Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапса (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн мӗн те пулин ҫӗмӗрес, таптаса лапчӑтас, тӗл пулакан малтанхи ҫыннах ҫапса ярас килет.

Ему хотелось сломать что-нибудь, раздавить, ударить первого встречного.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Аллине тӑсрӗ те хӗр — тараса сӑнчӑрне вӑйпах аялалла туртрӗ: тепӗр савӑчӗ ҫапса лартнӑн кӑштах та хускалмасть.

Девушка протянула руку и с силой потянула вниз цепочку весов, — как припечатанная, не шевельнувшись, стояла другая чашка.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Спангид алӑ ҫапса йышӑнни ҫапларах: унӑн «паллӑ мар ҫӗрте» вӑранса кайнӑ, «ӑҫта» иккенне пӗлнӗ ҫыннӑн шухӑш-кӑмӑлӗ пирки реклама статйи ҫырмалла — фотографисемпе, автор портречӗпе тата фирма ҫурт-йӗрӗн ӳкерчӗкӗсемпе пӗрле; ҫак статьян чи йышлӑ сарӑлакан «Самана» журналта тӳлевсӗр пичетленмелле — ҫакӑн тӑкакне Томпсон хӑй саплаштарать.

Спангид обязывался написать рекламную статью о своих впечатлениях человека, очнувшегося «неизвестно где» и узнавшего — «где». С приложением фотографий, портрета автора и снимков зданий фирмы эта статья должна была появиться бесплатно в самом распространенном журнале «Эпоха», что брался сделать Томпсон.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Алӑ ҫапса тавлашнӑ, вӑйӑ пуҫланать.

Пари сделано, игра начинается.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Эпӗ ун чух сире урамра чутах ҫапса яраттӑмччӗ.

Я едва не ударил вас тогда же на улице.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.

Аван мара вӗсен сӑнӗнченех сиссе Мард сӗтел хушшинчен тӑчӗ, анчах Кароль ӑна пуҫӗнчен хыттӑн ҫапса ӳкерчӗ.

Чувствуя недоброе по их лицам, Мард встал из-за стола, но Кароль ударом в глаз сбил его с ног.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Хӗр куҫҫульпе йӗпенчӗ, тарӑхать, ҫухалса кайнӑран Брентгана ҫапса яма хатӗр.

Она стояла в слезах, обозленная и растерявшаяся до того, что едва не кинулась на него.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

— Паллах, эпӗ ӑнланатӑп, — терӗ хӗр; вӑл вуҫех сӗлкӗшленчӗ, хӑйне ҫапса ыраттартӑн курӑнать.

— Конечно, я понимаю, — сказала она, вся потускнев и смотря взглядом побитой.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Пӳлӗме ҫӗрӗк, нӳрӗ шӑршӑ ҫапса лартнӑ.

распространяли запах тлена и сырости.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Ҫапса ҫӗмӗрӗр ӑна, — терӗ Фергюсон, — тасал, путсӗр кантӑк.

— Разбейте его, — сказал Фергюсон, прочь дрянное стекло!

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн пирӗн паттӑр ту ҫине хӑпарнӑ та ҫӗрле, хурахсем хӑйсен вӑрманти пӳртӗнче ҫывӑрнӑ чухне, вӗсене шӑплӑхӑн ӗмӗрлӗх пичечӗпе ҫапса лартнӑ.

Тогда герой взошел на гору и ночью, когда бандиты спали в своем лесном доме, послал им вечную печать молчания.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Вӑл пӗр вӑхӑтра пулса иртнин пӑхӑнтарӑвне — тискеррӗн ҫапса хуҫнин ӑнсӑртлӑх тӗлӗнтермӗшне — парӑнни пирки каласшӑнччӗ, — анчах ҫакӑн валли сӑмах тупаймарӗ, шӑпланчӗ те стена ҫумне тӗршӗнчӗ; хӗр ҫине ӳкӗнсе тата хумханса пӑхать.

Он хотел сказать, что поддался внушению совпадений, — странности случая, вырезанного ужасным ударом, — но не нашел для этого слов, умолк и прислонился к стене, смотря на девушку с раскаянием и тревогой.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Вӑл камин хӗскӗчне ҫӗклерӗ те — виҫӗ хутчен сулмаклӑн ҫапса хӑйӗн моделӗнчен тӑм купи туса хучӗ, — пӗр сӑмахсӑр, тискер ахӑлтатусӑр, хӑйне ухмаха ернӗн тытмасӑр, килӗшмелле мар ҫырнӑ ҫырӑва ҫунтарса янӑ евӗр — ҫӑмӑллӑн та тӗплӗн.

Он взял каминные щипцы и тремя сильными ударами обратил свою модель в глину, — без слез, без дикого смеха, без истерики, — так толково и просто, как уничтожают неудавшееся письмо.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

Чарусӑр ача кӑткӑ тӗммин тӳпемне ҫапса аркатса вӗтӗ ҫак чӗр чунсен шалти галерейисене ҫапла уҫать.

Так мальчик сбивает вершину муравейника, обнажая внутренние муравьиные галереи.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Редотт чул ҫурта чӑмӑрӗпе ҫапса аркатасси пирки никам та пӗлмест.

то ровно никто не подозревал, что Редотт может разбить каменный дом ударом кулака.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Анчах ҫак сӑпай порципе те чул ҫурта чӑмӑрупа лӑпкӑнах ҫапса ҫӗмӗреетӗн.

Но даже при такой скромной порции ты спокойно можешь разбить кулаком каменный дом.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Пӗр вӑхӑт шӑпланнӑ пӗлӗт ахӑрса ячӗ те — Шӑмӑллӑ Ура ҫийӗн йӑлтӑр-кӑвак вут ҫапса кӑларчӗ.

Туча, помолчав над головой Костлявой Ноги, зарычала и высекла голубоватый огонь.

Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.

Унӑн чунӗнче тахҫанах манӑҫнӑ музыка тунсӑхлӑн янӑрарӗ, вара вӑл кӗтмен ҫӗртен килсе ҫапнӑ хумханӑвӗпе зала диагональпе утса иртрӗ, унтан ҫапса лартнӑн чарӑнса тӑчӗ.

Давно забытая музыка прозвучала в его душе, и он вышагал неожиданное волнение по диагонали зала, потом остановился, как вкопанный.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

Кунӑн яланхи курӑмӗ — хӗвел уҫлӑхӗ — ӑна чӑнласах ҫапса хуҫрӗ ахӑр, ҫакна вӑл этемӗн мӗн пур сӑмахӗпе те хаклаймасть.

Обычное зрелище дня — солнечное пространство — было для него потрясением, превосходящим все человеческие слова.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Сире ҫапса пӑрахсан сирӗн пирки йӗме чарӑнаймӑпӑр.

Наплачешься с вами, как вас побьют.

Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех