Шырав
Шырав ĕçĕ:
24. Лешӗсем вара Зиф хулине Саултан маларах тухса кайнӑ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Зиф ҫыннисем Саул патне Гива хулине пынӑ та каланӑ: Давид пирӗн патӑмӑрта, ҫын ҫӳремен вырӑнта, вӑрманта, Иесимонран сылтӑмарах ларакан Гахил сӑрчӗ ҫинче, пытанса пурӑнать; 20. эппин, кӑмӑлу пулсассӑн, патша, кай ҫавӑнта; пирӗн тивӗҫ ӑна патша аллине тытса парасси пулӗ, тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Идумея ҫынни Доик кайнӑ та священниксене тапӑннӑ, йӗтӗн ефод тӑхӑнса ҫӳрекенскерсене ҫав кун сакӑрвун пилӗк# ара вӗлерса тухнӑ; 19. Номвӑна та, священниксен хулине, хӗҫпе аркатса тӑкнӑ; арҫынсемпе хӗрарӑмсене, яш ачасемпе пӗчӗк ачасене, вӑкӑрне, ашакне, сурӑхне — пӗтӗмпе хӗҫпе касса тӑкнӑ.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Саул тарҫисемпе пӗрле тӑракан Идумея ҫынни Доик ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ Иессей ывӑлӗ Номва хулине Ахитув ывӑлӗ Ахимелех патне килнине куртӑм, 10. лешӗ уншӑн Ҫӳлхуҫана тархасларӗ, ӑна апат-ҫимӗҫ те, Голиаф филистимӑн хӗҫне те пачӗ, тенӗ.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид Номва хулине Ахимелех священник патне пынӑ.
1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те санӑн аҫу ман ҫинчен ыйтсассӑн, эсӗ: «Давид манран ирӗк ыйтса хӑйӗн хулине Вифлееме кайрӗ: вӗсенӗн пӗтӗм йӑхӗ унта ҫулталӑкшӑн кӳмелли парне парать» те.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Филистимсем вӑрҫӑ вӑрҫма ҫар пухнӑ та Иудейӑри Сокхоф хулине пуҫтарӑннӑ, Сокхофпа Азек хушшинчи Ефес-Даммим хулинче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Элчӗсем Саул пурӑнакан Гива хулине ҫитнӗ те ҫав сӑмахсене халӑха каласа панӑ; вара пӗтӗм халӑх ҫухӑрашма, макӑрма пуҫланӑ.
1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. [Уйӑха яхӑн иртсессӗн] Аммон ҫынни Наас килсе ҫитнӗ те Галаадри Иавис хулине хупӑрласа илнӗ.1. И [было спустя около месяца,] пришел Наас Аммонитянин и осадил Иавис Галаадский.
1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Самуил вара Израиль ҫыннисене каланӑ: кашнийӗ хӑйӗн хулине кайтӑр, тенӗ.
1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Каланӑ вара Самуил: Израиль ҫыннисене пурне те Массифа хулине пуҫтарӑр та, эпӗ сирӗншӗн Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑп, тенӗ.5. И сказал Самуил: соберите всех Израильтян в Массифу и я помолюсь о вас Господу.
1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем Турӑ арчине Аскалон хулине ӑсатнӑ; Турӑ арчи Аскалона пырса ҫитсессӗн, Аскалон ҫыннисем сехӗрленсех ӳкнӗ: Израиль Туррийӗн арчине кунта пире, пирӗн халӑхӑмӑра вӗлерсе пӗтерес тесе илсе килчӗҫ, тенӗ.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Израиль Туррийӗн арчине Геф хулине ӑсатнӑ.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑнпа Дагон апӑсӗсем те, Азот хулине Дагон кӗлетки ҫуртне ҫӳрекенсем те паян кунчченех Дагон алӑкӗн урати ҫине ура пусмаҫҫӗ, [ун урлӑ ярса пусаҫҫӗ].
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Филистимсем Турӑ арчине туртса илнӗ те ӑна Авен-Езер хулинчен Азот хулине илсе пынӑ.1. Филистимляне же взяли ковчег Божий и принесли его из Авен-Езера в Азот.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара халӑх ҫавӑнта вуникӗ пин вӑйпитти ҫын янӑ, вӗсене ҫапла хушнӑ: кайӑр та Галаад ҫӗрӗнчи Иавис хулине, унта пурӑнакансене хӗҫпе вӗлерсе тухӑр, хӗрарӑмсемпе ачасене те пӗтерӗр; 11. акӑ мӗнле тӑвӑр: кирек мӗнле арҫынна та, арҫынпа хутӑшнӑ кирек мӗнле хӗрарӑма та пӗтмелле тупалӑр, [хӗрӗсене вара чӗрӗ хӑварӑр, тенӗ. Ҫавӑн пек тунӑ та].
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Каланӑ вӗсем: Израиль йӑхӗсенчен Массифа хулине Ҫӳлхуҫа умне килменни кам та пулин ҫук-и? тенӗ.8. И сказали: нет ли кого из колен Израилевых, кто не приходил пред Господа в Массифу?
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн тесессӗн Массифа хулине Ҫӳлхуҫа умне килменнисене хӑрушӑ ылханпа ылханнӑ, ҫав ҫынсене вилӗм аллине памалла, тенӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Левит, вӗлернӗ хӗрарӑмӑн упӑшки, ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ хамӑн ҫум-арӑмӑмпа Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулине ҫӗр каҫма кӗтӗм; 5. Гива ҫыннисем, мана тапӑнасшӑн пулса, ҫӗрле пирӗн ҫурта ҫавӑрса илчӗҫ; мана вӗлересшӗнччӗ, ҫум-арӑмӑма вара [мӑшкӑлласа] асаплантарса пӗтерчӗҫ, вӑл ҫав асапа тӳсеймесӗр вилчӗ; 6. эпӗ ӗнтӗ ун виллине касса вакларӑм та ӑна Израиль пурӑнакан пӗтӗм ҫӗре салатрӑм, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫак тискер те намӑссӑр ӗҫе Израильре турӗҫ; 7. ӗнтӗ эсир, Израиль ывӑлӗсем, пурсӑр та пӗрле пӑхса тухӑр та ҫак ӗҫе, татса парӑр ҫакӑнта, тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израиль ывӑлӗсем Массифа хулине пыни ҫинчен Вениамин ывӑлӗсем те илтнӗ.3. И сыны Вениаминовы услышали, что сыны Израилевы пришли в Массифу.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.