Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Катя сăмах пирĕн базăра пур.
Катя (тĕпĕ: Катя) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Катя ӑна хулӗнчен ыталаса, кабина патне илсе ҫитерчӗ.

Катя обняла его за спину и подвела к дверце кабины.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Шофер хӗрсене тӗрткелесе сирсе, Катя умнех пырса тӑчӗ.

Растолкав девушек, шофер подступил к Кате вплотную.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Каятӑн, — терӗ Катя лӑпкӑн.

— Поедешь, — спокойно сказала Катя.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Мӗн пулчӗ, юлташ? — ыйтрӗ Катя.

— В чем дело, товарищ? — спросила Катя.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Яриех уҫса янӑ Советсен ҫурчӗн алӑкӗнчен хӗрсемпе ачасем шавласа тухрӗҫ, вӗсен хушшинче Катя та пур.

Из широко распахнувшихся входных дверей Дома Советов шумной толпой вышли на крыльцо парни и девушки, и среди них — Катя.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Катя алӑк хӑлӑпне тытсан, ун еннелле ҫаврӑнса: — Партире тӑракансенчен… Юрать-и? — тесе ыйтрӗ.

Взявшись за дверную ручку, Катя обернулась: — А из партийцев… можно?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Пӗлетӗп, Катя.

— Знаю, Катя.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Катя унӑн куҫӗсемпе тӗл пулса пуҫне усрӗ.

Перехватив его взгляд, Катя наклонила голову:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

«Ҫав тери нумай ӗҫлет, килне кӗрсе тухма та вӑхӑчӗ ҫук», шутларӗ Катя календарь листисене тата-тата илнӗ хушӑра.

«Работает столько, что и домой забежать некогда», — подумала она, обрывая листочки календаря.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Катя вара унӑн ывӑннипе шурса кайнӑ питне, куҫхупаххисем тӑртанса хӗрелнине тин ҫеҫ асӑрхаса илчӗ — кусем пурте ҫӗр ҫывӑрманнипе пулас ӗнтӗ.

А Катя только сейчас разглядела серую усталость на его лице: веки были припухшие, красные, — вероятно, от бессонных ночей.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫакна вӑл Катя куҫӗсем йӑлтӑртатса илнинченех асӑрхарӗ.

Он заметил это по вспышке в глазах Кати.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Катя тенкел ҫинчен сиксе анчӗ те календарь патне пырса тӑчӗ.

Спрыгнув с кресла, Катя подошла к календарю.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Катя сехет ҫаккине туртса хӑпартрӗ, тусан ларнӑ тенкел ҫине тӑрса маятникне тапратса ячӗ.

Катя подтянула у часов гири, потом, забравшись на запыленное кресло, перевела стрелки и толкнула маятник.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Катя ура ҫине тӑчӗ, тухса кайма ҫапах та васкамарӗ.

Катя поднялась, но уходить медлила.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Катя, тарӑхса, хут листине хӑй умӗнчен илсе аяккарах пӑрахрӗ.

Катя возмущенно отбросила от себя листок.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Катя ун ҫине ним ӑнланмасӑр пӑхса тӑчӗ.

Катя недоумевающе вскинула на него глаза.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Ҫап-ла… — вӑрӑммӑн каларӗ Зимин, унтан блокнотӗнчен пӗр листине татса, Катя умне хучӗ.

— Та-ак… — хмуро протянул Зимин и, вырвав из блокнота листок, положил его перед Катей.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Катя хӑйӗн ҫуркаланса пӗтнӗ аллисем ҫине шарламасӑр пӑхса ларчӗ.

Катя молчала, глядя на свои потрескавшиеся ладони.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Катя аллисене сӗтел ҫине хучӗ.

Катя положила на стол руки ладонями вверх.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Икҫӗр ҫын-и? — аптраса ӳксе, тепӗр хут та ыйтрӗ Катя.

— Двести человек? — растерянно переспросила Катя.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех