Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таран сăмах пирĕн базăра пур.
таран (тĕпĕ: таран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ Улюк йӑмӑкӑм комбайнерсене нумай пулӑшать тесе мар, вӑл хирти ӗҫе пултарулӑх ҫитнӗ таран хутшӑннишӗн чунтан савӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Совхоз шоферӗсем хӑйсем те май килнӗ таран ял хӗррипе ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ, кирлӗ-кирлӗ маршӑнах урама пырса кӗмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫулса тикӗслеме вӑхӑт пулманран хулари газон курӑкӗ пилӗк таран ҫитӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чирлӗ ӗне апата кирлӗ таран ҫиет пулсан та, сӗт сахалрах антарать, ӳт температури ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/

Инфекци ҫӑлкуҫӗ — чирлӗ выльӑхсем, пуҫаруҫӑ — инфекци кӑларакан инкубаци тапхӑрӗ — 2,5 ҫултан пуҫласа 8 ҫула ҫитет, хӑш-пӗр чухне вӑл 25-30 ҫул таран та тӑсӑлма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/

Ҫӗр ӗҫне пуҫӗпех парӑннӑ ҫак хӗрарӑм ахаль агрономран пуҫласа республикӑри ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ (министр ҫумӗ пулса 15 ҫул ӗҫленӗ) таран ӳсме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Лешсем хӑйсем пултарнӑ таран турӗҫ: сылтӑмалла ярса пусаҫҫӗ, унтан суллахаялла.

Те сделали, что смогли: шаг направо, шаг налево.

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

Алексей Метелкин сӑмаха малалла тӑснӑ май, тепре чухне строительство организацийӗсенче пӑтӑрмахсем пулни пирки чарӑнса тӑнӑ, предприятисенче документсене ҫителӗклӗ таран тӗрӗс йӗркелесе пырайманнине асӑннӑ, сӑрӑ схемӑпа ӗҫлекенсем саккунсене пӑскалани куҫ кӗретех тесе палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Пӗр харӑсах кунта 5 000 тонна таран пӑрӑхсем упрама май пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ цех уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=A8tXiI5NxLc

Кашни 10 метртан тарӑнӑшӗ 2 метр таран.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗслеҫҫӗ, хӑрушсӑр тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=TT-AT-ldbDw

«Ку пляж 250 метр таран эпир тарӑнӑшне тӗрӗслетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗслеҫҫӗ, хӑрушсӑр тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=TT-AT-ldbDw

2023-2025-мӗш ҫулсенчи нухрат 93 миллион тенкӗ таран пысӑкланнӑ, вӑл шутран федераци укҫи – 25 миллион тенкӗ, ытти вара – республика кӗмӗлӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри туризм порталӗ пулӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=m2i8pQJyRJs

Ҫак объекта вӗҫленӗ хыҫҫӑн «Энӗш» автоҫул хӗррисене, Йӗпреҫ поселокӗнчен пуҫласа Улатӑр муниципаллӑ округӗ таран йӗркене кӗртме палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул хӗррисене йӗркене кӗртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-0hZzpQstDg

«Шалӑва вӑхӑтра тӳлемелле, парӑмсене вара май килнӗ таран хӑвӑртрах татмалла».

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=Bsb8a9cMuNY

Канашра чукун ҫул вокзалӗ патӗнчен пуҫласа автовокзал таран хӑтлӑлатасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хула хутшӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=4f3QNoZHnq4

Комедирен пуҫласа драма таран.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль иртет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=EXM9f9dAfpg

Вак тата вӑтам предпринимательлӗх пайне май пур таран патшалӑх енчен тӗрлӗ пулӑшусемпе тивӗҫтерме кирлӗ пек условисем хатӗрлӗпӗр», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Предпринимательлӗх центрӗ Чӑваш Ен пулма пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/26/pred ... lma-pultar

Вӗренӳ процессне хутшӑннине, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансемпе алла-алӑн тытӑнса, пӗрне-пӗри пулӑшса, май пур таран пӗр-пӗриншӗн кирлӗ проектсемпе ӗҫлесе пынине асӑннӑ регион Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Предпринимательлӗх центрӗ Чӑваш Ен пулма пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/26/pred ... lma-pultar

Пуҫӗнчен пуҫласа ури таран пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Малтан чӗркуҫҫи таран кӗмелле, унтан хырӑма йӗпетмелле, кайран хӑвӑрттӑн ним шухӑшламасӑр шыв хулпуҫҫи таран ҫитиччен кукленсе лармалла.

Сначала зайти по колено, потом намочить живот, потом, не думая, присесть так, чтобы вода доставала до плеч.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех