Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑваҫҫӗ (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем вӑл кайнӑ хыҫҫӑн пӗтӗмпех хӑйсем мӗнле тӑвас тенӗ, ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ, вӑл пур кайран сурчӑкне сирпӗтсе «Эпӗ! Эпӗ! Эпӗ!» тесе кӑшкӑрать.

Люди после его ухода все сделают по-своему, а он после кричит взахлеб: «Я! Я! Я!»

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кӑмӑллӑ та тарават медсестрасем, унччен Одессӑри медицина институтӗнче вӗреннӗ студенткӑсем, хӑйсен ӗҫне правур та пӗлсе тӑваҫҫӗ.

Милые, услужливые медицинские сестры, бывшие студентки Одесского медицинского института, проворно и умело делали свое дело.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Десантсем антарасса кӗтсе, салтаксем сывлӑш десанчӗсене хирӗҫ ҫапӑҫмалли тактикӑна вӗренеҫҫӗ, ӑҫта транспортлӑ самолетсем анса ларма майлӑ вырӑнсене пур ҫӗрте те ҫӗр купаласа, йывӑҫсене урӑм-сурӑм йӑвантарса, юпасем лартса чӑрмавсем тӑваҫҫӗ.

Солдаты обучились тактике борьбы с воздушными десантами, устраивали препятствия в местах, удобных для приземления транспортных самолетов: насыпи из земли, завалы из деревьев, колья.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Пӗр-пӗрин ҫине пӑшӑрханкаласа пӑхаҫҫӗ хӑйсем, аптранӑн кулкалан пек тӑваҫҫӗ.

Они смущенно переглядывались, недоуменно пересмеивались.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Одесса валли парашютлӑ десант чаҫӗсем тӑваҫҫӗ, — терӗ Дульник.

— Организуются парашютно-десантные части для Одессы, — сказал Дульник.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Магазинсем суту тӑваҫҫӗ, киоскӑсенче сӑра сутаҫҫӗ, станцӑна поездсем килсе каяҫҫӗ.

Торговали магазины, в киосках продавалось пиво, по улицам двигалась оживленная толпа.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӑйлӑ ҫынсем ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ, — терӗ Виктор.

 — Виктор поднялся: — Так поступают сильные люди.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫавӑнпа артельсем тӑваҫҫӗ те ӗнтӗ.

Значит, к тому и артели.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Пурисене кунта ҫырмари чулсенчен купаласа тӑваҫҫӗ.

Здесь срубы выкладывают речным камнем.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кубань таврашӗнчи казаксем хӑйсен ят ҫӗрӗсене пӗтӗмпех акма пӑрахса, хӑйсене кирлӗ таран ҫеҫ акмалла, пӗр пӑт сутмалла мар кавар тӑваҫҫӗ имӗш.

На Кубани якобы казаки решили сеять хлеб только для себя, не продавать ни одного пуда.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Атте пулӑҫӑсене сывлӑх сунса эпир илсе пынӑ мӗлкене сӑмала ҫине пуҫса йӗпетрӗ те, унпа «Коля Рудневӑн» кайри пуҫӗн тулаш енне темиҫе хутчен сӗркелесе илчӗ — пулӑҫӑсем ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ иккен хӑйсен суднипе сывпуллашса уйрӑлнӑ чух.

Поздоровавшись с рыбаками, отец обмакнул принесенный нами квач в смолу и провел им несколько раз по наружной стороне кормы «Коли Руднева» — так обычно делали рыбаки, прощаясь со своим судном.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ун умӗнче сталинла аслӑ ҫӗнтерӳпе отчет тӑваҫҫӗ.

Отчитывались перед ним великой победой.

XXX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Халӗ старшинасем, таҫтан хӗрлӗ кубанкӑсене шыраса тупса, хӑйсен ездовойӗсене казаксем пек курӑнмалла тӑваҫҫӗ.

Сейчас старшины, раздобыв где-то красные кубанки, маскировали своих ездовых под казаков.

XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Саперсем каҫӑ тӑваҫҫӗ.

Саперы наводили переправу.

XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ротӑсем пӑрлӑ шывра шӑна-шӑна, факел ҫутинче каҫӑ тӑваҫҫӗ.

При свете факелов, замерзая в ледяной воде, роты наводили переправу.

II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Аттисем вӗсен чӑнкӑр-чӑнкӑр тӑваҫҫӗ

А сапожки у них дзень-дзень…

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Сире мӗн тӑваҫҫӗ?

Что вам будет?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Ҫитӗнсе ҫитнисем заводсемпе фабрикӑсенче, колхозсемпе совхозсенче ӗҫлеҫҫӗ, электростанцисем тӑваҫҫӗ, юханшывсемпе тинӗссене каналсем туса пӗрлештереҫҫӗ, пушхирсене шӑвараҫҫӗ, вӑрмансем лартаҫҫӗ.

Взрослые работают на заводах и фабриках, в колхозах и совхозах, строят электростанции, соединяют каналами реки и моря, орошают пустыни, насаждают леса.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Вӗсем турилккесемпе тата ытти япаласемпе мыскарасем тӑваҫҫӗ, ҫав япаласене ҫӳлелле ывӑтаҫҫӗ те каллех аллисемпе ярса тытаҫҫӗ.

Они жонглировали тарелками и другими разными вещами, то есть подбрасывали их и ловили руками.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Пурне те вӗсем питӗ ҫивӗч те сӑпайлӑ тӑваҫҫӗ, ҫавӑнпа та циркра ларакан кашни ҫыннӑнах сцена ҫине сиксе тухса, акробатсемпе пӗрле пуҫхӗрлӗн чикеленес килет.

И так у них все ловко получалось, что каждому, кто сидел в цирке, тоже хотелось выскочить на арену и начать кувыркаться вместе с акробатами.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех