Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхса (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аттен хулӗсемпе кӑкӑрне бинтсемпе ҫыхса пӗтернӗ, юнашар пӳлӗмрен вӑл ман ҫине ӑшӑ кӑмӑллӑн пӑхса выртать-мӗн.

Отец лежал с обнаженными руками и забинтованной грудью в соседней комнате и наблюдал за мной с одобрительным вниманием.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Никита лашисене утӑ пӑрахса пачӗ, унтан ҫавӑнтах: пӗрер пичевне вӗҫертсе илчӗ те пӑхӑр тӑхасемпе эрешлесе пӗтернӗ хӑмӑт пӑявсем ҫумне ҫыхса хучӗ.

Никита задал лошадям сена, тут же у дышла отстегнул по одной постромке и завязал их на боковине украшенных медными бляхами шлей.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Невушлӗ ман ӑна уринчен ҫыхса хумалла пулать?

 — Неужели я должен его привязывать за ногу?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Трактор, тулхӑркаласа, авалхи ят ҫӗрӗсем ҫине каять, манӑн ача-пӑча чӗри сӑмахпа ҫавӑрса калайми савӑнӑҫлӑ мӑнкӑмӑллӑхпа тулчӗ: эпӗ те ҫак аслӑ ӗҫе хутшӑнса куртӑм вӗт-ха; ав унта, хум пек чӳхенсе пыракан казак ҫӗлӗкӗсемпе картузӗсен тарринче, шап-шурӑ та ула-чӑла тутӑрсем ҫыхса янӑ хӗрарӑмсен пуҫӗсенчен ҫӳлерех, маншӑн чи ҫывӑх ҫыннӑн — аттен кӗлетки курӑнса тӑрать.

Трактор, пофыркивая, двигался к старинным наделам, мое мальчишеское сердце было полно невыразимой гордостью: ведь я был участником великого события; ведь над колыхающимися волнами казачьих шапок, картузов, над головами женщин, повязанными беленькими и пестрыми платками, поднималась фигура моего отца!

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Атте малалла каймарӗ, пӗр комсомолецран вӗрен илчӗ те, трактора хӑйне хӑех ҫаврӑнса ҫӳремелле туса, руль ункине ҫыхса хучӗ.

Отец дальше не пошел, он взял веревку у одного комсомольца и привязал руль веревкой, что он сам мог ехать под кругу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Пире мӗн пурӗ унӑн ӗсӗкленипе сикекен хулпуҫҫийӗпе ӗнсе хыҫне тӑкӑс ҫыхса хунӑ ҫивӗттунисем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ.

Мы видели ее вздрагивающие плечи и косы, завязанные на затылке.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Унтан атте чул тӑрринчен канатне ҫирӗплетсе ҫыхса хучӗ те, каначӗ тӑрах асӑрхануллӑн аялалла шуса ана пуҫларӗ.

Затем отец укрепил на вершине канат и начал осторожно спускаться.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Анне чиперччӗ-ха ун чухне, авкаланса тӑракан ҫутӑ ҫӳҫне хыҫалалла ҫыхса лартнӑччӗ, хаваслӑ хура куҫлӑ та вӑрӑм куҫхаршиллӗ.

Мама была тогда такая красивая, с волнистыми, забранными в узел светлыми волосами, со смеющимися черными глазами и разлетными бровями.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Шовкунӑнне те пуҫне бинтпа ҫыхса янӑ…

И Шовкун идет с забинтованной головой…

XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Сире кам ҫыхса ячӗ?

— Кто вас перевязывал?

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ясногорская, ун ҫинелле пӗшкӗнсе, унӑн вӗри суранне ҫыхса ятӑрччӗ…

Пусть бы Ясногорская, склонившись над ним, перевязывала ему горячую рану…

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Бюргерсем патӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ тарҫӑ-хӗрарӑмсем те ҫаннисем ҫине хӗрлӗ хӑюсем ҫыхса тухнӑ…

И батрачки бюргерские тоже все с красными…

XVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Рабочисем ҫаннисем ҫине хӗрлӗ хӑюсем ҫыхса тухнӑ, куртӑр-и?

— Рабочие вышли с красными повязками, видели?

XVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Халӑх ушкӑнӗнче тӑра парать, граждански тумтир тӑхӑннӑ, ҫанни ҫине хӑю ҫыхса янӑ.

Стоит в толпе, во всем гражданском и уже белая повязка на рукаве.

XVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Пӑх-ха: пӗри ларать, тепри пӗшкӗннӗ те унӑн суранне ҫыхса ярать…

Смотри: один сидит, а другой над ним склонился и рану ему перевязывает.

VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Эпӗ ӑна ҫурӑм, бинтпа ҫыхса ятӑм…

— Я промыл, забинтовал…

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Лаша урине кастарчӗ те, эпӗ ӑна, старшина асӑрхаса пӗтӗм халӑх умӗнче ан намӑслантартӑр тесе, ҫыхса ятӑм.

— У меня конь засекся, так я перевязывал, чтоб старшина не заметил и не пристыдил всенародно.

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Уроксене туса пӗтерсен, Костя Лобзике мӑйкӑч тӑхӑнтарчӗ, ҫавӑтса пыма мӑйкӑчран кантра ҫыхса ячӗ, вара эпир пирӗн пата кайрӑмӑр.

Когда мы кончили делать уроки, Костя надел на Лобзика ошейник, привязал к ошейнику поводок, и мы отправились ко мне.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Вара вӑл диван ҫинчи минтере илчӗ, ӑна чӑп-чӑмӑр пулмалла чӑмӑртаса, любительски кӑлпасси пек, кантрапа хыттӑн ҫыхса лартрӗ.

Тогда он снял с дивана подушку, свернул ее, как будто трубку, и обвязал потуже веревкой, словно любительскую колбасу.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Лаша чупса кайрӗ, анчах клоун ун ҫинчен сирпӗнсе анчӗ, ҫапах та ҫӗре ӳкмерӗ, алли-урисене чарса пӑрахса, цирк тӑрӑх вӗҫсе ҫӳреме пуҫларӗ, мӗншӗн тесен ӑна ҫӳлтен канатпа ҫыхса хунӑ-ҫке-ха.

Лошадь поскакала, а он свалился с нее, но не упал на землю, а принялся летать по цирку, расставив руки и ноги, потому что был сверху к канату привязан.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех