Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑш сăмах пирĕн базăра пур.
хӑш (тĕпĕ: хӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш енче ҫӳретӗн?

Куҫарса пулӑш

Эс ӑҫта, савниҫӗм? // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 54-55 с.

Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшмалли, амӑшӗсемпе ачисене хӳтӗлемелли мерӑсене малашне те лайӑхлатса пырӑпӑр, хӗрарӑма экономикӑн кирек хӑш тытӑмӗнче те хӑйӗн вырӑнне тупма майсем туса парӑпӑр.

Продолжим совершенствовать меры помощи семей с детьми, защиты матери и ребенка, сделаем всё для того, чтобы женщины могли самореализоваться во всех сферах деятельности.

Олег Николаев Амӑшӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/27/gla ... aet-s-dnem

Сана, пӗччен ҫынна, нумай кирлӗ-им? — теҫҫӗ ӑна хӑш чух ялти хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Хӑш вӑхӑтра ҫакӑн пекех мещенленсе кайма ӗлкӗрнӗ вӑл?

В какое время она успела превратиться в мещанку?

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Хӑш чухне эс чӑн та пӗчӗк ача пек калаҫатӑн.

Иногда ты говоришь, как маленький ребенок.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Урнисем кирек хӑш хула-яла пырса кӗме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Ваҫук хӑш чух ӑна юри витене хупать те хӑй ӑҫта та пулин пытанать.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Хӑш чух юмахсем, сӑвӑсем калаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кукаҫи пирӗн пата час-часах килет, хӑш чух ҫӗр выртать.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Авӑн ҫапнӑ чух эпӗ халиччен кӗлте тавӑрнӑ, пуш кӗлтесене силлесе итем хӗрне йӑтнӑ, сарӑм айккисене шӑпӑрпа шӑлнӑ, хӑш чух, йыш нумаях пулмасан, тӑпач тытса, ыттисемпе пӗрле ҫапма та тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑш чух шап-шурӑ тӑм ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сасси хурлӑхлӑ, кичемлӗ, хӑш чух йынӑшса илнӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑш чух пӗлӗт хупӑрласа килет те, темиҫе талӑк вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑш чух вӑл, хӑйне хирӗҫ чӗнекен сасӑ пулсан, хаяррӑн кӑшкӑрса ярать.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Халӑх хӑш чух сӗр! сӗрлет, ҫавӑнтах хытӑ ахӑрать.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑш чухне вӑл ман ҫине пӑхса пуҫне сулласа илетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑш чух вӑл ман валли улӑмран ҫыхнӑ пукане илсе килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑш кунсенче Иван пичче мана ҫутҫанталӑкри пулӑмсем ҫинчен каласа паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑш чух старик мана лаши ҫине утлантарса ӑна шӑнарма ярать.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чечек е хӑш чух курӑк татма, е чӑхсене йыхӑрма кайсан, Иван пичче патне пырса лараттӑм.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех