Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗк сăмах пирĕн базăра пур.
ирӗк (тĕпĕ: ирӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урама тухсанах Нина хӑйне ирӗк туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Миша тухса кайнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хӑйне ӗсӗклесе йӗме ирӗк пачӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Эпир истори страницисене улӑштарса ҫырма никама та ирӗк памастпӑр тата хамӑрӑн хаклӑ ветерансене – Ҫӗршывӑмӑр чысӗпе мухтавӗшӗн хӑйсене шеллемен чӑн-чӑн патриотсене – тивӗҫ пулма тӑрӑшатпӑр.

Мы никому не позволим переписать страницы истории и будем стремиться быть достойными наших дорогих ветеранов – подлинных патриотов, не жалевших себя ради чести и славы Отечества.

Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/05/09/news-3845767

Юрий Гагарин пире ҫӗршывӑмӑрпа мӑнаҫланма, хамӑра космоса пуҫласа ҫул хывакансем тесе палӑртма май паракан ирӗк парнеленӗ.

Юрий Гагарин подарил нам право гордиться своей страной, называть себя первооткрывателями космоса.

Михаил Игнатьев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/04/12/news-3824924

Ӗҫсӗр юлнӑ ҫынна вӑрлама ирӗк паракан закон ҫук, — хывӑннӑ май калаҫрӗ Саша.

Куҫарса пулӑш

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Эпӗ вара заявленисем ҫине начальника алӑ пустарӑп, ӗҫе пуҫӑнма унран ирӗк илӗп.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтсем пурнӑҫа кӗме пуҫлаҫҫӗ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ирӗк паратӑр, подполковник юлташ? — пӳлӗме кӗрсе тӑчӗ вӑтам ҫулсенчи арҫын.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтсем пурнӑҫа кӗме пуҫлаҫҫӗ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Кун пек чухне ҫынна калаҫма ирӗк памалла.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтсем пурнӑҫа кӗме пуҫлаҫҫӗ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Петров камне, ӑҫта ӗҫленине пӗлсен ҫеҫ Ульяна Тимофеевна ӑна общежитие кӗме ирӗк пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ҫук, хам чӗрӗ чухне кун пек тума ирӗк памастӑп сана!

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Эс ӑна таптама ирӗк паратӑп тесе шутлатӑн пулсан мана япӑх пӗлетӗн апла.

Значит, ты плохо знаешь меня, если думаешь, что ты позволю причинить ему боль.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ирӗк пурнӑҫ ырри патне илсе ҫитермест тесе миҫе каламан-ши ӑна?

— Сколько раз говорила, что свободная жизнь не доведет ее до добра?

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Юн пусӑмӗ пысӑк пулнӑран врачсем уҫӑлса ҫӳреме те ирӗк памарӗҫ ӑна.

Из-за высокого кровяного давления врачи даже не позволяли ей выходить на прогулки.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Анчах пирӗн тӑватӑ штабӗ те вара нимӗнле агитаци те тумаҫҫӗ, ҫакна пула иккӗленсе тӑракан массӑсене хамӑртан уйӑрса илме Краснова ирӗк параҫҫӗ.

А наши четыре штаба никакой агитации не ведут и предоставляют Краснову отрывать от нас колеблющиеся массы.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тухса кайнӑ чухне, Москалев пӗр секундлӑха алӑк анинче чарӑнса тӑрать, анчах, вӑл хӑй никама та хӑйӗн хӳри ҫине пусма ирӗк паман пулин те, калла ҫавӑрӑнса пӑхмасть, хытӑ кӑна ӳсӗрсе илет те, вагон площадки ҫинчен ҫӗре йывӑррӑн пусса анать, вара машина ҫине сарӑлса ларсан тин: «Да-а-а», — тесе ярать.

Уходя, Москалев задержался в дверях на секунду, но не обернулся, хотя он на хвост себе наступать никому не позволял, кашлянул густо, тяжело спустился с вагонной площадки и только уже — развалясь в машине — проговорил: «Да-а-а».

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Атӑл ҫинчи ҫак ирӗк этемсене — Атӑл пекех пысӑк туйӑмлӑскерсене, пӗр-пӗринпе туслӑн пурнӑкансене, хӑйсен кӑмӑлӗпе пурӑнма юратакансене, лайӑх пурнӑҫ чухне кулакансене, анчах мӗнле те пулин тӗрӗсмарлӑха курсан, ҫиленсе хаярланса каякансене — Ерман юратнӑ вӑл.

Он любил эту приволжскую вольницу — с размахом чувств во все плечо, и дружную, своевольную, смеющуюся над благополучием, и грозную, когда ее охватывал гнев против несправедливости.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл мӗн тунине ҫивӗччӗн асӑрхаса тӑнӑ Носович, вара, ӑна пӗррехинче «пӗтӗм чунтан-вартан калаҫма» ирӗк ыйтнӑ.

Зорко наблюдавший за ним Носович попросил разрешения поговорить «по душам».

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Интервентсем ҫинчен пушмаксем, шалаварсем, курткӑсем сӗвсе илме ирӗк ыйтаҫҫӗ… — тет Иван Гора.

Давай им башмаки, штаны, куртки с интервентов…

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Мана вӗт урӑх никама та ҫапма ирӗк паман.

И ведь бить мне никого больше не позволено.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пӗр чахоткӑллӑ, пысӑк куҫлӑ гимназист ҫине тӑрсах ыйтса пӗлесшӗн: «Ирӗк парӑр-ха, юлташсем, мӗнле пулать-ха апла? Анархизм ирӗксӗрленине хирӗҫ, анчах докладчик территори туртса илессинчен, урӑхла каласан, ирӗксӗрлессинчен пуҫлама сӗнет. Мӗнле пулать-ха апла?» — тенӗ вӑл.

Одному чахоточному, с большими глазами гимназисту, добивающемуся ответа: «Позвольте, товарищи, — как же так? Анархизм отвергает насилие, а докладчик предлагает начать с завоевания территории, то есть — с насилия… Как же так?» —

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех