Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗчӗк сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗчӗк (тĕпĕ: пӗчӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Степан та хура пекех тӗксӗм ҫырӑ — ӑҫтан пӗлес-ха пӗчӗк ачан ачаш ӳчӗ айӗнче кӑвакраххӑн курӑнса выртакан тымарӗсем тӑрӑх чӗре кам юнне хӑваланине?

Темно-русый, почти черный был и Степан, — как узнать, чью кровь гоняет сердце по голубеющей сетке жил, просвечивающей под кожей ребенка?

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий тутипе пӗчӗк хӗрӗн нӳрлӗ ҫамкине сӗртӗнчӗ, учӗ патне пычӗ.

Григорий коснулся губами влажного лобика дочери, подошел к коню.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл пӗчӗк ҫунана кӳлнӗ кӗсрине картишне кӗртмесӗрех ҫатан карта ҫумне кӑкарса хучӗ, хӑй, тӑлӑп ҫухавийӗ ҫинче лапатка пек сухалӗ ҫумне шӑнса ларнӑ пӑр шакӑрчакӗсене турта-турта уйӑркаласа, тарҫӑсем пурӑнакан ҫурта лӑкӑштатса кӗрсе кайрӗ.

Кобылу, запряженную в кошевки, не въезжая во двор, привязал к плетню, захромал к людской, обдирая сосульки с бороды, лежавшей на воротнике тулупа черным бруском.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кунтан йӳне тупма ҫук, пуҫлӑхсем ку пӗчӗк инкеке асӑрхаймӗҫ.

— Дешевше не найдешь, а начальство не доглядит.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья ҫуратнӑ хӗрачана часах пурте хӑнӑхса ҫитрӗҫ, хур аҫин тӗкӗсене лачака кӳлӗ хыҫӗнчи пӗр пӗчӗк шырланта тупрӗҫ (тилӗ тӗшӗрсе янӑ пулас), — вара лӑпланчӗҫ.

К девочке, которую родила Аксинья, скоро привыкли, а от гусака нашли за левадой в ярке перья (видно, лиса пошкодила) — и успокоились.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан сасартӑк куҫ кӗтесӗсене вӗттӗн-вӗттӗн пӗркелентерчӗ те пӗчӗк ача пек йӑвашшӑн кулса ячӗ.

И вдруг улыбнулся простой ребячьей улыбкой, расщепляя углы глаз на множество тонких морщинок.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр пӗчӗк айлӑм урлӑ сиксе каҫрӗ те вӑл чарӑнчӗ, унтан, вӑртах аяккӑн ҫаврӑнса тӑрса, йытӑсене курчӗ.

Перепрыгнув ложок, он стал и, живо повернувшись боком, увидел собак.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗчӗк суран кӑна.

Только маленькая рана.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Путса аннӑ ҫуна хыҫӗнчен, пӗчӗк варинкке пек варинккеленсе, шыв ҫаврӑнать.

Вода курчавилась за оседавшими санями мелкими воронками.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗнле пурӑнатӑн, Аксинюшка? — тесе ыйтать сотник, пӗчӗк пӳлӗме кӑвак пирус тӗтӗмӗпе тӗтӗрсе.

— Как живешь, Аксиньюшка? — спрашивал сотник, наводняя комнатушку синим папиросным дымом.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сашкӑна сухалӗнчен темле халиччен курман пӗчӗк тискер кайӑк ҫуласа илсе, подпилкӑпа хӑйранӑ пек йӗр туса хӑварнӑ тейӗн.

Будто неведомый зверек лизнул Сашку в бороду, положив след тонюсенького напильчатого языка.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лутака кӗлеткеллӗскер, пӗтӗмпе кӑвакарса-симӗсленсе кайнӑ ҫӳҫ-пуҫлӑскер (аллисем ҫинче те-ха унӑн кӑвак тӗксем пулнӑ), ача чухнех чукмарпа ҫапса лапчӑтса лартнӑ сӑмсаллӑскер, вӑл яланах пӗчӗк ача пек ӑшшӑн ейӗлсе, йӑл кулса ҫӳренӗ, кулнӑ май хӗрлӗ пӗркеленчӗклӗ куҫӗсене мӑчлаттарса, йӗри-тавралла уҫӑ кӑмӑллӑн пӑхнӑ.

Низенький, весь в зеленой седине (на руках и то рос седой волос), с носом, расплюснутым еще в детстве ударом чекмаря, вечно улыбался он голубой детской улыбкой, мигая на окружающее простодушными, в красных складках, глазами.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ӗнер сунарта мӗнле ҫӳрерӗр? — тесе ыйтрӗ сотник ашшӗнчен, ҫинҫе урисемпе пӗчӗк кавир ҫине пусса.

— Как ваша вчерашняя охота? — спросил сын у старика и опустил на коврик узкие ступни.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн халӗ кӑна вылянса тӑракан куллине ҫил ҫуласа илнӗ пек пулчӗ, чарӑлса кайнӑ куҫӗсенче, хӑваласа халтан янӑ пӗчӗк тискер кайӑк майлӑн, тунсӑхлӑхпа хӑравҫӑлӑх тӗмсӗлеҫҫӗ.

Недавнюю улыбку с губ ее как ветер слизал, в расширенных глазах загнанным зверьком томились тоска и испуг.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Картишне кӗчӗ, вӗтӗ ҫуртырри улӑмӗпе хутӑш ҫӑрса тунӑ тӑм пӳртӗн пӗчӗк чӳречинчен шаккарӗ.

Вошел во двор, постучался в крохотное окошко саманной хаты.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ука тӗслӗ йӗплӗ курӑкпа мӑкланса ларнӑ пӗчӗк площадьре — иккӗмӗш чиркӳ, симӗс куполлӑ, симӗс тӑрӑллӑскер, — кӳллӗн леш енче ӳсекен ешӗл тирексемпе пӗр тӗслӗ.

На маленькой площади, заросшей иглисто-золотой колючкою, — вторая церковь, зеленые купола, зеленая крыша, — под цвет зеленям разросшихся по ту сторону озера тополей.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дарья уринчи ҫӑматтисемпе кӑштӑртаттарса, чупса ҫӳрет, чӳлмексене кӗмсӗртеттерет; хӑйӗн ҫаннисене чавса таран тавӑрнӑ кӗрен кӗпе айӗн пӗчӗк кӑкӑрӗсем чӗтренеҫҫӗ.

Дарья бегала, шаркая валенками, грохотала чугунами; под розовой рубашкой, с засученными по локоть рукавами, трепыхались маленькие груди.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗчӗк ачасем кӑна, кунӗ-кунӗпех ҫатан карта тӑрринчен татӑлма пӗлмесӗр, ҫак ют ҫын мӗн хӑтланнине тискер кайӑкла сӑнаса тӑраҫҫӗ.

Лишь ребятишки дни напролет неотступно торчали над плетнями, с беззастенчивым любопытством разглядывая чужого человека.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Батя, эсир пӗчӗк ачапа пӗрех ҫав, тупа турӑшӑн та!

— Батя, вы — чисто дитё, истинный бог!

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кучер Емельян, кӑвакарма пуҫланӑ пӗчӗк сухалӗ ҫумӗнче лӑкӑртатса тӑракан кукӑр чӑпӑклӑ чӗлӗмне сурчӑклантарса, кӑвак пурҫӑн тилхепесене майлаштарса татрӗ те, вара пӗр пар хура ут, пуҫӗсене ухкаласа, урам тӑрӑх тӗпӗртеттерчӗ.

Кучер Емельян, слюнявя прикипевшую к седеющей бороденке гнутую трубочку, разобрал синее шелковье вожжей, и пара вороных, играючись, защелкала по улице.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех