӗн ирӗк илнӗ ҫыннӑн король ҫуртӗнче вӑйлӑ тӑшмансем пулсан, хӑшпӗр чухне урайне юриех тусан сапса тултараҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ часах ҫитесси ҫинчен пӗлтерме, его величествӑран вӑл хӑйӗн тронӗ айӗнчи тусана ҫуласа тасатмашкӑн мана хӑш кунта тата миҫе сехетре ирӗк пама пултарасси ҫинчен ыйтса пӗлмешкӗн малтан йыхравҫӑ ячӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.