Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турӗ (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лару-тӑру сунарҫа усал тумалла мар: тапӑнакансем утрав ҫинчи ҫынсен йышне пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑнпа та Гент кунта пилӗк ҫынран кая маррине ӗнентерсе лартма тӗв турӗ.

Благоприятным обстоятельством было то, что нападающие, по-видимому, не знали численности осажденных, и Гент решил до наступления тьмы внушить им, что на острове засело, по крайней мере, человек пять.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Пӗрре сывласа иличчен вӑл пӑшалне хул пуҫҫи патне ҫӗклерӗ, американ та ҫаплах турӗ.

Мгновенно он выбросил ружье к плечу, и то же сделал американец.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӑл татӑклӑнах пӗччен — Цауперепе тата «Рейльпе» — кайма тӗв турӗ.

Он окончательно решил идти один, с Цаупере и «рейлем».

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Стэнли кӑмӑлсӑрлӑхне пусарчӗ те Гентпа каҫхине калаҫса уҫҫа-хуппа тупма тӗв турӗ, хальлӗхе вара сумлӑ апат ҫимелле, — ҫакӑн пирки алӑкран пуҫне тайса кӗрекен араб хыпарлать ав.

Он подавил неудовольствие, решив вечером объясниться с Гентом, пока же предстояло съесть солидный обед, начало которого возвестил араб, появившись в дверях с поклоном:

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Анчах хура-тискер ӗҫӗн тӳрӗ ҫирӗплетӗвӗ ҫук, ҫавӑнпа та Стэнли ҫак пӑтӑрмаха манӑҫа хӑварма шут турӗ.

Однако прямых доказательств преступления не было, и Стэнли решил оставить случай без дальнейших последствий.

IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Виҫҫӗмӗш араб ӑна коран тыттарчӗ; наҫилккеҫӗ хӑйӗн сӑмахне шанчӑклӑн пурнӑҫламашкӑн тупа турӗ те сӑваплӑ кӗнекерен тутипе перӗнчӗ.

Третий араб подал ему Коран; носильщик произнес клятву быть верным своему обещанию и поцеловал священную книгу.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫакӑнта пуҫӗпех чӑмнӑскер пӗрре ҫурӑ пӑрӑнӑҫ турӗ те — ҫулне тепӗр хут тӗплӗн тишкернӗ хыҫҫӑн сылтӑмра пачах кӗтмен ҫӗртен ҫутӑ йӑрӑмне курать.

Он был так поглощен этим, что, сделав полтора оборота винта и выпрямившись, после одного такого исследования увидел свет справа совершенно неожиданно.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Кунта Гент хӑй йӗрлекенсем патне ҫывӑхарах пыма шут турӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хулана хапхаран мар, урӑх ҫӗртен кӗрессине ӑнланчӗ; йӗрлевне ӑнӑҫлӑ вӗҫлес йӳтӗмпе ҫав тери асӑрхануллӑн куҫать, халӗ мулатран вунӑ утӑмра ҫеҫ.

Здесь Гент счел нужным ближе держаться к туземцам, так как понимал, что они пройдут в город не через ворота; не желая упустить ни малейшей возможности успешно закончить преследование, он шел за мулатом не далее десяти шагов.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент вӗсен тӗлне ларчӗ те ҫавӑнтах хӑй шӑппӑн вырнаҫнӑшӑн шӑпине тав турӗ: тӗм тепӗр енче инҫех те мар арабла калаҫни илтӗнет; сунарҫӑн ҫивӗч хӑлхи илтнӗ малтанхи сӑмахсемех ӑна сис-чӳлентерчӗҫ:

Он сел возле них и тотчас поблагодарил судьбу, что сделал это бесшумно: в кустах слышалась арабская речь; уже первые слова, пойманные тонким слухом охотника, были подозрительны:

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Анчах Гент хӑйӗн шухӑшне Стэнлие пӗлтермерӗ-ха, ӑна вӑл каярахпа, ҫул ҫӳревҫе характерӗнче кӗвӗҫӳ-ҫӑткӑнлӑх пурри-ҫуккине тӗплӗ тӗпчесе палӑртсан тин, евитлеме тӗв турӗ.

Однако последний скрыл от Стэнли свой замысел, рассчитывая обнаружить его впоследствии, если бы нашел, что характер путешественника лишен зависти.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хулӑн ҫак вӗрлӗк варринчен вӗрен вӗҫне ҫирӗппӗн ҫыхса хучӗ, вӗрлӗкӗн тепӗр вӗҫӗнче куҫмашкӑн йӑлмак турӗ, ӑна тум-тирпе чӗркесе ҫыхрӗ.

Укрепив конец веревки посредине этого шеста, Гент сделал на другом конце неподвижную петлю, обмотав ее одеждой.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тӗпсӗр ҫыра ҫӑмӑллӑн каҫмалли вырӑн пек палӑртса Гент кӳлӗ патне кӑнтӑр тайлӑмпа анма тӗв турӗ, анчах ҫакӑн умӗн кӑштах ҫырткалама ҫыр хӗррине ларчӗ.

Наметив пропасть естественным пределом своего восхождения, Гент намеревался спуститься по южному склону к озеру, но перед тем присел у обрыва поесть.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Авалхи тӗнчене ӗренкелетекен, хӑйне евӗрлӗ ҫав вырӑнпа кӑсӑкланнӑскер — Гент шӑпах унталла ҫул тытрӗ, тусен пӗр пайне тӗпчесенех каялла, ҫыран хӗррине, таврӑнма тӗв турӗ.

Именно туда направился Гент, привлеченный оригинальной местностью, напоминавшей первобытный мир. Он рассчитывал, обойдя часть гор, вернуться к берегу.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Гордон Беннет, «Нью-Йорк Пӗлтерӳҫин» издателӗ, паллӑ ҫул ҫӳревҫӗ тӗлӗшпе сӑпайлӑ хушупа шӑпах мана чыс турӗ.

— Гордон Беннет, издатель «Нью-йоркского глашатая», оказал мне честь скромным поручением относительно знаменитого путешественника.

II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Унтан вӑл мана хул пуҫҫинчен шеплеттерчӗ, ҫамкаран чуп турӗ, манӑн кӗсьене пӗр ывӑҫ канфет чиксе хучӗ, шыраса тупса карттуса пачӗ, эпӗ вара Молли ӑшӑ, пиҫӗ аллине тута патнелле ҫӗклерӗм, вӑл ыррӑн-сыввӑн юласса шаннине евитлерӗм.

Потом она хлопнула меня по плечу, поцеловала в лоб, сунула мне в карман горсть конфет, разыскала и подала фуражку, а я поднес к губам теплую, эластичную руку Молли и выразил надежду, что она будет находиться в добром здоровье.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Молли, — Ганувер хӑрӑлтатса ассӑн сывлать; алли — карланки тӗлӗнче, унтан Моллин пуҫне ҫепӗҫҫӗн тайӑнтарчӗ те ҫӳҫӗнчен чуп турӗ.

— Молли, — он хрипло вздохнул, держа руку у горла, потом притянул ее голову и поцеловал в волосы.

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫак самантра Галуэй пӗшкӗнчӗ те Дигэне мӑйӗнчен чуп турӗ.

Тогда Галуэй нагнулся и поцеловал Дигэ в шею.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Аллине чуп турӗ.

Поцеловал руку.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ганувер пӗшкӗнчӗ те Дигэ аллине чуп турӗ — хӗрӳ киленӗҫпех мар, анчах чӑн-чӑнласах, унтан хушса хучӗ:

Потом Ганувер нагнулся и поцеловал руку Дигэ — без особого увлечения, но очень серьезно, сказав:

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ан пытар, — «вутлӑ шыв», «Лукреципе тупа тӑватӑп!» — кӑшкӑрса ячӗ Эстамп, — чӑнах калатӑп: вӑл Лукреципе тупа турӗ!

Признавайся, — «огненная вода», «клянусь Лукрецией», — вскричал он, — честное слово, он поклялся Лукрецией!

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех