Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пуҫӗ (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ӑна хӑрах алӑпа картах туртрӗ, Остап пуҫӗ ҫӗрелле пӗрсе анчӗ, унтан вӑранса тӑрса ларчӗ те ыйӑх тӗлӗшпе пӗтӗм вӑйпа кӑшкӑрса ячӗ:

Андрий схватил мешок одной рукой и дернул его вдруг так, что голова Остапа увала на землю, а он сам вскочил впросонках и, сидя с закрытыми глазами, закричал что было мочи:

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ҫапӑҫу ӑна ӗҫкӗ пекех туйӑнать: ҫыннӑн пуҫӗ хӗрсе каять, куҫ умӗнчи мӗнпур ҫынсемпе япаласем пӑтрашӑнса пӗтеҫҫӗ, ҫын пуҫӗсем ыткӑнаҫҫӗ, лашасем ҫӗр ҫине шавлӑн пере-пере анаҫҫӗ, Андрий пульӑсем шӑхӑрнӑ тата хӗҫсем ялтӑртатнӑ хушӑра ӳсӗр ҫын пек малаллах вӗҫтерсе пырать, пурне те хӗҫпе ваклать, ҫын вакланине пӗрре те илтмест.

что-то пиршественное зрелось ему в те минуты, когда разгонится у человека голова, в глазах все мелькает несется, — летят головы, с громом падают на землю кони, а он несется, как пьяный, в свисте пуль в сабельном блеске, и наносит всем удары, и не слышит нанесенных.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Йӗпенсе исленнӗ ҫӗр ун пуҫӗ ҫинчен юхса анса мӑйӑхпа питҫӑмартисем тӑрӑх юхнӑ, ун пичӗ пӗтӗмпех пылчӑкланса кайнӑ.

Стекла с головы его мокрая земля, потекла по усам и по щекам и все лицо замазала ему грязью.

III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Кун хыҫҫӑн халӑх хушшинчен чи ватӑ та кӑвакарнӑ сухаллӑ тата кӑвакарнӑ вӑрӑм ҫӳҫлӗ козаксем тӑваттӑн тухнӑ (Сечьра ытлашши ваттисем пулман, мӗншӗн тесен, запорожецсенчен никам та хӑйӗн ватӑлӑхӗпе вилмен), унтан кашниех аллине ку вӑхӑта ҫумӑр ҫунӑран пылчӑк пулса кайнӑ ҫӗре илнӗ те, ӑна ун пуҫӗ ҫине хунӑ.

Тогда выступило из средины народа четверо самых старых, седоусых и седочупринных козаков (слишком старых не было на Сечи, ибо никто из запорожцев не умирал своею смертью) и, взявши каждый в руки земли, которая на ту пору от бывшего дождя растворилась в грязь, положили ее ему на голову.

III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ҫамрӑк запорожец таврашӗнче хӑйсен урисемпе вӗттӗн тапӑртатса тӑватӑ ҫын — ваттисем ташласа тӑраҫҫӗ: вӗсем ҫав тери хӑвӑрттӑн айккинелле ыткӑнаҫҫӗ, ҫӳлелле, музыкантсен пуҫӗ ҫинех, сикеҫҫӗ, унтан сасартӑк аялалла хутланса, хӑйсен кӗмӗл таканлӑ атӑ кӗллисемпе хытӑ ҫӗре тапӑртаттарса, ура хуҫса ташлама тытӑнаҫҫӗ.

Около молодого запорожца четверо старых выработывали довольно мелко ногами, вскидывались, как вихорь, на сторону, почти на голову музыкантам, и, вдруг опустившись, неслись вприсядку и били круто и крепко своими серебряными подковами плотно убитую землю.

II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Пахчаҫӑ пуҫӗ пашалу пек лӑпчӑнса ларчӗ.

А голова садовника превратилась в лепешку.

Пахчаҫӑ, ҫӗлен тата упа ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫав самантрах хӗрарӑм ун пиҫиххийӗ ҫумӗнчи йӗнӗрен кинжал туртса кӑларчӗ те пуҫӗ ҫине ҫӗклерӗ.

И тут она выхватила у него кинжал из ножен и занесла его над собой.

Пуян улпутпа хитре хӗрарӑм ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Патша ывӑлӗ шӑп ҫурҫӗр тӗлӗнче хӗр ҫывӑрнӑ ҫӗре вӑрттӑн ҫулпа кӗрет те унӑн пуҫӗ вӗҫӗнчи ӗҫмелли-ҫимеллисене ӗҫсе-ҫисе ярать, унтан каллех, хӑйӗн бетель коробкине хӗр кӑкри ҫине хурса, пикенне хӑй умне ҫакать.

Ровно в полночь царевич снова пробрался потайным ходом в покои царевны, съел и выпил кушанья и напитки, что стояли у ее изголовья, а потом опять положил ей на грудь свою коробочку из-под бетеля, а ее коробочку повесил себе на шею.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫак самантра патша ывӑлӗ вӑшт ҫеҫ чупса пычӗ те пӗтӗм вӑйӗпе хӗҫне сулса ячӗ, усалӑн пуҫӗ ҫурмаран ҫурӑлса та кайрӗ.

Подскочил тут царевич, изо всех сил размахнулся мечом и рассек надвое голову чудищу.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Тарҫӑ хуҫана пуҫ ҫийӗн витсен — хуҫа урисем ҫара юлнӑ; вӑл унӑн урисене витсен — пуҫӗ витӗнмесӗр юлнӑ.

Если слуга покрывал хозяина с головой — хозяйские ноги оставались голыми; если же он укутывал его ноги — непокрытой оставалась голова.

Ултавҫӑпа унӑн тарҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Пӑри пуҫӗ.

— Колос полбы.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

«Пӑри пуҫӗ», «хӗвел ури».

«Колос полбы», «лучик солнца».

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ку та килӗшӳллӗ, сурпан пуҫӗ хӑй ҫине пӗрмай пӑхтарать.

Это тоже красиво, сурпан на голове все время обращает на себя внимание.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ҫӗкленӗ тӗрӗпе ҫеҫ сурпан пуҫӗ пушӑрах пулӗ тесе-ши, ӑстаҫӑ ун ҫумне ӗлӗкхине, йӗппе-ҫиппе тӗрленине, пӗрлештерет.

Видимо, мастерица не мыслила себе конца сурбана без старинной вышивки, она присоединила ее к браному узору, чтобы в конце сурбана не было пусто без вышивки.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче пур ҫавӑн чухнехи сурпан пуҫӗ.

В Чувашском государственном художественном музее есть конец такого сурбана.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Кайри урисем ҫук пулсан, йывӑҫҫин пуҫӗ ҫӗре тӑрӑнать — апла та начар мар.

Если ног задних нет, то бревно упирается в землю, и так неплохо.

Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Будка хыҫӗнчен, ҫул пӑрӑннӑ тӗлте, лаша пуҫӗ курӑнса кайрӗ.

Из-за будки, что торчала на самом завороте дороги, показалась лошадиная морда.

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Пуля, Сильвер пуҫӗ ҫинчен шӑхӑрса иртсе, грота шӑтарчӗ.

Пуля просвистела над головой Сильвера и продырявила грот.

XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Унӑн урисем пӗр еннелле кӑтартаҫҫӗ, аллисем, шыва сикме хатӗрленнӗ ҫынӑнни пек пуҫӗ ҫине ҫӗкленӗскерсем, тепӗр еннелле кӑтартаҫҫӗ.

Ноги его показывали в одну сторону, а руки, поднятые у него над головой, как у готового прыгнуть пловца, — в другую.

XXXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Карап пуҫӗ патӗнче шыв питӗ ӑшӑх, эпӗ вара ӑнсӑртран мӗн те пулин пуласран икӗ алӑпа та канатран тытса, борт урлӑ сыхланса каҫрӑм.

Под носом было очень мелко, и я, на всякий случай обеими руками уцепившись за канат, осторожно перелез через борт.

XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех