Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шӑпах сăмах пирĕн базăра пур.
Шӑпах (тĕпĕ: шӑпах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чухне эпӗ ӳпкелешменччӗ, халӗ шӑпах - меллӗ самант.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Унӑн директорӗ шӑпах Галина Соловьева пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Унӑн мӑшӑрӗ Елизавета шӑпах хайхи Ача ҫуртӗнче воспитательницӑра ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Шӑпах вӑл капиталлӑ юсав витӗр пӗрремӗш тухакансенчен пӗри пулчӗ», - терӗ Алла Леонидовна.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Кунта шӑпах капиталлӑ юсав ӗҫӗсем хӗрсех пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Вӗсем, шӑпах чи нумай каяш пуҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑкшӑм пӗви тасалчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61086

Шӑпах сад-пахчара помидор, ҫырла, чечек лартма вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Шӑпах кунти 17-мӗш шкулта вӑй хурать пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫӗ – Екатерина Ананьева.

Куҫарса пулӑш

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ – 2023» конкурс лауреачӗсем паллӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60609

Тахҫанах ҫулҫӳреве кайма ӗмӗтленнӗ тӗк шӑпах билет туянмалли вӑхӑт.

Если вы давно хотели отправиться в путешествие, то самое время покупать билеты.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ шӑпах путӑксене сапламалли тапхӑр.

Куҫарса пулӑш

Шӑтӑк-путӑклӑ ҫула йӗркене кӗртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60724

Тӗрлӗ пулӑшупа, хыпарпа вӗсем шӑпах компьютерпа тата телефонпа усӑ курса паллашаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинемейсемпе асаттесем те «онлайнра» пулма юратаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60727

Шӑпах вӑл Оринин халӑх театрне Чӑваш драма театрӗн артисчӗсене явӑҫтарать.

Куҫарса пулӑш

Оринин халӑх театрӗ 105 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60728

Вӗсем шӑпах вӗренекенсемпе студентсене пулӑшӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫпе тивӗҫтерӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60746

Паха кадрсене ҫитӗнтересси шӑпах ҫакнашкал ӑмӑртусенчен пуҫланнине регион ертӳҫи те палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Професси ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвӗ иртет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60745

Саккуна кӗртекен тепӗр ҫӗнӗлӗх шӑпах муниципалитет пухӑвӗн депутачӗн полномочийӗсене вӑхӑт ҫитмесӗрех вӗҫлемелли ҫӗнӗ сӑлтава палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Ял старости — 18 ҫултан // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60763

Василий вӑрҫа тухса кайнӑ кун Нина хӗр ача шӑпах ҫулталӑк тултарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Янаслов шӑпах ҫавна пӗлмесӗр асапланчӗ те.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Шӑпах пилӗк ҫул каялла, июль пуҫламӑшӗнче, эпир — атте, пичче тата эпӗ — вӑрмана тухса кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫапла, Зиминцев ҫакӑн пек меслетпех (анчах ку меслет Люся ҫулӗнчи тата ун вырӑнӗнчи хӗрачашӑн шӑпах чи витӗмли пулма пултарнӑ та, тата вӑл Зиминцевшӑн хӑйшӗн те начар пулман, мӗншӗн тесен ниҫта та нимӗнле йӗр те хӑвармасть), — ҫапла вӑл ҫакӑн пек меслетпех Люсьӑна ӗҫӗн питӗ аван мар вӗҫӗ патне илсе пыракан ҫул ҫине кӗртсе яма пултарнӑ, Евгений.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ячӗ унӑн — Шӑпчӑк кати Мосальский, ҫав вырӑнта ҫичӗ ҫул пулманскер, ун чухне шӑпах унта кайма тухнӑ пулнӑ та.

Куҫарса пулӑш

I. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех