Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗншӗн-ха пирӗн ӗмӗрте мӗнпурри те виҫӗ тӗрлӗ ҫынсем кӑна: пӗрисем — чапа е мухтава тухас кӑмӑла пулма тивӗҫ факт вырӑнне хурса йышӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ӑна тӗрӗс тесе шутлаҫҫӗ, ҫавна пула ӗнтӗ вӗсем ку кӑмӑла ирӗклӗнех пӑхӑнаҫҫӗ; теприсем ку кӑмӑла ниепле майпа сирсе яма май ҫук инкек вырӑнне хурса йышӑнаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем — хӑйсем чухламасӑр-тумасӑрах, вӑл кӑмӑлӑн чурисем пулса тӑраҫҫӗ.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫапла шухӑшласа пырса вӑл генерал пулса тӑчӗ, генерал пулин те, вӑл хӑй юлташӗн тӑлӑха тӑрса юлнӑ арӑмӗ патне, вӑл вӑхӑт тӗлнелле, ун шухӑшӗпе, юлташӗ вилме тивӗҫ, Наташа патне ҫӳреме именсе тӑмасть, ҫаплах кайкаласа ҫӳрет вӑл ун патне, бульварти музыка кӗвви уҫҫӑнрах илтӗнсе кайсан вара, ун куҫӗ умне ҫынсен ушкӑнӗсем курӑнса кайрӗҫ, вӑл вара бульвара ҫитсе кӗчӗ те, унчченхи пекех, ҫаврӑнӑҫусӑр, именӳллӗ, нимӗн тӗшне тӑман штабс-капитанах пулса тӑчӗ.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сӑнран пӑхса вӑл вырӑс ҫынни иккенне тавҫӑрса илме май пулман пулсан, ӑна нимӗҫ, е адъютант, е полкри квартермейстр (анчах апла пулнӑ пулсан унӑн шпорсем пулма тивӗҫ), е кампани вӑхӑтӗнче кавалерирен, пӗр-пӗр гвардирен ҫуран ҫара куҫнӑ офицер теме май пулнӑ пулӗччӗ.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл вӑхӑтсенче ак ҫак герой, авалхи Грецие тивӗҫ герой, — Корнилов, ҫар умӗнчен иртсе пынӑ чух: «Вилер те Севастополе парар мар, атьсемӗрӗ, тенӗ, пирӗн вырӑссем вара, пустуй сӑмах калама пӗлменскерсем: «Вилетпӗр! Ура!» — тесе ответленӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫынсем ҫав тери хӑрушла условисене хӗрес илес тесе, ят илес тесе мар, хӑранипе те мар йышӑнаҫҫӗ: кунта урӑх, чун хавалне ҫӗклентерсе яракан пысӑк сӑлтав пулма тивӗҫ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Ну, апла пулсан малтанлӑха пионерсене пуҫтар, вӗсем ыттисемшӗн те ответ тытма тивӗҫ.— Ну что ж, для начала собери своих пионеров, они за всех стоять должны.
Кухньӑри калаҫу // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ачасем акӑ, — ачасене эпир упрама тивӗҫ.
Кухньӑри калаҫу // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Учитель пурне те пӗлме тивӗҫ.
Ленӑна ҫав тери йывӑр // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Пирӗн ҫар, пирӗн халӑх пӗтӗм чуралантарнӑ халӑхсен хутне кӗрсе, вӗсене ирӗке кӑларса, телей панӑшӑн эсир мухтанма тивӗҫ.
Нумайччен кӗтнӗ хыпарсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
— Ӗҫме тивӗҫ пирӗн хисеплӗ…
Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
«Ан кай, Микулай, мана кайма тивӗҫ, хамах кайӑп», — терӗм эпӗ.
Пӗр ҫын хай пиччӗшне мӗншӗн пит юратни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
— Эпӗ хамӑн ҫамрӑк капитана, — пуҫларӗ Негоро, — юлашки хут саламлассине хамӑн тивӗҫ тесе шутларӑм.— Я счел своим долгом, — начал Негоро, — в последний раз приветствовать моего юного капитана.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Ҫапла, вутлӑ шыв, паян эс курӑн, ҫак ята тивӗҫ вӑл.— Да, огненную воду, и сегодня ты увидишь, что она заслуживает это название.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ку ман тивӗҫ!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Эпир кӗрсе вырнаҫнӑ ҫурт хуҫисем, — тепӗр тесен, пирӗн вӗсен ҫурте кӗме нимле тивӗҫ те ҫукчӗ, — юлашкинчен каланӑ ушкӑна кӗрекен хурт-кӑпшанкӑ пулнӑ пирки иккӗленӳ пулма пултараймасть.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Амӑшӗн кун пек тивӗҫ пур, ҫавӑнпа мана чарма пултараймаҫҫӗ.
Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
10 спортсмен Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗме тивӗҫ пулчӗ.10 спортсменов удостоились попасть в сборную команду России.
Ӑста спортсмена хатӗрлеме вунӑ ҫул кирлӗ // Хыпар. «Хыпар», 72-73 №№, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗ, 9 стр.
Капла тума тивӗҫ пурччӗ-и манӑн?
Яланлӑхах // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Бен вӑйпах куҫӗсене уҫрӗ те хӑйсен аялалла та ҫӳлелле силленекен машинин сӑмси ҫийӗн ҫӗрелле пӑхрӗ: «ДК-4» текен пысӑк самолет патне ҫитесси пӗтӗмпе те ик ҫӗр фут ҫеҫ юлнӑ, вӑл вӗсен ҫулне картланӑ, анчах вӑл ҫав тери хӑвӑрт пынӑ пирки вӗсем пӗр-пӗрине пырса ҫапӑнма тивӗҫ мар.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Джек хитре пӗчӗк колибрине курма тивӗҫ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл колибри кайӑк пурӑнакан ҫӗршыва лекнӗ вӗт.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.