Шырав
Шырав ĕçĕ:
Моргиана ҫурма пӑвнӑ Гервака тӗртсе ывӑтнӑ хушӑк кӳлӗрен пуҫланать те вашмӑкланса тинӗселле анать, ун ҫийӗнчен ик ҫӗр метр ҫӳллӗшӗнче тӑсӑлать; унтан чӑнкӑ тайлӑма кӗрсе ҫыран хӗрринчи хӑйӑрлӑ ахаль варпа вӗҫленет; кунта — ҫӗр тата чул катрамӗсем.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Анчах та ҫирӗплетсех калатӑп: пысӑкран та пысӑк йышӗ — ахаль шульӑксем.Но, смею вас уверить, что в большинстве — они самые обыкновенные жулики.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Чулсем пурте тенӗ пекех иккӗмӗш сортлӑ; хура-симӗс шӑрҫасем вара… вӗсем ахаль кӗленче кӑна!Почти все камни второго сорта; что касается черно-зеленых бус, то они — простое стекло.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Юрать, — терӗ Моригана; хӑнан ҫирӗп, улшӑнми сассинчен вӑл мӗнле тӗллевпе килнин тӗшшине тӗшмӗртме пуҫларӗ, — куратӑп: сирӗн хӑвӑрӑн искусствӑн чӳкҫисен шӑпине пӗлмелли меслетсем пур иккен; чӑн та, эсир мана тӗлӗнтеретӗр, мӗншӗн тесен Джесси чирӗ — вӑраха кайнӑ ахаль йӑмшаклӑх, анчах ыйтма ирӗк парсамӑр: юрӗ… унӑн чире наркӑмӑш витӗмӗ тейӗпӗр…
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Сӑрӑ, чӗрӗ куҫӗсем сывӑ та ансат, ахаль сӑна туллин тивӗҫтереҫҫӗ, унра ҫапах та каппайчӑклӑх та, кӑнттамлӑх та ҫук, — тӳрӗ ҫыннӑн лайӑх сӑн-пичӗ.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Е — сӑмахран: «арҫын килӗнчи еркӗн хӗрарӑм» тата ахаль «еркӗн».
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӗсем шавламасӑр, кулянмасӑр уйрӑлчӗҫ, ахаль те, арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫра та пӗр-пӗрне кирлӗ маррине уҫрӗҫ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Флакон тӗпӗнче тӗссӗр шӗвек — нумаях мар; пӑхсан вӑл ахаль шывран нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть; чашкӑракан ҫӗлен пекрех, тен, унран та хӑрушӑрах пулсан та, мӗншӗн тесен вӑл — наркӑмӑш, пӗр ик ҫӗр ҫул каяллах путсӗр ӑсчах уҫнӑскер, анчах тӳрех вӗлерекенни мар.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Моргианӑна ҫак ҫурта халалласа хӑварса Тренган, паллах, ватӑ хӗре пӗртте кӳрентерес темен, анчах Моргиана питӗ лайӑх пӗлет: пилӗк ҫул каялла кунта шурӑ ӳтлӗ ташӑҫӑ пурӑннӑ — вӗчӗрхенчӗк те юнтармӑшскер, унӑн кашни ыйтӑвне тивӗҫтернӗ, ахаль ҫеҫ мар, кулса вилмелле хисеплӗн.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Унра ӳкерес туртӑм та, сӑвӑ ҫырас ӑнтӑлу та, мӗне те пулин кӑмӑлласа пӑрахнипе хавхаланас ытти аппалану та ҫук; хӑйсемпе мӗн тумаллине пӗлмен кӑткӑс чӗрӗ чунсене калӑпласа ывӑннӑран — ҫут ҫанталӑк хаш сывласа ҫапла каланӑ тейӗн: «Вӑл ахаль хӗр кӑна пултӑр».
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эпӗ туянтӑм ҫеҫ; Товаль вара хӑйӗн ахаль те ҫителӗксӗр вӑхӑтне шалтан капӑрлатма-майлаштарма ячӗ.Я только купил; Товаль потратил множество своего занятого времени на все внутреннее устройство.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ унӑн авӑкӗ-ӑнтӑлӑвӗ ӑнсӑрт пулнине шанатӑп, хӑнӑхнӑ ахаль кунсем ҫитсен, ахӑртнех, ҫав ӑнсӑртлӑх тӗлӗшпе хӑех кулса илет те…Я надеялся, что ее порыв случаен и что она сама улыбнется над ним, когда потекут привычные дни.
XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ шӑнкӑравланине курчӗ вӗт ара; эппин, ахаль те пыратӑп.
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Хӑвӑр мӗн пӗлнине каласа парсамӑр, — ахаль ыйтусем хыҫҫӑн — мӗн ятлӑ, миҫе ҫулта — сӗнчӗ комиссар.
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах суйи-ултавне, тӗрлӗ пӑтӑрмахне ахаль те сахал мар курнӑран, кӗлмӗҫленес те мар терӗҫ, ҫакӑнтан та ытларах кӗтсе вӑхӑта тӑсас мӑр терӗҫ.
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
— Хитре, — килӗшрӗ Эверкки, ахаль те ҫулӑмланса ҫунакан кӑвайт ҫине татах типӗ хӑрӑк-турат пӑрахса.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Гезпа тӗл пулӑва эпӗ хам та кӗтетӗп, ку еплерех пулса иртесси пирки пӗрре мар шухӑшланӑ, анчах ҫакна та пӗлетӗп: «Чупакан» ҫинчи пӑтӑрмах халӗ урӑх пӗлтерӗшлӗ, уголовлӑ ахаль явап тыттараслӑх мар.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ӑнсӑртран усӑллӑ сӗнӳ панӑшӑн кӑмӑллине пӗлтерсе аяла антӑм; карап хыҫӗнчи стенари пӗчӗк чӳречеллӗ пысӑках мар каюта — апатланмӑш вырӑнне; унта Тоббоган ларать ӗнтӗ, эпӗ ахаль йывӑҫ сӗтел ҫумӗнчи сак ҫине вырнаҫрӑм.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тепӗр енчен — йышӑнмаллах: Сениэль хӗрӗн, питӗ хитре те сайра тӗл пулакан кӑмӑллӑскерӗн, портречӗ кунта ахаль упранмастех, ахӑртнех, ку Гез туйӑмӗсемпе ҫыхӑннӑ.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Калаҫу кӗҫех госпитальте ӑна хирӗҫ пыракан каварсем ҫине куҫрӗ, эпӗ Филатра манпа мӗн пулса иртни ҫинчен ҫырса пӗлтерме сӑмах патӑм; анчах ахаль ҫак сӑмахсенче «Хумсем ҫинче чупакан» сӑмахсем вӗҫӗмсӗр талпӑнса тӑраҫҫӗ, чӑн та, эпир вӗсене пачах та каламарӑмӑр.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.