Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ак сăмах пирĕн базăра пур.
ак (тĕпĕ: ак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Машинине туянсан, ак, хӑй чи малтан вӑшт-вашт кӗрсе саркаланса ларӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ак ӗнтӗ эпир, ҫиекен навус кӑмпи шӑршиллӗ чӑнкӑ, шӑвӑнчӑклӑ картлашкапа каптӑртаттарса улӑхса, Тимӗр Кӗркурин хваттерӗн шултӑрканӑ йывӑҫ алӑкӗ умне ҫитсе тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ак тата хура симӗс ҫунатлӑ нӑрӑ та пӑнлаттарса вӗҫсе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Кӗҫех хӑвах курӑн ак.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ак ӗнтӗ ҫак ҫӑмарта та майӗпен мучи хӑй ӗмӗтӗнче тытса пурӑннӑ пиншак тӗслӗн шупкаланса, тӗксӗмленсе пычӗ, унтан пачах хуралса ларчӗ, юлашкинчен, ункӑ хыҫҫӑн ункӑ туса, ҫаврӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ак пырать мучи арӑмӗ патнелле талпӑнса, лӑнкӑ-ланкӑ пускаласа, енчен енне сулӑнкаласа, пуҫне чӗтретсе, малалла ӳпӗнсе, ӳт-пӗвӗпе калтӑраса, хаяр ҫиллине шӑнарса, ҫитсенех арӑмне хулӑпа вӗтелентерсе «тасатма» тӗв тытса (кӗрхи шӑна хытӑ ҫыртать ҫав).

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ак вӑл арӑш-пирӗш йӑваланса выртакан пӗчӗк ҫапӑ купи патне ҫитсе тӑчӗ, хулӑ вырӑнне усӑ курма юрӑхлӑ турат шыраса, куҫне купа ҫийӗн каллӗ-маллӗ шутаркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Асӑрханса, аллине йӑва патнелле тӑсрӗ, йӑвара хыпашлакаласа пӑхрӗ — ак тамаша, унта нимӗн те пулмарӗ…

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ак хашакӑн сулахай енчи ҫӳлти кӗтесӗнче — мучин иккӗмӗш арӑмӗнчен ҫуралнӑ ывӑлӗ Иван (пӗрремӗш арӑмӗнчен ҫуралнӑ Лисук сӑнӳкерчӗкӗ кунта ҫук, мӗншӗн тесен паксӑр упӑшки пӗр-ик хут алӑ ҫӗклесенех хӑйӗн этем хакне-чысне ҫӗре таптама паман хӗрарӑм ҫулталӑкри ачи-мӗнӗпех Ҫтаппанран уйрӑлса кайнӑ та урӑх арҫынна качча тухнӑ; Иванӑн ашшӗ енчен те, амӑшӗ енчен те тӑван йӑмӑкӗн Зинӑн сӑнӳкерчӗкӗ те ҫук: хӗр ача виҫӗ ҫул тултарсанах Ҫтаппан ӑна, ҫемьере «ытлашши карланкӑ» тесе, аякри ялти Турӑ ача пӳрмен пӗр ҫемьене усрава панӑ).

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ак, килте юхтарни…

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ак кама уйӑрса лартмалла пулнӑ ку ялта участковӑй пулма!

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ак пыраҫҫӗ вӗсем урам тӑрӑх шӑкӑр-шӑкӑр шӑкӑртаттарса: Трофим малта, танлӑн таплаттарса, пуҫне мӑнаҫлӑн ухкаласа.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ак ӗнтӗ Урӑлманкинӑн кӑптӑрти кил-ҫурчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ак ҫакӑнта! —

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ак вӑл ларкӑч ҫине ларчӗ те кӗсменсемпе авӑскалама пуҫларӗ, киме Аркадий патнех шутарса ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Аркадий палт! каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ — ак телей: юнашарах шуйхӑннӑ, инкеклӗ вырӑнтан хӑвӑртрах аяккалла тарса ӳкме васкакан хумсем ҫинче вӗр-ҫӗнӗ, кӑвак сӑрӑпа сӑрланӑ кимӗ пуҫне ухкалать, унта ҫирӗп хул-ҫурӑмлӑ, кӗре сӑн-питлӗ, шалпар кӑвак спорт костюмне тӑхӑннӑ чух арҫын тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ак автобус та — «Икарус» — карласа та харлатса кустарса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ак сан сочинени.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Анчах (ак тамаша!) вуланӑҫемӗн унӑн сӑн-питӗнчи япшарлӑхӗ, хавхаланӑвӗ, вӑраххӑн улшӑнса, тӗтреленсе, ҫухалса пычӗ, кӑштахран ялтӑра куҫӗсем те, чун кӗлемелле мар пысӑкланса, пӑрланса хытнӑ пек курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ак ӗнтӗ класра ҫыру экзаменӗ, пӳрт ӑшчиккине ӑшӑтакан радиатор пек майӗпен, шӑппӑн вӑй илсе, хӗрсех кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех