Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пынӑ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пачӑшкӑ тата учительсем тӑрӑшнипе хресченсем вӗренӳ уссине ӑнланнӑ, шкулсенче ача шучӗ ӳссех пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Ҫавна кура шкулта вӗренекенсен шучӗ ӳссе пынӑ, чиркӗве те чӑвашсем ытларах ҫӳреме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Ҫӗнӗ учитель шкулти предметсене, Турӑ законне чӑвашла вӗрентнӗ, чиркӳре кӗлӗсене чӑвашла юрлама хӑнӑхтарса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Вӗсем патӗнчен Матюк иртсе пынӑ тет: «Тарӑн варта чакак пур, вӑл калаҫма пӗлет, тӗлӗнтермӗшсем калать».

Мимо проходит Матюк: «В овраге сороку видели, она говорить умеет, неслыханное рассказывает».

Чӗкеҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/519

Паллӑ, хӑш-пӗр ӗҫсене 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ ӗҫ хучӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫласа пынӑ.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Ҫав кунран Сеххимен хӑрани ӳснӗҫем ӳссе пынӑ.

С этого дня страхи Сеххиме все росли и росли.

Ҫичӗ вуллӑ юман // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/504

Учӗ патне пуринчен те кайран утса пынӑ ҫын, вилтӑпринчен уйрӑлайман пек, каялла чылайччен пӑхса тӑчӗ те хӑй тӗллӗн калаҫса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тытса пынӑ ҫынсене?..

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ара, Пӑкачава тытса пынӑ ҫынсене императрица ирӗк паратӑп, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кавар йӗркелесӗссӗн Сюльдяшовах иккӗленекенсене хавхалантарса пынӑ, вӑлах тепӗр ик-виҫӗ ҫынпа пӗрле Кӗтерне патша чиновникӗсемпе вӑрттӑн тӗл пулса калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑштах сиксе утланчӗ Пӑкачав илсе пынӑ учӗ ҫине.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑшместӗре тапӑра хӑварасшӑнччӗ, анчах вӑл юлма килӗшмерӗ, ҫур витре ытла сивӗ шыв ӗҫрӗ те хӑй патне ҫавӑтса пынӑ ута утланчӗ…

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑп та лӑп ҫав хушӑра кунтан вунпилӗк ҫухрӑмра салтаксем тыткӑна лекнӗ тӑватӑ пӑлхавҫа хайсен пуҫлӑхӗ патне тӗпчесе пӗлме илсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мулкач шыв ӗҫме ҫырма хӗррине пынӑ тет те хӑй сӑнне курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, вӑрҫӑ пынӑ чухне пӗр кун та теме тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улатӑра ҫитсе пынӑ чухне ҫулран пӑрӑнчӗ те кӑнтӑралла кайрӗ, хулана тепӗр енчен пырса кӗме шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара вӑл, ним тума аптӑраса, сиккипе пынӑ ҫӗртенех пӗр пысӑк юманӑн аялти туратӗнчен ҫакланчӗ те хӑпӑл-хапӑл ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хаяр Иван Хусана пынӑ чухне тутарсем ӑна тыткӑна илме шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан ҫаксем, сӗм вӑрманпа пынӑ чухне, час-часах вӑрман ҫыннисем тапӑннинчен хӳтӗленмелле пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Валтиел ҫумӗнчи Эпрахиль юпи патне мӗншӗн пынӑ вӑл? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Укаслу.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех