Шырав
Шырав ĕçĕ:
Зухин калама ҫук ӑслӑ, питӗ ӑнкаруллӑ, уншӑн питӗ кӑткӑс япалана тӑруках пӗтӗмпе ӑнкарса илесси тата ку япалан вак-тӗвекӗсемпе пӗтӗмӗшле ыйтӑвӗсене малтанах тӗшмӗртесси ҫав пӗтӗмӗшле ыйтусем мӗнле законсенчен тухса тӑнине ӑс-хакӑлӗпе тишкӗрессинчен ҫӑмӑлрах.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ан хӑра, — хуравларӗ Зухин така шӑммин миммине ӗмсе кӑларнӑ май (астӑватӑп-ха, ҫав вӑхӑтра эпӗ ак мӗнле шухӑшларӑм: вӑл миме нумай ҫиет, ҫавӑнпа питӗ ӑслӑ).
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл тӗреклӗ кӗлеткеллӗ, хура ҫӳҫлӗ ҫын, кӑштах тӑртанса тӑракан ҫап-ҫутӑ пичӗ акӑш-макӑш ӑслӑ, йӳрӗк тата никама пӑхӑнми сӑнлӑ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӳрӗ кӑмӑллӑ йӑваш Оперова эпӗ пӗлетӗп ӗнтӗ; халӗ мана калама ҫук ӑслӑ, ҫивӗч Зухин, ҫак ушкӑнта чи маттурри пек туйӑнса, ҫав тери хытӑ килӗшет.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫынсем мӗн калаҫни пӗтӗмпех мана ҫав тери айванла туйӑнчӗ, ӑслӑ, кирек мӗне те тӗрӗс хаклакан княгиня, унӑн кирек мӗне те шухӑшласа тӑвакан ҫемйи ҫавнашкал айванла сӑмахсене итленинчен, вӗсене хирӗҫ ответсем панинчен хам ӑшра тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ӑслӑ пулнине, унӑн мораль тӗлӗшӗнчен паха енсем пуррине палӑртмассерен эпӗ ҫавнашкал хӑпартассине хӗпӗртӳллӗн, анчах ҫирӗп виҫепе турӑм, хӑпартассин чи ҫӳлти пӑнчи патне — хытӑ савӑнасси патне нихҫан та ҫитмерӗм.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ҫапла калани ман асра юлчӗ, кайран, ун сӑмахӗсене тишкӗрнӗ чухне, Варенька питӗ ӑслӑ тесе шухӑшламасса пултараймарӑм, вара ӑна хамӑн шухӑшӑмра хӗпӗртесех ҫӳлерех пусӑма хӑпартрӑм.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ытла та мӑнкӑмӑллӑ; чылаях ӑслӑ пулсан та, хӑйне мухтанине кӑмӑллать, хӑйпе тӗлӗнтерме питӗ юратать, кирек хӑҫан та малти вырӑна тухасшӑн, таса чунлӑ Любовь Сергеевна вӑра кӑмӑлӗпе ун майлӑ ҫаврӑнса ӳкнӗ, ҫакна пытармасть те, ӑна йӑпӑлтатать, анчах чееленсе мар, тӳрӗ кӑмӑлпа.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл Мускаври паллӑ та пысӑк вӗреннӗ ӑслӑ хӗрарӑмӑн хӗрӗччӗ, пӗчӗкҫӗ те типшемччӗ, вӑрӑм сарӑ ҫӳҫӗн кӑтра пайӑркисем акӑлчан хӗрӗсенни евӗрлӗччӗ, айккинчен пӑхсан сӑн-пичӗ витер курӑнассӑн туйӑнатчӗ.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Оперов тем мӑкӑртатса илчӗ пулас, «Эсӗ ху вара айван ӑслӑ ача» тенӗ пек те туйӑнчӗ, анчах эпӗ ҫакна пачах илтмерӗм.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах эпӗ пӗррехинче ӑна акӑ мӗн ҫинчен ӑнлантарма кирлӗ тесе шутларӑм: ман анне вилес умӗн аттене пире хысна шкулӗнче вӗрентме хушмарӗ, хысна шучӗпе вӗренекенсем, тен, питӗ ӑслӑ, анчах вӗсем пурте маншӑн юрӑхлӑ пулманнине хам та ӗненсе ҫите пуҫларӑм, ce ne sont pas des gens comme il faut, терӗм эпӗ иккӗленереххӗн, ҫак вӑхӑтра хам тем пирки хӗрелсе кайнине туйрӑм.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лекцне ман малтан пуҫласа вӗҫне ҫитиех калама ҫук ӑслӑ, пӗр сӑмахне кӑларса пӑрахма, пӗр сӑмах хушса хума юрами пултарас килчӗ.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ аттемӗре халӗ тин ӑнланма пуҫларӑм (вӑл «аттене» мар, «аттемӗре» тесе калани мана питӗ килӗшмерӗ), вӑл питӗ лайӑх ҫын, ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ, анчах кунашкал вылянчӑк ӑс тата ҫӑмӑлттайлӑх… ку тӗлӗнмелле!
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах вӗсем ҫакӑншӑн айӑплӑ маррине тата ӑнлану ҫукки вӗсене лайӑх та ӑслӑ хӗрачасем пулма чӑрмантарманнине эпӗ ун чухне ӑнланмастӑмччӗ, вӗсенчен йӗрӗнеттӗмччӗ кӑна.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дубков та теме пула пирӗн ушкӑна шӑпах юрӑхлӑччӗ тата ӑнланатчӗ, Дмитрий вара унран чылай ӑслӑ пулсан та, ку ӑнланӑва тӗшмӗртейместчӗ.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хама кирек хӑҫан та урӑхла йышши ҫын пек кӑтартас правилӑна пӑхӑнса тата княгиньӑпа ман пек ӑслӑ ҫынсем пӗрне-пӗри яланхилле хисеплесе сума сӑвассинчен ҫӳлте тӑраҫҫӗ тесе шутласа, эпӗ акӑ мӗнле ответлерӗм: тӗлсӗр-йӗрсӗр сулланса ҫӳрессине чӑтма пултараймастӑп, уҫӑлса ҫӳреме тухас-тӑк, пӗччен ҫӳреме кӑна юрататӑп, терӗм.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Вӑл ман ҫинчен калаҫасшӑн, ахӑр, — шухӑшларӑм эпӗ пӳлӗмрен тухнӑ май, — эпӗ питӗ, питӗ ӑслӑ йӗкӗт пулнине пӗлтересшӗн пулмалла».
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Студент мундирне тӑхӑнса ҫӳренине пула, хам кӑшт-кашт кӑна палланӑ ҫынсен ыйтӑвӗсене ӑслӑ та хам манерлӗ ответлессине эпӗ вӑл вӑхӑтра манӑн тивӗҫӗм тесе шутларӑм; ҫапла, ҫук, кичем, савӑк тата ҫавнашкал ытти сӑмахсемпе кӗскен те уҫӑмлӑн ответлессине пысӑк намӑс вырӑнне хутӑм.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ман анне, хӑвах курӑн, питӗ лайӑх та ӑслӑ хӗрарӑм, — вӑл Любовь Сергеевнӑна темиҫе ҫул хушши пӗлет ӗнтӗ, анчах ӑна ӑнланма пултараймасть, ӑнланасшӑн та мар.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫапла вӑт, Николай Петрович, — тет мана старик, эпӗ тумланнӑ хушӑра пӳлӗм тарӑх ман хыҫҫӑн ҫӳренӗ май хӑйӗн хулӑн пӳрнисем хушшинче кукамай парнеленӗ кӗмӗл табакеркӑна хисепе хунӑн хуллен ҫавӑркаласа, — эсир экзамена ҫавӑн пек питӗ лайӑх пама пултарни ҫинчен ывӑлран пӗлсенех, — эсир ӑслӑ пулни пурне те паллӑ-ҫке, — улпутӑм, сире саламлама васкасах чупса килтӗм; эпӗ вӗт сире хулпуҫҫи ҫине лартса ҫӳренӗ, тата, тур курать, сире пурне те тӑвансене юратнӑ пек юрататӑп, Илинька та сирӗн пата питӗ килесшӗн пулчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.