Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

часрах сăмах пирĕн базăра пур.
часрах (тĕпĕ: часрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Часрах кайӑр кунтан!

Скорее уезжайте!

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмильпе Альфред часрах хӳме ҫумне чупса кайрӗҫ те лаштах сывласа ячӗҫ, пурте йӗркеллех иккен.

Эмиль и Альфред побежали назад к изгороди и с облегчением увидели, что там всё в порядке.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хресченӗсем тата питӗ ырӑ кӑмӑллӑскерсем паян, вӗсем суту-илӳ тунӑ ҫӗре часрах ҫитме васкаҫҫӗ, ҫавӑнпа та алӑк уҫса кӑларакан пурришӗн савӑнаҫҫӗ.

Крестьяне были в тот день в отличном настроении, и к тому же они торопились попасть на торг и были рады, что можно не останавливаться в пути.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Часрах илсе кил!

Куҫарса пулӑш

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑт телей! — вӑл часрах кашкӑр шӑтӑкӗ патне ыткӑнчӗ.

Вот повезло! — и он со всех ног бросился к яме.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тепӗр енчен, утрав ҫинчи чаплӑ вырӑнсемпе ҫурт-йӗрсене курса паллашнӑ хыҫҫӑн, ҫыннисем питех те йӑлӑхтарса ҫитернипе, утрав ҫинчен часрах тухса каяс килчӗ.

С другой стороны, осмотрев все достопримечательности острова, я сам стремился его покинуть. Мне смертельно надоели эти люди.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эмиль хӑй те кунтан часрах пӑрӑнасшӑнччӗ-ха.

Эмиль ничего не имел против того, чтобы исчезнуть.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Часрах унӑн ҫамкине йӗпетмелле.

Ей надо смочить лоб.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Кухньӑран часрах сивӗ шыв илсе килӗр.

— Скорей на кухню за холодной водой!

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Атя часрах!

Бежим скорей!

— Атя часрах, чупар! — ашшӗне алӑран туртать вӑл.

— Бежим! — тянул он за руку папу.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ашшӗне часрах шыраса тупас тесе Эмиль ҫынсем хушшине хирӗнсе кӗрсе кайрӗ.

И Эмиль, не мешкая, ринулся в самую толчею, надеясь найти отца.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмилӗн часрах ярмӑрккӑри халӑх хушшине кӗрсе ҫӳрес килет.

Эмиль так и рвался в самую гущу толпы.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Картишӗнче мӗн пулса иртнине асӑрханӑ амӑшӗ ывӑлне часрах аллинчен ярса тытрӗ те тепӗр хут сарайне хупса лартрӗ.

Когда же мама Эмиля увидела, что случилось, она первым делом схватила сына за руку и прямым ходом потащила его назад, в сарай.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Часрах сарайне кайса лар та, вӑл ура пӳрнине шӑши тытмалли хатӗртен туртса кӑлариччен, аҫу куҫӗ умне ан курӑн.

— Немедленно отправляйся в сарай и не попадайся папе на глаза, пока он не вытащит из мышеловки большой палец.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Капитан, эпӗ нумайранпа выҫӑ пулӗ тесе, часрах каҫхи апат илсе килсе пама хушрӗ.

Капитан, полагавший, что я уже давно голодаю, приказал немедленно подать ужин.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ тӑваттӑшне вӗлертӗм, ыттисем вӗҫсе кайрӗҫ, хам часрах чӳречене хупса лартрӑм.

Четырех я убил, остальные улетели, после чего я мгновенно захлопнул окно.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Телее, хуҫа арӑмӗ ҫавӑнтах эпӗ ӳкес ҫӗре хӑйӗн чӗрҫиттине часрах тытрӗ.

К счастью, хозяйка успела подставить мне свой передник.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Лаша кӳлсе часрах хутора таврӑнасшӑн вӗсем.

Чтобы запрячь лошадь и поскорее вернуться на хутор.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Халӗ вара часрах киле ҫитесчӗ.

— А теперь лучшее, что мы можем сделать, — это поехать домой.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех