Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗксӗм сăмах пирĕн базăра пур.
тӗксӗм (тĕпĕ: тӗксӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак чечекленекен ҫӗршыв ҫине, ҫак тӗксӗм ӳтлӗ вӑйлӑ ҫынсем ҫине Европӑри пӗр патшалӑх кӑна мар ӑшшӑн пӑхать.

Уже не одно европейское государство посматривает с жадностью на этот цветущий уголок земли, на этих сильных темнокожих людей.

Вӗҫӗ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Тӗксӗм ӳтлӗ аллисем хӑвӑрттӑн шыва сиреҫҫӗ.

Темные руки быстро рассекают воду.

Карап ҫине! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Акӑ вӑл Маклайӑн шурӑхнӑ аллисене, путса кӗнӗ питҫӑмартисемпе тӗксӗм куҫхӑрпӑкӗсене ҫутатрӗ.

Вот ой скользнул уже по бледной руке Маклая, по его впалой щеке, по темным векам.

Тӗтӗм! Тӗтӗм! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Хӗвел ҫӳле-ҫӳле хӑпарнӑ, анчах сунарҫӑсем ҫитсе кӗнӗ вӑрманта тӗксӗм те сулхӑн.

Солнце поднялось высоко, но в лесу, куда вошли охотники, было темно и прохладно.

Унан-курӑк // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Тӗксӗм йывӑҫсем те хӳшӗ ҫывӑхнерех куҫнӑн туйӑнчӗҫ.

Темные деревья как будто придвинулись к хижине.

Шапа хуранӗсенчен тунӑ мӑй ҫыххи // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Пуҫӗсем тӑрринче тӗксӗм силленеҫҫӗ.

Перья колыхались на их головах.

Юлашки салют // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Арӑмӗ пӗрӗмлӗ, бантсемлӗ платье, тӗксӗм ҫӳллӗ шлепке тӑхӑннӑ.

На жене было смешное платье с оборками и бантами и высокая шляпа с перьями.

Юлашки салют // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Маклай ҫӗҫҫине йывӑҫӑн хулӑн хуппи ҫине тӑрӑнтарчӗ те ӑна касса ҫурчӗ — тӗксӗм вулӑ ҫинче шӗвӗр вӗҫӗпе аялалла туна вӑрӑм ухӑ йӗппи евӗрлӗ паллӑ ҫуталма пуҫларӗ.

Маклай вонзил нож в толстую кору и взрезал ее — длинная стрела острием вниз забелела на темном стволе.

Йывӑҫ ҫинчи паллӑ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Хура ҫӳҫӗ кӑтра, сӑмси лапчӑк, ӳчӗ тӗксӗм те ҫирӗп.

Черные курчавые волосы, приплюснутый нос, сильное темное тело.

Пӗрремӗш тус // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Синицкий, ним ӑнланмасӑр, инженера ҫилентерес мар тесе, хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе кӑна илчӗ: — Эпӗ тӗксӗм чулсем пуҫтарнӑ пулӑттӑм, Александр Петрович, — терӗ вӑл.

Синицкий недоуменно пожал плечами и осторожно, боясь рассердить инженера, сказал: — Я бы мог подобрать темные камешки, Александр Петрович.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Радиорубкӑран палуба ҫине тӗксӗм, тӑрмаланчӑк ҫӳҫлӗ йӗкӗт чупса тухрӗ.

Хмурый, взъерошенный паренек выбежал из радиорубки на палубу.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Тинӗс патнелле тӗксӗм хӑю тӑсӑлса кайрӗ.

Темная полоска потянулась к морю.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Хӗвелӗн вутӑн-хӗмӗн ҫиҫекен ҫаврашки ак-ак тинӗсе патлатса ӳкессӗн туйӑнать: ӑна майӗпенех тӗксӗм хӗрлӗ пӗлӗтсем хупӑрласа пычӗҫ, вӗсем чӗтресе тӑракан ҫутӑ пайӑркисене турта-турта илсе, ӑна горизонт хыҫнелле сӗтӗрме пуҫларӗҫ.

Огненный солнечный шар, казалось, вот-вот сорвется вниз: он постепенно обрастал темно-красными облаками, они как бы тянули его за горизонт, понемногу обрывая дрожащие нити — лучи.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Синицкий чул ҫинче, тӗксӗм хӗвел ҫине пӑхса ларать.

Синицкий сидел на камне, глядя на тусклое солнце.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Вӑл Васильевӑн тӗксӗм сӑн-пичӗ ҫине пӑхрӗ те ку ҫын хӑй ҫӑлӑннӑшӑн пӗрре те хӗпӗртеменнине туйса илчӗ.

Он смотрел на хмурое лицо Васильева и думал, что этот человек не может радоваться своему спасению.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Хура чаршав пӗтӗм тавра-курӑма витсе хучӗ, вӑл аялта, тинӗс хӗрринче ҫеҫ тӗксӗм хӗрлӗ ярӑм хӑварчӗ.

Черная завеса закрыла весь горизонт, оставив внизу, у самого моря, тусклую красноватую полоску.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Тӗксӗм плащ тӑхӑннӑ ҫын Мариам еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

Человек в темном плаще повернулся лицом к Мариам.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Вӑл хӗвел ҫути нихҫан кӗме пултарайман тинӗсӗн тӗксӗм те хура тӗпне курать.

Она видела его черную глубину, куда никогда не проникают солнечные лучи.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Тинӗс шывӗ кунта тӗксӗм кӑвак тӗслӗн курӑнать, вӑл кӑпӑкланса кӑна тӑрать.

Здесь оно было темно-синее, с пенистыми клочьями.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Унӑн тӗксӗм ҫӳҫӗсем хӗвелпе хӗрсе кайрӗҫ.

Ее темные волосы нагрелись от солнца.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех