Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунне сăмах пирĕн базăра пур.
кунне (тĕпĕ: кунне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кунне Марине ир-ирех лупас тӑррине хӑпарса пӑхрӗ, йӑвара пилӗк ҫӑмарта выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Танк командирӗ Ҫӗнтерӳ кунне Чехословаки ҫӗрӗ ҫинче уявланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Вӑл вара, ҫурӑм хыҫне пушӑ хутаҫ ҫакнӑ кивӗ шинеллӗ инвалид, кунне ҫичӗ хут вилӗме куҫа-куҫӑн тӑракан салтаксене мӗнпе пулӑшӗ?

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртни Бангладеш тӗп хулинче, Даккере, 1952 ҫулта тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, хӑйсен чӗлхине ҫӗр-шывӑн патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ студентсене полицейскисем персе вӗлернине асра тытнипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Паян – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ...» // Анна Егорова. https://t.me/c/1455316948/7430

Хӑмпӑсем шӑтнӑ хыҫҫӑн ӗне выльӑхӑн ӳт температури чакать, сӗлеки ытла вӑйлӑ (кунне 2-4 литр таран) юхма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Вӗсем хӑйсен мӗнпур пултарулӑхне ҫав ырлӑха кашни кун илсе тӑрасшӑн, май килсен вара кунне икшер хут та ӑна ҫаклатса тухасшӑн кӑна параҫҫӗ.

Вся изобретательность их уходила на то, чтобы добиваться этих благ ежедневно, а кто мог — даже два раза на день.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тепӗр кунне пӗтӗм вӗренекенсем забастовкӑна хутшӑнчӗҫ.

На другой день началась всеобщая забастовка учеников.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тепӗр кунне, ҫӗр тӗпне анса кайнӑ пекех, Колесников шкултан ҫухалчӗ.

На следующий день Колесников исчез из школы, словно сквозь землю провалился.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӑваш наци музейӗ вырсарникун, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлӗ.

В воскресенье, 12 февраля, Чувашский национальный музей празднует свой очередной день рождения.

Музейри куравсемпе тӳлевсӗр паллаштарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34205.html

«Тепӗр кунне вара ҫав-ҫавах пурте тӑр урӑ пулнӑ — ӗҫе утнӑ!» — палӑртрӗ ман тӑван.

Куҫарса пулӑш

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Гусарсен тумне тата пуҫӗсене кивер тӑхӑннӑ хӗрсем параппан каласа хусканусем туса тӗрлӗ уява - Ҫӗнтерӳ кунне, культура тата спорт мероприятийӗсене, конкурссене - илем кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Янратӑр параппан сасси, кӗрлетӗр уяв! // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44130-yanra ... let-r-uyav

Тӗрӗслев виҫи ҫинче ларакан вӗллене кунне 6 килограмм пыл пухӑнни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пыл ҫиес тесен ӗҫлеме те ан ӳркен // Н. ПИРОЖКОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44131-pyl-c ... te-an-rken

Тепӗр кунне чӑрсӑр учителе хаяр ят тиврӗ, ҫапах вӑл пуп умӗнче пуҫ ҫапма мар, пуҫ тайма та кӑмӑлламаннине кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тепӗр кунне вара вырӑн ҫинчен тӑраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӗнер Польӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ турӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тепӗр кунне Каюров тата ҫӗр тенкӗ юлташӗсенчен илчӗ те аппӑшне почтӑпа ярса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Виҫҫӗмӗш кунне Поля ӑна хӑйпе пӗрле пасара илсе кайрӗ, ҫул ҫинче хултан ҫакӑнса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тепӗр кунне мухмӑрла аптӑранӑ Лавр чирлӗ ҫын пек ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тепӗр кунне вӗсем ҫак истори пирки асӑнмарӗҫ, теплерен кӑна Макар ҫурма шӳтлерех каласа хуркаларӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫӳрессе те вӑл ытти студентсенчен тирпейлӗрех, шукӑльрех ҫӳрет: китель тӳмисене, пурпа шӑлса, йӑлтӑртатакан пуличчен ҫутатать, аттине кунне виҫҫӗ тасатать, эрнере пӗрре кӳршӗри прачечнӑйне кайса ҫи-пуҫне утюгпа якатать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех